Темиçе кун шывсăр

7 Çурла, 2023

Тунтикунхи канашлура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пурăнмалли çурт-йĕрĕн управляющи компанийĕсен ĕçне йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва тишкернĕ май Олег Николаев Пăрачкаври ĕç-пуçпа кăсăкланчĕ: çынсем унта çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнчен тытăнса ĕçмелли шыв çукки пирки чан çапаççĕ иккен. Çак шăрăхра — шывсăр...

Округ пуçлăхĕ Евгений Лебедев çирĕплетрĕ: чăнах та, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче тарăн скважинăри насус çунса кайнине пула райцентрта шыв пулман. Насуса тепĕр кунне улăштарнă, çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуртсене шыв панă. Анчах Пăрачкавра шыв пăрăхсем тăрăх пусăм хăваланипе мар, хăйĕн юххипе çитет. Шыв сечĕсен тăршшĕ вара самай вăрăм — 50 километр ытла. Çавна май аяларах çуртсене вăл часах пырать, çÿллĕрех çĕртисене çитме вара 2-3 кун кирлĕ.

Олег Николаев темиçе кун шывсăр пулнă çынсене мĕнле пулăшнипе кăсăкланчĕ. Евгений Владимирович вĕсене шывпа тивĕçтермешкĕн пушар машинисене, сĕт турттаракан техникăна явăçтарнине палăртрĕ. Хуравĕ тивĕçтермерĕ-ши — Олег Алексеевич Пăрачкаври лару-тăрăва тĕрĕслеме хушрĕ, «пулăшу кирлĕ пулсан унпа тивĕçтерме сĕнчĕ».

Канашлура çавăн пекех республикăра пурăнакансемм ГТО нормативĕсене пурнăçлассине мĕнле йĕркеленине тишкерсе хакларĕç. Спорт министрĕ Василий Петров каланă тăрăх, ку енĕпе пирĕн кăтартусем аван. Массăллă спорт аталанни кăçал пирĕн ентешсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командисене кĕнĕ йышĕ палăрмаллах хушăннинче те палăрать — паян спортăн тĕрлĕ енĕпе Чăваш Енĕн 261 ывăлĕ-хĕрĕ çĕршыв командисен йышĕнче тупăшать. Олег Николаев ГТО тĕлĕшпе ĕçе тата хастарлатма сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен ку чи малтан граждансен сывлăхĕпе çыхăннă.

Канашлу культура министрĕ Светлана Каликова Шупашкар Пĕтĕм Раççейри «Тĕрленĕ Раççей» фестивале йышăнасси çинчен пĕлтернипе вĕçленчĕ. Фестиваль çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче уçăлĕ. Унта çĕршывăн 70 регионĕ хутшăнма кăмăл тунă — 135 тĕрĕ ăсти килĕ. Облаçсемпе республикăсене, крайсене тĕрĕпе сăнлакан 73 карттăпа паллашма май пулĕ. Икĕ регион, Донецкпа Свердловск, тĕрлĕ ушкăн хатĕрленĕ икшер карттăпа килĕ-мĕн. Тата Раççейĕн пĕлтĕр хатĕрленĕ тĕрленĕ картти пулĕ — çавăнпа 73. Çийĕнчен — Чăваш Енри муниципалитетсем: кашни округ хăйĕн тĕрленĕ карттине кăтартĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас