Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çулçÿревпе Шупашкар районĕнче пулчĕ. Вăл «Деревенский дворик» ял хуçалăх кооперативĕн производство линийĕсемпе паллашрĕ, пастеризациленĕ сĕт производствин çĕнĕ линине хута ячĕ.
Республикăри предприяти-организацисем коронавирус саманинче йывăрлăха лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ. Ковидран килте сипленекенсене тÿлевсĕр эмел леçсе пама Чăвашпотребсоюз волонтерсен ушкăнĕсене йĕркеленĕ.
Етĕрне районĕнче кооператорсем медицина тата социаллă службăсен ĕçченĕсем валли машина 10 кунлăха уйăрса панă. Вĕсем коронавируслисене тата чирлеме пултаракансене эмелсем кайса панă.
Паян тата ыран пирĕн республикăра «Симĕс Чăваш Ен» экологи форумĕ иртет. Кăçалхипе саккăрмĕш хут йĕркеленĕскере хальхинче онлайн-мелпе пухăннă.
Унта тухса калаçакансенчен пĕри — «Ту!» волонтер-экологсен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн ертÿçи Андрей Руднев. Вăл çĕршывра экологи волонтерĕсем епле ĕçленипе паллаштарĕ.
Раççейĕн массăллă информаци хатĕрĕсенче асăннин медиарейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ кайнă çулталăкра 39-мĕш вырăн йышăннă. Ку кăтартусене «Медиалогия» тĕпчев компанийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнченпе раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен Олег Николаев ятне 87 430 хутчен асăннă.
Паян Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин парассипе, ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемесĕрех тупăш илекенсен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусене координацилекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвне ирттерчĕ.
Патшалăх нушисем валли таварсем туянасси, пулăшу ĕçĕсем пурнăçласси — коррупци тарăн тымар янă сфера. Çивĕчлĕхе сирессине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хайхи сутăн илес ыйтусене централизациленинче, çак ĕçе цифра платформисем çине куçарнинче курать. Çакăн çинчен регион ертӳçи юнкун республикăн коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.
Энергетик кунĕ çывхарать — отрасль ĕçченĕсем ăна çуллен раштавăн 22-мĕшĕнче уявлаççĕ. «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО професси уявне радиоэфирта та паллă тăвать.
Çитес ытларикун, праçник кунĕнче, ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕн реализаци енĕпе ĕçлекен заместителĕ Дмитрий Константинов «Раççей радиовĕ. Чăваш Ен» /99.9 FM/ эфирне тухĕ – тӳрĕ эфирта радио итлекенсен ыйтăвĕсене хуравлĕ.