Олимп уявĕнче тепĕр хут савăнар

5 Нарăс, 2015

2014 çул пирĕн çĕршыва савăнăçлă уяв парнелерĕ, çулталăк каялла февралĕн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи Олимп вăййисем пуçланчĕç. Çак пулăма халалласа кăçалтан Раççейре хĕллехи спортăн кунне паллă тума шухăш тытнă. Чăваш Енре çĕнĕ уява епле хатĕрленеççĕ. Мĕнле мероприятисем иртĕç. Кун çинчен журналистсене пресс-конференцире каласа пачĕç.

ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков пĕлтернĕ тăрăх - февралĕн 7-8-мĕшĕсенче республикăра виçĕ пысăк мероприяти ирттерме палăртнă, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупу, конькипе чупакансен «Пирĕн шанăç» ăмăрту тата «Пĕтĕм Раççейри хĕллехи спортăн кунĕ» уяв. «Пĕр çĕршыв - пĕр команда!» чĕнÿпе иртнĕ Олимпиада пĕтĕм халăха пĕрлештерчĕ. Пурте пĕр пулса 17 кун спортсменсемшĕн «чирлерĕмĕр», вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хавхалантăмăр. Çак чаплă уяв халĕ те кашни çын асĕнче, ахăртнех, ку пулăм нихăçан та манăçа тухас çук», - терĕ Сергей Сильвестрович.

Çĕршыври чи массăллă спорт мероприятине - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва - кăçал икĕ кун йĕркелеме йышăннă, февралĕн 7-мĕшĕнче яшсемпе хĕрсем /1997 çулта çуралнисемпе çак ÿсĕмрен кĕçĕнреххисем/ тата арçынсемпе хĕрарăмсем /1996 çулта çуралнисемпе аслăраххисем/ А.Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче старта тухĕç. Вĕсем 5 тата 10 километрлă дистанцисенче тупăшĕç. Тепĕр кун, февралĕн 8-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ «Шупашкар, 500 çул» паркра массăллă чупу иртĕ. Унта предприяти-организаципе влаç органĕсен ведомствисен ертÿçисем, спорта юратакансем, ветерансем, ачасем хутшăнĕç. Шупашкар хула администрацийĕн спорт управленийĕн пуçлăхĕ Александр Малов каланă тăрăх - культурăпа кану паркĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, çавăнпа программăна улшăнусем кĕртме тивнĕ. Аса илтеретпĕр, парк территорийĕнче этнокомплекс тума пуçланă.

«Йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва республикăри районсемпе хуласенче, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче те хатĕрленеççĕ. Унта та чи вăйлă, чи çамрăк тата чи аслă йĕлтĕрçĕсене палăртĕç, вĕсене тĕрлĕ парнепе чыслĕç. Акă, тĕслĕхрен, Канаш хула администрацийĕ çĕнтерÿçĕсем валли чаплă парне ăсталанă - тĕрлесе илемлетнĕ çăматă. «Йăлана кĕнĕ тăрăх йĕлтĕрçĕсем Канашри культурăпа кану паркне тухĕç. Яланхи пекех унта хутшăнакансен йышĕ пысăк пуласса шанатăп. Чи пултаруллисене кашнинчех хăйнеевĕрлