Worldskills Russia стандарчĕпе

20 Раштав, 2021

Шупашкарти медицина колледжĕн мастерскойĕнче Worldskills Russia стандарчĕпе пĕрремĕш экзамен иртнĕ.

Демоэкзаменра «Лаборатори техникĕ» специальноçпе пĕлӳ илекен 3-мĕш курс студенчĕсем ăсталăх кăтартнă. Пулас лаборантсен пĕлĕвне хаклас ĕçе лаборант-фельдшерсем, медицина тата лаборатори техникĕсем хутшăннă.

Тĕрĕслев хыççăн демоэкзамен тытакансем Компетенцисен паспортне /Skills Passport/ илĕç. Малашне çак паспорта илекенсене çамрăк профессионалсен базине кĕртĕç. Унта вĕсене ĕç сĕнекен предприятисем асăрхĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас