Новости по теме

9 Нарăс, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 4 /874/ 07.02.2015

- Пасарта 40 тенкĕпе хуратул Республика Пуçлăхне те тупса параймарĕç...
- Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ.
- Усал шыçăран хăтăлма пулать.
- Укçаллисене серепене сĕтĕреççĕ.
- Мунча мĕншĕн йĕпенет?
- Ăш пăтраннинчен сиплĕ курăк пулăшать.
- Хамран вăйлăрах арçын шыратăп...
- “Ашшĕ-амăшĕпе пĕр масарта выртакан - телейлĕ...”
- 70 çула тăсăлнă шăплăх “Освенцим” вилĕм фабрикинчен чĕррĕн тухнисем аса илеççĕ...
6 Нарăс, 2015

Çак канмалли кунсенче Раççейре «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртĕ.

Халăх уявĕ хĕллехи спорт тĕсĕсене килĕштерекенсене 33-мĕш хут пухĕ. Ялсемпе хуласенче халĕ ăмăрту вырăнĕсене хатĕрлеççĕ. Шупашкарта йĕлтĕр йĕрне юр хупласа хумани? Кун пирки Анастасия Олангина каласа парĕ. Халĕ вăл шăпах «Шупашкара 500 çул» паркра.
«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

6 Нарăс, 2015

ЧНК 2-мĕш президенчĕпе чăваш тĕнчи сыв пуллашрĕ

Паян чăваш тĕнчи хăйĕн хастар ачипе, Чăваш наци конгресне нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă Геннадий Николаевия Архиповпа сыв пуллашрĕ. Ăна юлашки çула ăсатма Шупашкара республикăн, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен нумай-нумай çын пухăнчĕ.
«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

6 Нарăс, 2015

Сутуçă услам чури ан пултăр

Юлашки уйăхсенче апат-çимĕç ха­кĕ­сем палăрмаллах пысăкланни ни­кам­шăн та вăрттăнлăх мар. Çак ла­ру-тăрура влаçсем ĕç-пуçа куçран вĕ­çертменни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна çирĕплетес тĕллевпе-тĕр республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер тĕп хулари суту-илÿ предприятийĕсенче пулчĕ.

6 Нарăс, 2015

Экономикăна тикĕс аталантарма çĕнĕ меслетсем шырамалла

Февралĕн 4-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кÿкеçе çитрĕ. "Фармация" ПУПăн 55-мĕш аптекинче сутакан эмел хакĕпе кăсăкланчĕ, ăна туянакан çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ. Шупашкар районĕн тĕп больницин поликлиникинче сиплев ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ.

6 Нарăс, 2015

Шупашкарта Литература çулталăкĕ уçăлчĕ

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче Раççейри Литература çулталăкĕ тата Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкĕ пысăк уяв концерчĕпе уçăлчĕç. Унта писательсем, библиотека ĕçченĕсем, кĕнеке кăларакансем, вĕрентекенсем, литературăна юратакансем хутшăнчĕç.

5 Нарăс, 2015

Олимп уявĕнче тепĕр хут савăнар

2014 çул пирĕн çĕршыва савăнăçлă уяв парнелерĕ, çулталăк каялла февралĕн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи Олимп вăййисем пуçланчĕç. Çак пулăма халалласа кăçалтан Раççейре хĕллехи спортăн кунне паллă тума шухăш тытнă. Чăваш Енре çĕнĕ уява епле хатĕрленеççĕ. Мĕнле мероприятисем иртĕç.

5 Нарăс, 2015

АПК кăтартăвĕ ÿсĕмлĕ

Росстат пĕлтернĕ тăрăх - Раççейри мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем пĕлтĕр виçĕмçулхинчен продукци - 3,7, вăл шутра тыр-пул - 12,4, çĕрулми - 3, пахча çимĕç 2,3% нумайрах туса илнĕ.

Аш-какай комбинатне выльăхпа кайăк-кĕшĕк /чĕрĕ виçепе/ - 4,1, уйрăммăн илсен кайăк-кĕшĕк 6,7% ытларах ăсатнă. Сĕт 2013 çулхи чухлех суса илнĕ.

5 Нарăс, 2015

Малтан лицензи илмелле

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра реформа пуçланни темиçе çул, çапах ку тытăмра йĕрки çукрах пулас. Çакна судра пăхса тухнă хăшпĕр ĕçсем çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хула судĕнче «Новэк» управляющи компанийĕн ĕçне-хĕлне тишкернĕ. Тĕрĕссипе коллектив çинчен сăмах пымасть кунта, пĕтĕм шăв-шав унăн ертÿçи пулнă Ющенкăпа çыхăннă. Компани пăхса тăракан çуртсене ăшăпа тивĕçтернĕ предприятисемпе татăласси питĕ япăхса кайнă. Шăпах вăл директорта ларнă çулсенче.

Pages