Усламçăсем çăмăл мар тиеве туртаççĕ

25 Çу, 2023

Шупашкарти "Мой бизнес" центрта паян республикӑри ĕҫлĕ пĕрлĕхсен тĕлпулӑвĕ иртрĕ.

Ӑна Предприниматель кунне халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ.

"Бизнесри яваплӑ ĕҫшĕн тав тӑватӑп. Ҫӑмӑл мар ҫак тиеве туртма. Ҫав вӑхӑтрах общество ĕҫне те туса пыратӑр", - терĕ Олег Алексеевич усламҫӑсене Предприниматель кунĕ ячĕпе саламланӑ май.

Уяв умĕн хастар, пуҫаруллӑ ĕҫлекенсене "ЧР тава тивĕҫлĕ предпринимателĕ"  хисеплĕ ят илме тӑратма сĕнчĕ. Хальлĕхе хисеплĕ ку ята Чӑваш Енре сахалӑн тивĕҫнĕ-мĕн.

Комментари хушас