Новости по теме

24 Авăн, 2020

Тухăçа ÿстерес ыйтупа

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Экологин ăслăлăх-тĕпчев институчĕ» автономи учрежденийĕнче, «Федерацин Атăлçи округĕнчи лаборатори анализĕпе техника виçевĕн центрĕ» тата «Федерацин Атăлçи округĕнчи геологи информацийĕн территори фончĕ» уйрăмĕсен республикăри филалĕсене, Росприроднадзорăн Чăваш Енри управленине çитсе вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

24 Авăн, 2020

Чăваш юманĕ – иккĕмĕш вырăнта

«2020 çулхи Раççейри йывăç» конкурс малалла пырать. Сасăлав юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ.

Конкурса çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 12 йывăç хутшăнать. Чăваш юманĕ хальлĕхе иккĕмĕш вырăн йышăнать. Дагестанри Дербент хулин кивĕ пайĕнче ÿсекен тухăç платанĕнчен пĕр шухăшлăн сасăласан çăмăллăнах иртейĕпĕр.

24 Авăн, 2020

Шупашкарти ача сачĕ çĕнтернĕ

«Раççейри чи лайăх 100 тавар» 2020 çулхи конкурсăн регионти тапхăрĕнче Шупашкарти 7-мĕш ача сачĕ çĕнтернĕ. Унта инклюзив вĕрентĕвне пурнăçа кĕртеççĕ.

Республикăн тĕп хулин администрацийĕн вĕренÿ управленийĕнче палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтри вĕрентÿ учрежденийĕн аталанăвĕ педагогика коллективĕн квалификацийĕпе унăн професси шайĕнчен нумай килет. Шупашкарти ача сачĕсем çĕршыв шайĕсенчи тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, федераци укçи-тенкине тивĕçеççĕ.

www.hypar.ru

24 Авăн, 2020

Николай Ашмарина халалласа – конверт

Раççей почти тĕрлĕ регионти ятлă-сумлă çынсене, унти паллă пулăмсене асра тытать. Чăвашсен паллă чĕлхеçи тата этнографĕ, чăвашсен 17 томлă словарĕн авторĕ Николай Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май конверт кăларĕç.

Сумлă ăсчахăн юбилейĕ тĕлне кăларакан конверт ученăй çуралнă кун, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, сутлăха тухĕ. Конверт çинче - Виталий Петровăн «Н.И.Ашмарин – академик-чĕлхеçĕ» картини. Конверта 250 пин экземпляр тиражпа пичетлĕç. Ăна Раççей почтин кирек хăш уйрăмĕнче туянма май килĕ.

24 Авăн, 2020

Йÿнĕ хакпа çырăнтараççĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕн хаçат-журналне 2021 çулăн пĕрремĕш çурри валли октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшĕччен йÿнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕрĕр.

Пирĕн кăларăмсене почта уйрăмĕсенче тата почтальон урлă çак хаксемпе çырăнтараççĕ:

www.hypar.ru

23 Авăн, 2020

«Çĕнетнĕ аудиторисенче вĕренме кăсăклăрах»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пулчĕ. Унта вăл республикăри предприятисем пулăшнипе уçăлнă вĕренÿ аудиторийĕсемпе лабораторийĕсен ĕçĕпе паллашрĕ.

23 Авăн, 2020

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркине 13 ыйту кăна кĕртнĕ. Анчах вĕсен хушшинче республикăра пурăнакан кашни çынна тенĕ пек пырса тивекеннисем те пулчĕç.

22 Авăн, 2020

Пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова церемони уçăлни çинчен пĕлтернĕ хыççăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков сăмах илчĕ. Вăл ТСК ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. 386436 çын – суйлавçăсен 75,63% — Олег Николаевшăн сасăланă. Çапла вара вăл уçă тата конкурентлă суйлавра çĕнтернĕ. «Суйлав кăтартăвĕсем легитимлă, тĕрĕс, объективлă тата тавлашусăр», — терĕ Александр Иванович.

Pages