Новости по теме

17 Ака, 2015

Блокадниксен каласа памалли пурах

Çĕршыв пуласлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕ паттăрсене манмалла мар. Çак шухăша асра тытса Чăваш наци библиотекинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, блокадниксемпе тĕлпулу йĕркелерĕç. Унтах шкул ачисен хушшинче ирттернĕ "Чĕрĕ астăвăм" конкурс ĕçĕсен презентацине йĕркелерĕç.

16 Ака, 2015

Пĕтĕмпе - 33 преступлени!

Следстви комитечĕн Çĕрпÿри пайĕ Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕн 19 тата 15 çулсенчи икĕ каччи тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Вĕсене Уголовлă кодексăн 158 /вăрлани/, 166 /автомобиль вăрлама тăни/ статйисемпе айăплаççĕ. Аслин çавăн пекех çул çитмен çамрăка преступлени тума явăçтарнăшăн та явап тытма тивĕ. Çапла вара вăл 33 преступленишĕн айăпланать.

16 Ака, 2015

Тинĕс те чĕркуççи таран-и?

Вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн транспорт рулĕ умне ÿсĕрле ларнăшăн çирĕп яваплăх мерисем палăртнă. Водитель удостоверенийĕсĕр хăварма, пысăк виçелĕх штрафлама, административлă майпа арестлеме пултараççĕ. Çакна пурте пĕлеççĕ, анчах хăшĕсем пурпĕр эрех ĕçсе çула тухаççĕ.

16 Ака, 2015

Упăшки хаяр, арăмĕ те усал

Çакна ПАИ инспекторĕсем хăйсем курса ĕненнĕ. Хĕрарăм та çапла сĕмсĕр пулма пултарасси пирки вĕсем шутламан та пуль...

Пăтăрмах пĕлтĕрхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче 22 сехет тĕлнелле Çĕрпÿ хулинче пулнă. Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем ВАЗ-2114 автомобиле чарнă. 23 çулти çамрăк хĕрарăмăн, руль умĕнче пулнăскерĕн, водитель удостоверенийĕ çук иккен. Ку - РФ КоАПĕн 12.3 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă майпа явап тыттармалли сăлтав. Пакунлисем кун пирки сăмах пуçарнă та - çакă хĕрарăм упăшкине, пассажир вырăнĕнче пулнăскере, килĕшмен.

16 Ака, 2015

Питĕ хаклă «сиплев»

Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти управленийĕн 6-мĕш пайĕн дежурнăй чаçĕнчен 77 çулти кинемей пулăшу ыйтнă. Вăл хăй улталанни çинчен евитленĕ.

Ватă çын каланă тăрăх - темиçе кун каялла унăн хваттерĕнче телефон янăраса кайнă. Шăнкăравлакан çын хăйĕнпе Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ĕçченĕ тесе паллаштарнă. Çакскер усал хыпар пĕлтернĕ: пенсионеркăн анализĕсенче «мутациленсе чир ертекен бактерисене» тупнă иккен. Хăратсах пĕтернĕ: вăхăт иртнĕ май чир шала каять, çавăнпа кинемее ирĕксĕрлесе сиплемешкĕн психиатри больницине ăсатма пултараççĕ имĕш.

16 Ака, 2015

Айккине юхать... солярка

ФСИНăн республикăри управленийĕн Шупашкарти юсанмалли 4-мĕш колонийĕн пуçлăхĕн заместителĕсенчен пĕрин пирки харăсах икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна служба вырăнĕпе усă курса пурлăх вăрланăшăн тата службăри ултавшăн шанмаççĕ.

16 Ака, 2015

Вĕсем пире вăй-хăват парса тăраççĕ

Николай Григорьев çырнă «Легендарный Андриян Николаев» кĕнекепе Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчикăн тăван тăрăхĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăлта, пурăнакансене паллаштармасăр епле-ха. Шăпах Космонавтика кунĕ умĕн тĕнчипе паллă ялта çак кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

16 Ака, 2015

«Акатуй» пулас педагогсем патĕнче хăнара

Чечеклĕ кĕпе-тум, тĕрлĕ чĕлхепе калаçни, Раççейри халăхсен тата кÿршĕсен йăли-йĕрки çинчен каласа кăтартнисем... Мурманскри педагогика колледжĕнче наци культурисен «Раççей пĕрлĕхĕ халăхсен туслăхĕнче» фестивалĕ иртрĕ.

16 Ака, 2015

"Çамрăксен хаçачĕ" уяв каçĕ ирттерет

Паян, апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçри культура çуртĕнче "Çамрăксен хаçачĕ" чăваш эстрада юрăçисемпе пĕрле

УЯВ КАÇĔ

ирттерет. Концерт вăхăтĕнче хаçата 2015 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннисене пурне те парне парăпăр. Уяв 19.00 сехетре пуçланать.

РЕДАКЦИ.

Pages