Новости по теме

1 Нарăс, 2017

Михаил Игнатьев "çавра сĕтеле" хутшăннă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Алексей Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕнче "çавра сĕтел" иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивальне Чăваш Енрен кайма хатĕрленекен хастарсене халалласа ирттернĕ. "Çавра сĕтеле" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та хутшăннă.

1 Нарăс, 2017

Ача-пăча аслисенчен тĕслĕх илет

“Спорт сывлăха çирĕплетет, пурăнма хавхалантарать, çав вăхăтрах вăл — усăллă кану та. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнмашкăн ачаран хăнăхтармалла”, — тенĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин.

1 Нарăс, 2017

Çĕрĕк «Жигулипеччĕ», халь - хаклă джиппа!

Анчах çĕр инженерĕсен пурнăçĕ лайăхланни ĕçе усă кÿмест

«Юрмана» сутасси пирки маларахах сас-хура тухнăччĕ-ха, ĕнер вара «заводсен, хаçатсен тата пăрахутсен хуçи» Владимир Ермолаев хăйĕн агробизнесне сутассине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетрĕ. Паллах, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕн кун йĕркине урăх ыйтусене кĕртнĕ, çапах зала пухăннисенчен чылайăшĕшĕн шăпах çакă тĕп хыпар пулчĕ-тĕр.

30 Кăрлач, 2017

Вуннăра кăна пулин те…

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш гимнази 10 çул тултарнине халалланă мероприятие хутшăннă.

Регион ертÿçи педагогсене, гимназистсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне паллă кун ячĕпе саламланă, ачасене хулана, республикăна, çĕршыва юратма суннă. «Эпир сирĕнпе пĕр команда пулса пĕрлехи тĕллевшĕн ĕçлетпĕр, Чăваш Енри мĕнпур ача лайăх пĕлÿ илме, хăйсен майĕсемпе туллин усă курма пултартăр тесе тăрăшатпăр», — тенĕ вăл.

30 Кăрлач, 2017

Экологи хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта пултăр

Чăваш Республики «Шупашкар хулинчи йăлари хытă каяшсен санкциленĕ çÿп-çап вырăнне рекультивацилесси» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн мĕнле хатĕрленет — шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ черетлĕ канашлура.

30 Кăрлач, 2017

Медпулăшу пысăк шайра

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Европăри Чĕркуççи хирургийĕн ассоциацийĕн тата Спорт травматологийĕн ассоциацийĕн секци председателĕпе Ролнад Бекерпа, çак секци вице-председателĕпе Нанне Коптпа тата Федерацин травматологи центрĕн тĕп врачĕпе Николай Николаевпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулура пациентсене травматологипе ортопеди пулăшăвĕ парассин пахалăхне лайăхлатас ыйтусене сÿтсе явнă. Ролнад Бекер палăртнă тăрăх, Шупашкарти травматоло- ги центрне Европăра лайăх пĕлеççĕ: «Клиника шайне курса тĕлĕнтĕм. Унти операцисен шучĕ пĕрлехи тĕпчевсем ирттер- ме май парать».

27 Кăрлач, 2017

Кун йĕркинче — промышленноç аталанăвĕ

Раççей промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров паян Шупашкарта хăй ертсе пыракан министерствăн Промышленноç енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттерчĕ. Ку хутĕнче ăна çĕршывăн апат-çимĕç машиностроенийĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене халалларĕç.

Pages