Новости по теме

25 Кăрлач, 2017

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире пӗтӗм чунтан Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

Студент ҫулӗсем – пурнӑҫри ытарми, манӑҫми тапхӑр. Ҫак вӑхӑтра кашниех мӗн те пулин ҫӗннине уҫма ӗмӗтленет, хӑюллӑ шухӑшсемпе хавхаланать тата умри тӗллевсем еннелле пуҫламӑш утӑмсем тӑвать.

Чӑваш Ен Правительстви ҫамрӑк ӑрӑва аталантарма лайӑх майсем туса парасси ҫине тимлӗн пӑхать. Пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн ҫамрӑксемпе студентсен пине яхӑн представителӗ кашни ҫулах ятарлӑ стипендие тивӗҫет. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене асра тытас енӗпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫе ачасемпе ҫамрӑксене хастартарах хутшӑнтарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗсене ҫирӗплетнӗ.

23 Кăрлач, 2017

«Кванториум» - çĕнĕ ĕмĕр палли

10 çулти Максим Фадеев, Шупашкарти 5-мĕш гимназири тăваттăмĕш класс вĕренекенĕ, нанотехнологисемпе пĕчĕкренех кăсăкланать. Хальхи саманан курăмлă çĕнĕлĕхĕ ăс-тăна аталантарма пулăшнисĕр пуçне обществăна нумай енчен усă кÿрессе шанать вăл.

23 Кăрлач, 2017

Ял хуçалăхĕ пулăшусăр юлмĕ

Вирус инфекцийĕпе тата гриппа çыхăннă лару-тăру, агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене 2017 çулта пулăшу памалли çĕнĕ йĕркесем — республика Пуçлăхĕ патĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура хĕрÿ сÿтсе явнă тĕп ыйтусем пулчĕç. Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

 Эпидеми хăратмасть

23 Кăрлач, 2017

Сиктĕрме хăнасене йышăнчĕ

Ачаран ар тунă вырăн,
Час кураймăп, сывă пул!... тесе сывпуллашнă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн савнă Сиктĕрме ялĕпе.

Тăван кĕтесĕ те хăйĕн ывăлне асран кăлармасть. Çак кунсенче унта поэт çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май пысăк мероприяти иртрĕ. Унта ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ертсе кайнă делегаци те хутшăнчĕ. Йышра — Петĕр Хусанкайăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ывăлĕ Атнер Хусанкай, ЧР Профессинал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, поэтсемпе журналистсем, юрăçсем. Тĕплĕнрех "Хыпарăн" эрнекунхи номерĕнче вуласа пĕлĕр.

Надежда СМИРНОВА.
21 Кăрлач, 2017

Йĕлтĕрпе — çемьепе пĕрле

Канмалли кунсенче çанталăк каллех çынсен çирĕплĕхне тĕрĕслерĕ. Юр вăйлă çунине пăхмасăрах ашшĕ-амăшĕпе ачисем Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулне васкарĕç. Çемье командисем республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Вĕсемпе пĕрле Михаил Игнатьев та йĕлтĕр çине тăчĕ.

20 Кăрлач, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ ЧР Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарчӗ

Хаклӑ ентешсем, ӗҫтешсем!

Пирӗн тӗп тӗллев – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫын пурнӑҫне кунсерен лайӑхлатасси!
Ҫынсем хускатакан ҫивӗч ыйтусене халӑхран уйрӑммӑн ӗҫлесе татса пама ҫук.
Влаҫ – полномочисем кӑна мар, чи малтанах – халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх.
Ҫынсем пархатарлӑ улшӑнусем кӗтеҫҫӗ.
Ҫакӑ пире мӗнпур вӑя хурса, яваплӑха ӳстерсе ӗҫлеме хистет.
20 Кăрлач, 2017

Çырăва хаклаççĕ

 Валерий ФИЛИМОНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

— Анлă çыру — патшалăх управленийĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемшĕн, гражданла общество институчĕсемшĕн, халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕскер. Чăваш Ен пурăнмалли хăтлă регион пулнине çирĕплетнине илтме кăмăллă пулчĕ. Эпир мĕнле позицирен старта тухнине пĕлетпĕр. Çав позицисем лайăх. Анчах республикăра усă курман ресурссем иксĕлми пулнине те куратпăр — Михаил Васильевич Çырура вĕсене пайăррăн асăнчĕ.

20 Кăрлач, 2017

Чăваш Ен ырлăхĕшĕн кашнинех çине тăрса ĕçлемелле

Дмитрий Моисеев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи Çырура иртнĕ çулхи пысăк çитĕнÿсене палăртнипе пĕрлех çитес вăхăтра хăш енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ. Ырă улшăнусем кашни тытăмрах пур. Раççей шайĕнчи ТОП-списоксене кĕнĕ шкулсем 1-ер миллион тенкĕ пулăшăва тивĕçрĕç, çĕршыв шайĕнчи олимпиадăсенче палăрнă вĕренекенсене хатĕрленĕ учительсем валли укçа уйăрчĕç. Паллах, çакă педагогсене те, шкул ачисене те тата пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалану кÿрĕ. Михаил Васильевич çитес вăхăтра пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçсенчен пĕри - кашни районтах агрокласс уçма хушни. Паллă: çакнашкал классен витĕмĕ пулĕ, ачасем паянхи ял хуçалăхĕ чĕркуççи таран пылчăк маррине, кунта хальхи йышши технологисене тĕпе хурса вăй хунине курса ÿсĕç. Ÿсекен ăрăвăн шухăшлавне витĕм кÿмелли тепĕр тĕслĕхе те илсе кăтартрĕ Михаил Васильевич: аграри тытăмĕнчи темиçе предприятире вăтам ĕç укçи 25 пин тенкĕрен иртнĕ. Çакна шута илсе вăл ытти предприятин те лайăх кăтартусем патнелле туртăнмаллине палăртрĕ. Спортри, промышленноçри, экономикăри ÿсĕмсем пирки итлеме те кăмăллă пулчĕ. Ума лартнă тĕллевсем те паллă. Апла кашнинех Чăваш Ен ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлемелле.

20 Кăрлач, 2017

Турă хăвачĕпе вăй илтĕмĕр

Республикăри православи тĕнне ĕненекенсем кăрлачăн 19-мĕшĕнче чиркĕвĕн тĕп праçникĕсенчен пĕрне — Турра шыва кĕртнине Крещение Господне/— паллă турĕç.

Чиркÿ ăна II ĕмĕртех йăлана кĕртнĕ. Вăл 30 çулти Иисус Христос Израильти Иордан юханшывĕнче шыва кĕнинчен пуçланса кайнă. Иоанн Предтеча ăна тата ыттисене çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе каçару ыйтма чĕнсе каланă. Иисус Турă ывăлĕ пулнă май çылăхсăр çуралса çитĕннĕ, унăн çылăх каçарттарма сăлтав пулман. Апла пулин те вăл ÿкĕннине палăртассишĕн шыва кĕнĕ. Çав самантра янкăр тÿпе уçăлнă та Турă-Çветтуй сывлăш кăвакарчăн пулса тухнă, Иисус хăйĕн юратнă ывăлĕ пулнине пĕлтернĕ.

Pages