Вĕçеве хатĕрпе пĕрех

28 Çĕртме, 2021

Байконур космодромра чăваш паллиллĕ ракетăна космоса ăсатас умĕнхи пĕтĕмлетӳ операцине пурнăçлаççĕ.

Патшалăх комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Союз-2.1а» ракетăна 31-мĕш лапамăн старт комплексне илсе тухнă.

Çĕнĕ «космос грузовикĕ» çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçсе хăпарĕ. Вăл Пĕтĕм тĕнчери космос станцине 470 кг топливо, 420 литр ĕçмелли шыв, 40 кг сывлăш тата баллонсенче кислород, çавăн пекех космосра эксперимент ирттерме 1509 кг тĕрлĕ хатĕрпе материал, апат-çимĕç, çи-пуç илсе çитерĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас