Новости по теме

21 Ака, 2015

Ахах та ылтăн-и вирьял чĕлхи?

«...Аслă Чăваш чĕлхин пĕр пысăк, ытарма çук илемлĕ, урăх нимĕнпе те улăштарма, саплаштарма çук хăйнеевĕрлĕ пайĕ çурхи юр купи пек ирĕлнĕçемĕн ирĕлет, кĕçех пач çук пулса тăрать, эпир вара çак инкек пирки сăмах хускатма хăратпăр», - терĕ Валери Туркай «Вирьял Чĕлхи, эсĕ - Ылтăн, эсĕ - Ахах!» хăтавра /Хыпар, 2015,

21 Ака, 2015

«Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян»

Шăпах çак ятпа апрелĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн пысăк уявĕ иртрĕ, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Кăмăл пуррисем спорт ăмăртăвĕсене, алăстисен ĕçĕсен куравĕсемпе презентацийĕсене çитсе курма пултарчĕç.

20 Ака, 2015

Вице-мэр пулнăскер суд умне тăрать

Республика прокурорĕн пĕрремĕш заместителĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн архитектурăпа хула тăвас ĕç ыйтăвĕсемшĕн яваплă заместителĕнче - архитектурăпа хула тăвас ĕç управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Александр Анисимов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - ăна предприниматель ĕçне саккуна пăсса хутшăннăшăн, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата саккунлă предпринимательлĕхе чăрмантарнăшăн айăплаççĕ.

20 Ака, 2015

Хевтесĕре кÿрентернĕ

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан II ушкăн инваличĕн Иван Сидоровăн /ят-шывне улăштарнă/ пенси пысăк мар - уйăхсерен 8 пин тенкĕ илет. Çавна май ĕмĕтне пурнăçламашкăн - велосипед туянмашкăн - унăн самай вăрах укçа пухма тивнĕ.

20 Ака, 2015

Алимент парăмĕ - 437 пин тенке яхăн

Тăвай районĕнче пурăнакан 30 çулти Геннадий Егоров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ май вăл кĕçех суд умне тăрĕ. Арçын алимент тÿлемен.

Суд приставĕ пĕрре кăна мар асăрхаттарнине пăхмасăр Егоров 2010 çулхи апрельтенпе ачине пăхса усрамашкăн алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăннă. Парăмăн пĕтĕмĕшле виçи 437 пин тенке яхăнах капланнă.

20 Ака, 2015

Пылак юратакан вăрă

Иртнĕ çул вĕçĕнче, 2015 çул пуçламăшĕнче Куславкка районĕнчи Тĕмшер ялĕнчи пĕр хуçалăха вăрă иленнĕ. Çакскер кашнинчех пыл вăрланă.

Преступнике тупса палăртнă. Çак ялтах пурăнакан 38 çулти Михаил Муравьев иккен. Хайхи хуçалăха вăл вăрра 5 хут кĕни çирĕпленнĕ. Ытти пурлăхпа пĕрле кашнинчех пыл вăрлани палăрнă.

20 Ака, 2015

Преступлени çинчен пĕлтернĕшĕн - укçа

Çĕнĕ Шупашкарта тума хатĕрленекен тата тунă преступленисем çинчен тĕрĕс информаци панăшăн граждансене укçа тÿлесе хавхалантарĕç.

Хула прокуратури хатĕрленĕ право акчĕн проектне вырăнти депутатсен пухăвĕ ырланă та - укçа тÿлессипе çыхăннă йĕрке апрельтен вăя кĕнĕ. Хавхалантару укçине преступленисем çинчен тĕрĕс информаци пĕлтерсе вĕсене уçса пама пулăшнă, судран тата следствирен тарса пытаннă çынсем ăçтине тупса палăртма хутшăннă граждансем илме пултарĕç.

Pages