Ял пурнăçĕ 12 (10396) № 02.04.2026
Тăван кил вучахне сӳнтермест
Валерий Степановăн ашшĕпе амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлни чылай пулать. Йышлă çемьере кĕçĕнни пулнă май вăл Çирĕклĕри тăван кил- çурт вучахне сӳнме памасть.
Валерий Петрович ашшĕ-амăшне яланах ырăпа аса илет. Петр Степанович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çартан 1947 çулта таврăннă хыççăн тивĕçлĕ канăва кайичченех Красноармейски районĕн финанс пайĕнче вăй хунă. Мария Гавриловна кун-çулне ӳсекен ăрăва тарăн пĕлӳ, тивĕçлĕ воспитани парас тытăмпа çыхăнтарнă: Шупуçĕнчи, Яманакри шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Валерий 1978 çулта Красноармейски вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Кĕçех салтак ячĕ тухнă. Виçĕ çул тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă вăл. «Ленинград облаçĕнчи Ломоносов хулинчи Попов ячĕллĕ çыхăну шкулĕнче çур çул радиометрист-штурмана вĕрентĕм. Е урăхла каласан — тинĕсри сăнавçă. Унтан Балти флочĕн матросĕ пулса тăтăм. Пирĕн карап çинче 150-а яхăн моряк çар тивĕçне пурнăçланă. Пирвайхи хут вăрăм çула тухсан ансат пулмарĕ. Организм хум силленине йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Эпĕ Польшăра, Алжирта, ытти çĕршывра пулса курнă. Балти, Çурçĕр тинĕсĕсем, Атлантика океанĕ тăрăх çӳренĕ. Кубăра виçĕ хут чарăннă. Пĕррехинче çĕршыв ертӳçи Фидель Кастро совет морякĕсене алă тытса тухнăччĕ», — аса илчĕ пĕлĕшĕм. Çар тумне хывсан Валерий Петрович Красноармейски районĕнчи 32-мĕш пушар чаçĕнче инструкторта ĕçленĕ. Каярахпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче слесарьте, Трак вăтам шкул директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче, «Кетра» заводра тăрăшнă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Валерий Степанов 1987 çулта çемье çавăрнă. «Мана 1986 çулта Иваново хулине пушар хуралĕн инструкторне вĕренме ячĕç. Юлташпа лавккана кайрăмăр. Хамăра кирлине илтĕмĕр те касса патне пырса тăтăмăр. Пирĕн умра икĕ хĕр чăвашла калаçса тăрать. «Хура çӳçли — манăн, сарри – санăн», — терĕ юлташ. Вăрнар тăрăхĕнчи Оттиккăвă ялĕн хĕрĕпе Надеждăпа çапла паллашрăмăр. Ун чухне вăл Ивановăри пир-авăр фабрикинче çип арлаканта вăй хуратчĕ», — каласа кăтартрĕ пĕлĕшĕм. Надежда Аркадьевнăпа Валерий Петрович мăшăр пулса пурăнма пуçланăранпа килес çул авăн уйăхĕнче 40 çул çитет. Степановсем Красноармейски ялĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ. Надежда Аркадьевна тивĕçлĕ канура пулсан та «Чебурашка» ача садĕнче вăй хурать. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Руслан вăтам шкул хыççăн Мускав облаçĕнчи Ногинск хулинче çар хĕсметĕнче тăнă. Унтан Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕреннĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарта полицире ĕçленĕ, халĕ — Етĕрнере. Мăшăрĕ Екатерина Владимировна Етĕрне районĕнчи тĕп больницăра педиатрта тăрăшать. Вĕсем Кирăпа Верăна çитĕнтереççĕ. Стас Хабаровск крайĕнче çар хĕсметне ирттернĕ. Каярахпа Чулхула облаçĕнчи Мулино поселокĕнче контракт йĕркипе çарта тăнă. Халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Валерий Петрович пĕртăванĕсене те аса илчĕ. Владимир Петрович Казахстанра машинист-тракториста вĕреннĕ. Çартан таврăнсан Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Каярахпа Муркаш тăрăхĕнче çурт туяннă, çемйипе унта тĕпленнĕ. Юрий Петровичăн кун-çулĕ хаçат-журнал ĕçĕпе çыхăннă. Вулакансем ăна «Листопад» хушма ятпа аван пĕлнĕ. Вăл чылай тапхăр Шупашкар районĕн «Тăван ен» хаçачĕн редакторĕнче, «Хыпар» хаçат редакцийĕнче пай пуçлăхĕнче тăрăшнă. Шел, кун-çулĕ кĕске килнĕ. Фаина Петровна Шупашкарти электровиçев приборĕсен заводĕнче тăрăшнă. Вячеслав Петрович кун-çулне стройкăпа çыхăнтарнă. Çĕнĕ Шупашкарта тымар янă вăл. Пĕртăвансем Çирĕклĕри ашшĕ-амăшĕн килне тăтăшах килсе çӳреççĕ. Валерий Петровичпа мăшăрĕ тăрăшнипе хуçалăх çирĕп тăрать. Вĕсем пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ. Кил хуçи пушă вăхăтра пулăра ларма кăмăллать. Кĕркунне вăрманта çӳрет, мăйăр е кăмпа татать. Унăн чун киленĕçĕ те пур: сăрăпа киçтĕк тытать те тĕрлĕ ӳкерчĕк тăвать. Тимĕрпе ĕçлеме те ăста вăл…
Георгий БОРЗИН.
