Тӗрлӗ кантура ҫӳрессинчен хӑтарӗҫ

9 Нарăс, 2022

Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессине татса пачĕç. Вĕсенчен пĕри çемьесене сахал тупăшлисен шутне кĕртме йышăнассине пырса тивет.

Темиçе критерие тĕпе хурĕç, çемьесен мĕнле пурлăх пуррине тишкерĕç. Çав вăхăтрах граждансен вăл е ку пурлăх пурри-çуккине çирĕплетме, хушма документсем пухма тивмĕ — çакна ведомствăсем хăйсем пĕр-пĕринпе хутшăнмалли майсемпе усă курса уçăмлатĕç.

Тепĕр йышăну та граждансене — ватă çынсене — тĕрлĕ кантура çӳрессинчен хăтарма тивĕç. 70 тата 80 çул тултарнă ватăсене çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕшĕн тӳлес тĕлĕшпе 50 тата 100% виçепе компенсаци панине пĕлетпĕр — йышăну шăпах çак çăмăллăхпа усă курассине пырса тивет. Хальччен çулланнă çынсен çак çăмăллăха илмешкĕн заявлени çырмалла пулнă, малашне вăл та кирлĕ пулмĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каланă тăрăх, çакнашкал граждансемпе çыхăннă информацин пысăк пайĕ министерствăн информаци базисенче ахаль те пур — ыйтусене заявленисĕрех татса пама пулать. Çак утăма Олег Николаев та ырларĕ: «Питĕ усăллă мера. 70 çулти тата аслăрах çынсенчен ытларахăшĕ — тава тивĕçлĕскерсем, вăрçă ветеранĕн, вăрçă ачин статусне илнĕ, çавна май пирĕн енчен вĕсем тĕлĕшпе хушма пулăшу кăна пулĕ».

www.hypar.ru
 

Комментари хушас