Новости по теме

3 Çурла, 2015

Шупашкар çăлтăрсене кĕтет

Çурла уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионачĕ иртет. Вăл çĕршыври паллă спортсменсене пухĕ. Чăваш Ене Екатерина Конева /виççĕлле сикет/, Мария Кучина, Светлана Школина тата Даниил Цыплаков /çÿллĕшне сикеççĕ/, Денис Кудрявцев /400 метра хÿме урлă чупать/, Анжелика Сидорова /шăчăпа сикет/ тата спортăн ытти çăлтăрĕсем килĕç. Ăмăртăва Олимп чемпионĕсем те хутшăнĕç - çÿллĕшне Иван Уховпа Анна Чичерова та сикĕç.

3 Çурла, 2015

Ялшăн тунсăхлакан ÿнерçĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Сергей Андреевăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Сăрă ăстин картинисем чăннипех те чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Ăшăлăх, ырăлăх, чăнлăхпа килĕшÿ тапса тăрать вĕсенче.

31 Утă, 2015

Ăсталăха ĕçре туптаççĕ

Вырма вăхăтĕнче яланах ялхуçалăх ĕçченĕсем çитмеççĕ. Çавна май Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» агрофирма тата «Красный партизан» колхоз ертÿçисем юлашки çулсенче хуçалăх ĕçне аслă шкулсенче вĕренекен студентсене явăçтараççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче «Красный партизанра» Шупашкарти ялхуçалăх академийĕн 5 студенчĕ вăй хунă. Вĕсем сĕт-çу фермине юсанă.

31 Утă, 2015

Çул-йĕр тума

Дмитрий Медведев премьер-министр регионсенче çул-йĕр тăвасси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен валли 17 млн та 334 пин те 800 тенкĕ укçа уйăрĕç.

Çак нухратпа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче хытă сийлĕ автомобиль çулĕсем тăвĕç. Ку ĕç ялсене 2014-2017 çулсенче тата палăртнă 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарас тĕллевпе йышăннă ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланĕ.

Асăннă субсидие 52 регион валли уйăрĕç. Çав шутра Мари Эл - 117,9 млн, Тутарстан - 307 млн, Киров облаçĕ - 275 млн, Чулхула облаçĕ 210,9 млн тенкĕ тивĕçĕç.

31 Утă, 2015

Çуралакан сахал, вилекен нумай

Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Енре пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 338 ача ?4 процент% сахалрах çуралнă, 142 çын ?1,7 процент% нумайрах вилнĕ. 2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче республикăра 8176 ача тĕнчене килнĕ, 2014 çулта вара - 8514 пепке. Асăннă вăхăтра кăçал 8474 çын пурнăçран уйрăлнă, иртнĕ çул - 8332. Ентешсем ытларах çак сăлтавсене пула вилни палăрать: юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе ?35,4 процент%, тулашри сăлтава пула ?14,2 процент%, шыçă чирĕсемпе ?11,6 процент%, апата ирĕлтерекен органсен ?6,8 процент% тата сывлав ?7 процент% чирĕсемпе.

31 Утă, 2015

Чăваш Ен - лидерсен йышĕнче

РФ Спорт министерстви Раççей субъекчĕсемпе пĕрле патшалăхăн "Физкультурăпа спорта аталантарасси" программине пурнăçлать. Федераци шайĕнчи статистика сăнавĕн кăтартăвĕсем тăрăх 2014 çулта асăннă программăна пурнăçлас енĕпе Чăваш Республики РФ субъекчĕсен рейтингĕнче 82 регион хушшинче улттăмĕш вырăн йышăннă.

Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ăнăçлă ĕçленине палăртнă: "Михаил Васильевич, сире физкультурăпа спорт аталанăвĕн ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тăватăп".

31 Утă, 2015

Чăваш полицейскийĕ - пĕрремĕш!

Чăваш Ен полицийĕн сотрудникĕ Евгений Григорьев /сăнÿкерчĕкре/ Раççей ШĔМĕн дежурнăй чаçĕсен сотрудникĕсен хушшинчи професси ăсталăхĕн конкурсĕнче хĕçпăшалтан тĕл перес енĕпе мала тухнă.

Ăмăрту Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институт никĕсĕ çинче иртнĕ. Унта çĕршыври полицин дежурнăй чаçĕсен 94 ĕçченĕ - "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурсăн регионсенчи тапхăрĕн çĕнтерÿçисем - вăй виçнĕ. Полицейскисем хăйсен техника, медицина, спорт хатĕрленĕвĕн шайне кăтартнă, кашни дисциплинăра чи лайăххисене палăртнă.

30 Утă, 2015

Михаил Игнатьев Комсомольски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕcене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Комсомольски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май Дубовка ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕ. Эльпуç ялĕнче шкул строительствипе паллашрĕ.

Pages