Новости по теме

16 Нарăс, 2015

Вăрçа хатĕрленнĕ-им?

Тивĕçлĕ мероприятисем ирттернĕ май Патăрьел полицийĕ Алманчă ялĕнчи пĕр çын хуçалăхĕнче 900 яхăн патрон /сăнÿкерчĕкре/ туртса илнĕ. Вĕсен хуçи йĕркелĕх хуралçисене çавăн пекех регистрацилемен сунар пăшалне те панă.

16 Нарăс, 2015

Çухалнăскере тупнă

Ăна, 53 çулти арçынна, "çухатнăскерсем" те паллă ĕнтĕ. Çын пурнăçне татнă 26 çулти çамрăка тытса чарнă.

Следстви комитечĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - право хуралĕн органĕсенчен пĕр хĕрарăм пулăшу ыйтнă. 53-ри пĕлĕшĕ çухални çинчен евитленĕ. Арçын маларах ăçта та пулин тухса каясси пирки шарламан, чирпе-мĕнпе аптраман, çавна май ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарма йышăннă.

16 Нарăс, 2015

"Мускав çывăхĕнчи каçсене" чăвашла "Вечерняя Москва" хаçатпа пĕрле юрлатпăр

16 Нарăс, 2015

Тăкак виçине пĕлес килет-и?

Çак йĕркене пурнăçа кĕртесси çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулти июлĕн 25-мĕшĕнчех хушу кăларнă. Пирĕн республикăра медицина пулăшăвĕн хакне пĕлтĕрхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çырса палăртма пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен 238 пин справка панă. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕх çинчен халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтернĕ.

16 Нарăс, 2015

Аслă çултисем ăмăртрĕç

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем кĕçнерникун пенсионерсен хĕллехи спартакиадине пухăнчĕç. Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр йĕркеленĕскере унăн уйрăмĕсене çÿрекенсем хутшăнчĕç.

13 Нарăс, 2015

«Хресчен сасси» 10 /2523/ №, 13.02.2015

Пахчаçăсен 2015 çулхи уйăх-хĕвел календарĕ Календарьте вăрлăх акмалли тата калча лартмалли чи лайăх кунсене кăтартнă

Юн пусăмне чакарма. Сиппе кайтăр

Таса чунлисем телейлĕ. - Чиркÿре кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче паллă тăвакан "Сретение" текен уява чăвашла мĕнле каламалла-ши?

13 Нарăс, 2015

«Хыпар» 24-25 (26680-26681) №. 13.02.2015

Владимир Якунина пирĕн предприятисем килĕшнĕ. IX регион конференцийĕ иртрĕ.

Пур - пĕрле, çук - çурмалла... Экономикăри йывăрлăхсене тÿссе ирттермелли тĕп çул-йĕре палăртнă.

Ростислав Тимофеев: уласлăхăмăр çĕнĕ тĕссемпе çуталтăр

Шадриха пепкине качча париччен пурăнмаллах. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникне Николай Карачарскова 80 çул

«...Тивĕçе эпир чыслăн пурнăçланă» Афган вăрçин ахрăмĕ

13 Нарăс, 2015

Владимир Якунина пирĕн предприятисем килĕшнĕ

Февралĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти "ЭЛАРА" обществăра "Чукун çул техникине туса кăларакансен пĕрлĕхĕ" коммерциллĕ мар пайташлăх членĕсен пĕрлехи пухăвĕ тата IX регион конференцийĕ иртрĕ. Унта çĕршыври 150 организацирен, çав шут­ра республикăри 15 предприятирен, 222 çын хутшăнчĕ.

Pages