♦ ♦ ♦
«Юррăмсем чунра ырă туйăм вăратчăр»
Елена Энжей эстрадăра чун киленĕçне тупнă. Журналистика вара кĕтмен çĕртен юратнă професси пулса тăнă. Мĕнле майпа? «Ял пурнăçĕ» хаçатăн паянхи хăни кун пирки каласа кăтартма килĕшрĕ.
— Елена, юрласси мĕнрен пуçланчĕ?
— Хама астăвассах юрлатăп. Тĕкĕр умĕнче алла тура /маншăн микрофон пулнă ĕнтĕ вăл/ тытса вырăсла юрăсене шăрантараттăм. Пĕрремĕш хут сцена çине 6 çулта Светлана Асаматăн «Сан çинчен, ман çинчен» юррипе тухрăм. Юрă вĕçленсен куракансем тăвăллăн алă çупма тытăнчĕç. Сцена хыçне кĕрсе кайрăм. Çынсем чарăнми алă çупнăран анне тепĕр хут тухса пуç тайма хушрĕ. Каярахпа Инди халăхĕн ташшине вĕрентĕм. Мана, сăмах май, чылайăшĕ эпĕ Инди çынни сăнлă пулнине палăртатчĕ. Эрмен е грузин çемйинче çуралнă тесе те калатчĕç. Чăвашла калаçма пуçласан тĕлĕнетчĕç: «Ятарласа чĕлхене вĕреннĕ пулĕ?» Эпĕ вара манăн атте те, анне те чăваш пулнине ĕнентереттĕм. 1999 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Эпĕ яланах малтисен ретĕнчеччĕ. Хастар пулнăран мана шкулти мероприятисене ертсе пыма шанатчĕç. Искусство шкулĕнче ăсталăха туптарăм.
— Пĕчĕкрен пултарулăх вăйĕ палăрнăран професси суйласси йывăр пулмарĕ ахăртнех?
— Тĕрĕсех. Музыка енĕпе аталанас килчĕ. Шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультетне вĕренме кĕтĕм. Иккĕмĕш курсра качча тухрăм. Тепĕр çулне София çут тĕнчене килчĕ. Ача çуралсан яваплăха тата ытларах туйма тытăнтăм. Тăрăшса вĕрентĕм, конкурссене, конференцисене хутшăнтăм. Университетра лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăшăн стипендипе хавхалантарчĕç. Еншик Чуллă шкулĕн директорĕнче Татьяна Беззубова ĕçлетчĕ. Вăл сĕннипе тăван шкула вырнаçрăм, ачасене ташă-юрă ăсталăхне вĕрентрĕм. Унта пилĕк çул вăй хутăм.
— Пурнăç çулĕ Чăваш патшалăх телерадиокомпание епле илсе çитерчĕ-ха?
