Новости по теме

23 Юпа, 2015

«Кам парĕ ывăл, Яковлев пекки...»

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ - чăваш халăхне çутта кăларакан Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çут тĕнчерен уйрăлнă кун. Ĕнер ăна асăнма Шупашкарти И.Яковлев скверне учительсем, студентсемпе шкул ачисем, писательсемпе поэтсем, пултарулăх çыннисем пуçтарăнчĕç.

23 Юпа, 2015

Республикăри журналистсен премийĕсене илмешкĕн

ЧР Журналистсен союзĕ республикăри журналистсен çуллен паракан Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕсене илме тăратакан ĕçсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

23 Юпа, 2015

Коррупци пирки пĕлтер

Раççей Федерацийĕн гражданĕсем Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтермелли «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ.

«Хĕрÿ линие» «Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсене вăхăтра пÿлес тĕллевпе уçнă.

Граждансем Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтермелли «хĕрÿ лини» телефонĕ: 8/8352/ 64-20-25 /ĕç кунĕсенче 8-тан пуçласа 12 сехетчен тата 13-рен пуçласа 17 сехетчен/.

23 Юпа, 2015

Туй хыççăн - пумилкке...

Кăшт маларах кăна çемье туй ирттернĕ. Хыççăнах çемье пуçĕпе мăшăрне пытарма тивнĕ - мĕнешкел пысăк хуйхă!

Çĕрпÿ районĕнчи Карай ялĕнче пÿртре çĕнĕ кин ирхине йывăр суранланнă хунямăшне тупнă. Васкавлă медпулăшу чĕннĕ, анчах 43 çулти хĕрарăма, пуç купташкипе пуç мимине амантнăскере, çăлса хăварма май килмен. Мĕн пулнă? Кăштахран хуралтăра хĕрарăмăн 46 çулти упăшкин виллине те тупнă та - пĕтĕмпех уçăмланнă.

23 Юпа, 2015

Ялти кинофестиваль уçăлнă

Республикăмăрта çак кунсенче литература хайлавĕсемпе ÿкернĕ фильмсен пĕрремĕш Ялти кинофестивалĕ уçăлнă. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине тата Литература çулталăкне халалланă. Чăваш патшалăх кинодокументаци тата электрон архивĕ пуçарнипе йĕркеленĕ фестиваль малтанхи сулмаклă утăмне Ренат Давлетьяров режиссăр ÿкернĕ «А зори здесь тихие» çĕнĕ илемлĕ фильма Етĕрнере кăтартнипе пуçланнă. Çак кунах Етĕрнесем «Единичка», «Мы все, не считая детей» киносене курма пултарнă. Виçĕмкун Фестиваль Муркашра иртнĕ.

23 Юпа, 2015

Çĕнĕ музейри пĕрремĕш ятарлă курав

Кăçалхи Республика кунĕ тĕлне Шупашкарта уçăлнă Чăваш тĕррин музейĕнче ŸКарл Маркс урамĕнчи 32-мĕш çуртŸ юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче 16 сехетре «Эрешсен тĕрлĕ тĕслĕ тĕнчи» курав ĕçлеме пуçларĕ. Евгения Жачева 75 çул тултарнине халалланă выставкăра тĕрĕ ăстин «Тĕнчери тĕрлĕ халăх» ярăмри ĕçĕсемпе паллашма май пулать.

Р.ГУРЬЯНОВА

23 Юпа, 2015

Автономи ертÿçисемпе тĕл пулнă

ЧР Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев республикăри наципе культура автономийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.

Чăваш наци библиотекин халăхсен культурин пÿлĕмĕнчи ĕçлĕ калаçăва общество организацийĕсен ертÿçисем хастар хутшăнчĕç. Мероприятире çавăн пекех ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев тата президиум пайташĕ Михаил Краснов пулчĕç.

23 Юпа, 2015

Мухтавлă Патăрьел çĕрĕ

Чăваш халăх наукăпа искусство академийĕн ертÿçи, паллă таврапĕлÿçĕ Е.Ерагин Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхĕ çинчен сумлă кĕнеке кăларнă. «Земля Богатыревская» кĕнекене Çĕрпÿ районĕн­че пахаларĕç.

23 Юпа, 2015

Чĕмпĕрте - чăваш тумĕн уявĕ

Чĕмпĕр хулинче чăваш тумĕн уявĕ иртнĕ. Наци тумĕн «Нарспи» фестивальне чăваш поэзийĕн классикĕ К.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Мероприятие Чĕмпĕр облаçĕнчи Наци культурин центрĕ пуçарнипе йĕркеленĕ.

Pages