Октябрьски райповĕ - 90 çулта

22 Çу, 2014

Кăçал тăхăр вуннă тултарнă Октябрьски райповĕн историйĕ пуян. Вăл 1924 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă. Халăх пухăвĕнче Выççăлккă Тукайра /каярахпа - Ĕсмел, унтан - Октябрьски/ потребительсен «Шанчăк» ушкăнне йĕркелеме йышăннă, ăна ертсе пыма правлени суйланă, устав çирĕплетнĕ. Майĕпенех вăй илсе пынă, 90 çул хушшинче çĕр-шывпа пĕрле аталаннă, унăн историйĕн пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ тапхăрне пурăнса ирттернĕ. Çак шутра - коллективизаци, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи, ун хыççăнхи хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ вăхăт, иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенчи кăткăс, пăтрашуллă тапхăр, экономика кризисĕ.

- Палăртма кăмăллă: пирĕн райпо ĕçленĕ, ĕçлет, малалла та ĕçлĕ, хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче çирĕпленнĕ традицийĕсене пуянлатсах пырĕ. Çакна чунран шанатпăр, - тет райпо канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, РФ Центросоюзĕн «Раççей потребительсен кооперацине аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн» орденĕн кавалерĕ Радим Почемов. - Райпон ĕмĕрĕ вăрăм пулни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Паянхи куна чылай организаци сумлă çакăн пек юбилее паллă тăваймасть. Хăшĕсем халь çук та ĕнтĕ, историре ячĕсем кăна юлнă. Паллах, йывăрлăхсем те тупăнсах тăраççĕ-ха. Апла пулин те хуçалăха тытса тăма, анлăлатма вăй çитеретпĕр, çынсене усă кÿретпĕр. Сăмах май, Сĕнтĕрвăрринчи райпона хамăр йыша илни те тăхăр çул çитрĕ. Пирĕн ĕç-хĕл районăн мĕн пур территорийĕнче пулса пырать. Суту-илÿ, хатĕрлев, производство, общество апатланăвĕн, пулăшу отраслĕсем пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Самана улшăннă май пирĕн те хамăрăн ĕçе çĕнетсех пыма тивет.

Çапах та, Радим Вячеславович палăртнă тăрăх, райпон нихăçан улшăнман пуянлăхсем те пур. Вĕсем - коллектива, пĕрлехи ĕçе чунпа парăннă çынсем. Организацири специалистсем пысăк квалификациллĕ, опытлă. Кунта ĕçлесе пĕлÿ, ăсталăх пухнă çынсем кирек ăçта та ăсталăхпа палăрнине асăнма кăмăллă. Вĕсем предпринимательлĕх каçалăкĕнче те çухалса каймаççĕ. Ку райпо кадрсен шкулĕ пулнине, унăн конкурент пултарулăхĕ çултан-çул ÿссе пынине витĕмлĕ кăтартса парать.

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени, аслисем çамрăксене вĕрентсе, çул кăтартса пыни çитĕнÿсем тума пулăшать. Хăйсен пурнăçне райпопа çыхăнтарса тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене кунта хисеплеççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Сăваплă çак йăла çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, райпо малашне вĕсемшĕн те тĕрев пулассине шантарать. Райпо правленийĕн председателĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Тимофеева ертсе пыракан ушкăн Çĕнтерÿ уявĕпе саламлама вăрçă ветеранĕсем патне килĕсене кайнă. Шел, вĕсен йышĕ паян пысăк мар: Октябрьскинчи райпона вун сакăр çул ертсе пынă Николай Михайлович Михайлов, бухгалтерта тата сутуçăра ĕçленĕ Гурий Михайлович Иванов, экономист пулнă Мария Давыдовна Румянова, райпо ветеранĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсем Любовь Ивановна Иванова тата Раиса Афанасьевна Трофимова.

- Кăçал пирĕншĕн чи пысăк çитĕнÿ - райпон 90 çулхи юбилейĕ,- палăртать Р.Почемов. - Вăл пире вăйлăрах ĕçлесе халăха кирлĕ таварпа, пулăшупа тата лайăхрах тивĕçтерме, хуçалăхăн пурлăх базине пуянлатса пыма хавхалантарать. Темиçе çул ĕнтĕ кашни лавккарах хуларинчен кая мар условисем тăвассишĕн ĕçлетпĕр, вĕри шыв, канализаци кĕртетпĕр. Паха оборудовани вырнаçтаратпăр, кондиционерсене хальхи йышшисемпе улăштаратпăр, çĕнĕ транспорт туянатпăр. Социаллă яваплă организаци пулнă май налуксене, коммуналлă тÿлевсене вăхăтра куçарса паратпăр. Конкурентлăха ÿстерме паянхи пурнăç ыйтăвĕсене шута илни пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна 11 лавккана тата аптекăсене пурне те /вĕсем улттă/ автоматизацилесе пĕрлехи сетьпе çыхăнтартăмăр.

Çĕнĕлĕхсем - куç умĕнче. Октябрьскинчи «Аниш» кафене тĕпрен юсаса хăтлăх кĕртнипе таврари ялсенче пурăнакансем те кăмăллă. Унта кĕрсе тухма меллĕ. Çывăхрах - автостанци, лавккасем, медицинăпа ветеринари аптекисем, Шĕнерпуç, Аксарин ялĕсем тата хула еннелле каймалли çулсен хĕресленĕвĕ. Кафене халăх йышлă çÿрет, туй, юбилей, ытти уяв ирттерме саккас паракан чылай.

- Хальхи вăхăтра Нишерпе Щамал ялĕсене газ кĕртес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, - тет Октябрьски газ участокĕн мастерĕ Валерий Перов. - Кăнтăрлахи апата «Аниш» кафене килетпĕр. Кунта пире питĕ килĕшет. Кафе хăтлă, илемлĕ, ĕçченĕсем тарават, апачĕ тутлă. Хăнасемпе пĕрле канма условисем çителĕклĕ. Ялта çакăн пек кафесем питĕ кирлĕ. Райпо ертÿçисене халăхшăн тăрăшнăшăн тав сăмахĕ калас килет.

Октябрьски райповĕ районти пĕтĕм мероприятие хутшăнать, Чăваш Енре ирттерекен чылай конкурс-фестивальте час-часах палăрать. Унăн общество апатланăвĕ енĕпе ĕçлекен тулли мар яваплă «Исмели» пĕрлĕхĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ республикăри «Мăнкун асамĕ» конкурсра çĕнтернĕ. Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр завочĕ республикăри экономика ăмăртăвĕнче 2013 çулхи кăтартусемпе çĕр çынран сахалрах ĕçлекен предприятисен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă, паллă, сумлă çĕнтерÿçĕсемпе пĕр рете тăма пултарнă.

- Райпо юбилейĕ унăн ĕçченĕсен кăна мар, район, республика çыннисен уявĕ те. Мĕншĕн тесен потребкоопераци халăхшăн ĕçлет, кулленех унăн ыйтăвĕсене тивĕçтерет, - тет Радим Вячеславович. - Çавна май юбилей ячĕпе пурне те чĕререн саламлатăп, ырă сывлăх, тулăх пурнăç сунатăп.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.