Уявра та тĕрĕслĕç

29 Раштав, 2020

Çĕнĕ çул каçхине Шупашкар хулинче общество транспорчĕ ытти çулти евĕр çурçĕр иртиччен çÿремĕ.

Коронавируса пула ял-хулара массăллă мероприятисем ирттерме юрамасть. Çавна май раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче троллейбуссемпе автобуссем ĕç кунĕсенчи евĕр ĕçлĕç, вĕсем 23 сехетчен çеç çÿрĕç.

Хулари коммуналлă службăсем те уяв кунĕ тесе канаймĕç. Шупашкарта 42 авари бригади йĕркеленĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков яваплисене йăлари хытă каяша та вăхăтра турттарса тăма хушнă.

Коронавируспа çыхăннă асăрхану мерисене епле пăхăннине хулари мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесх тăрĕç. Мобильлĕ 17 бригадăран 10-шĕ общество транспортĕнчи тăрăма хаклĕ, 3-шĕ – ют çĕршывсемпе ытти регионтан килекенсем патне çитсе килĕ, 4-шĕ суту-илÿ точкисене çул тытĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. 

Рубрика: 

Комментари хушас