— Тĕпчев ĕçĕ çырма Василий Воробьевăн «Шурă кăвакарчăн» юрри кирлĕ пулчĕ. Ăна шыраса Николаев космонавт урамĕнчи 4-мĕш çурта çул тытрăм. Чăваш патшалăх телерадиокомпание именсе кĕтĕм. Хуралçа музыка редакторне шыранине пĕлтертĕм. Вăл Ираида Канавичевăна чĕнчĕ. Мана çӳллĕ, кĕрнеклĕ хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Вăл Василий Воробьевăн юррине картотекăра шырамаллине пĕлтерчĕ. Тупсан питĕ савăнтăм. Юрра пуçлăхран ирĕк ыйтмасăр памаççĕ. Пĕр минут çырнине цифровизацилеме укçа тӳлемелле. Эпĕ студент çеç. Маншăн ку пысăк укçа. Эльвира Тимофеева патне кайрăм. «Сана çак юрă мĕн тума кирлĕ?» – ыйтрĕ Эльвира Владимировна. Эпĕ наукăпа практика конференцине хутшăннине, çак юрă кирлине каларăм. Эльвира Тимофеева ăна ахалех илсе кайма ирĕк пачĕ, интернета кăларма юраманнине асăрхаттарчĕ. Унтан Ираида Канавичева патне юрра çыртарма кайрăм. Калаçсан-калаçсан эпир ентешсем пулнине пĕлтĕм: вăл та Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă-мĕн. Унтан Ираида Александровна мана музыка редакторне ĕçлемешкĕн килме йыхравларĕ. Çапла вара 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче радиохыпарлав службин информаци программисен пайĕнче ĕçлеме пуçларăм.
— Музыка редакторĕ мĕнле тивĕçсене пурнăçлать?
— Эпĕ музыка кăларăмĕсем хатĕрлетĕп. Артистсенчен, юрăçсенчен, композиторсемпе сăвăçсенчен интервью илетĕп. «Эсир юратнă юрă-кĕвĕ», «Ирхи концерт», «Юхтăр юрă», «Кăмăлтан», «Ылтăн çӳпçерен», «Ăраскал» тата ытти кăларăма эфира яратăп.
— Хăв пуçарнисем пур-и?
— «Самана йыхравĕ» кăларăмра ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе интервью хатĕрлетĕп. Шкул ачисем салтаксем патне шăрçаланă çырусене эфира кăларатпăр. Унсăр пуçне композиторсемпе артистсен СВО паттăрĕсене халалланă сăввиюрри янăрать. Тепĕр радиокăларăм — «Йăла-йĕрке — ламран лама». Пирĕн юрă-кĕвĕ фончĕ пуян. Унта чăваш композиторĕсен, классиксен, сăвăçсен хайлавĕ чылай. Хальхи саманара çамрăксем ытларах çĕкленӳллĕ музыкăна килĕштереççĕ. Ĕлĕкхи юрăсене эфира кăларса итлекенсене епле майпа интереслентерсе ямалли пирки шухăшлаттăм. Авалхи йăла-йĕркепе çыхăнтарса çавăн пек кăларăм хатĕрлес терĕм.
— Кун-çулна журналистикăпа çыхăнтарнăшăн ӳкĕнместĕн-и?
— Малтанах радиона ĕçлеме килсе тĕрĕсех турăмши тесе шухăшлаттăм. Эпĕ профессипе — юрăç, журналистикăра ĕçлесе курман. Кунта тĕрлĕ композиторпа паллашрăм, вĕсем мана хăйсен юррисене юрлама шанчĕç. Çапла хамăн пултарулăха та аталантартăм, журналистикăра та çитĕнӳсем турăм. Ку ĕç мана килĕшет. Эпĕ — уçă кăмăллă çын. Калаçма юрататăп. Çынсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупатăп. Интервью илнĕ чухне те чылайăшĕ мана тахçанах пĕлнĕ çын пек хаклать.
— Мĕншĕн эсĕ Энжей хушма ят илнĕ?
— Энжей — пирĕн ялти çăл куç. Ăш хыпсан шыв ĕçсе чуна кантаратпăр-çке. Манăн юррăмсем итлекенсен чунĕнче ырă туйăмсем вăратчăр тетĕп. Çавăн пекех тăван ялта «Энжей» фольклор ушкăнĕ пур. Унта эпĕ пĕчĕкрен юрланă, ташланă.
— Пушă вăхăт пур-и? Ăна мĕнле ирттеретĕн?
— Çынсенчен «талăкра 24 сехет çитмест» тенине час-часах илтеттĕм. Тĕлĕнеттĕм. Халĕ темиçе ĕçре вăй хунипе çакна хам та туйса илтĕм. Радиора ĕçленисĕр пуçне уявсем ертсе пыратăп, çавăн пекех Чăваш Республикин Культура министерстви çумĕнчи Çамрăксен канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Çемье пирки те манмастăп. Атте-анне патне çитме те вăхăт тупма тăрăшатăп.
Юлия ИВАНОВА калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас