Ялсенчи суйлавҫӑсем хастартарах

12 Авăн, 2020

Суйлав тĕлне ятарласа йĕркеленĕ Пĕрлехи информаци центрĕ паян малалла ĕçлет. Кунта суйлав мĕнле пыни пирки тулли информаципе паллашма пулать. Участоксенчи лару-тăру пирки те пĕлме майсем пур.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлавăн пĕрремĕш кунĕн кăтартăвĕсем пирки тепре аса илтерчĕ: суйлавçăсен 20 процентне яхăн ĕнерех сасăланă. "Шупашкар хулинче çынсем суйлав участокĕсене килнин кăтартăвĕ хулашăн лайăx пулнине палăртмалла. Йăлана кĕнĕ тăpăx, ку енĕпе ялсенче пурăнакансем уйрăмах хастар. 3 районта çак кăтарту 35 процента яхăн. Паян кун вĕçленнĕ тĕле республикăри суйлавçăсен 35-38 проценчĕ cacăлава хутшăнать ахăртнех тесе шанатпăр", - терĕ Александр Цветков.

Общество сăнавĕн штабĕн ертÿçи Дмитрий Донсков çынсем суйлавпа çыхăннă çитменлĕxсем пирки пĕлтернĕ тĕcлĕхсен тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru Ирина Клементьева сăн ӳкерчӗкӗ тата видео.

Комментари хушас