“Нумай-и пурăнайĕ пирĕн ят?”

16 Çĕртме, 2016

“Сывлăшри кĕпер”, “Кашнин хăйĕн ĕмĕрĕ”, “Çырла пиçнĕ вăхăтра”, “Туссемпе калаçни” тата ытти кĕнеке авторĕ Александр АСЛУТ кун çути курнă тăрăхра хăнара пулнă май ентешĕсемпе курса калаçма май килчĕ. Ку тăрăхри ертÿлĕх чăваш халăхне нумай-нумай сăвă-калавпа савăнтарнă поэта, прозаике, ЧР Писательсен союзĕн членне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне епле сума сунине, ял çыннисен, кÿршĕ-аршă асĕнче Александр Николаевич мĕнпе çырăнса юлнине вулаканăмăрсене çырса кăтартас тĕллевпе çула тухрăм.

Писатель амăшне асра тытаççĕ

Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕ илемлĕ тăрăхра вырнаçнă. Лаштра йăмраллă ял килен-каяна пуç таять. Укăлчари пĕвере вылякан хĕвел шевли чуна ăшăтать. Ку тăрăхра литература анине пуянлăх кÿнĕ сăмах ăсти çуралмасăр пултарайман. 1930 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче пулас çыравçă Александр Аслут кун çути курнă. Çывăх çыннисем тĕпренчĕкĕсене ачашласа Васька, Шурка, Колька, Манька, Ванька тесе чĕннĕ. Амăшĕ Пелагея Львовна ăслă хĕрарăм пулнă. Ялта иртекен пухусенче ăна ялан президиума суйланă. Вăл нумай вулама юратнă. Унăн калаçăвĕ те ытти çынран уйрăлса тăнă. Çакăн çинчен сăмах ăстин кÿршисем каласа кăтартрĕç. Малалла вулас...

 

Комментари

АВАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.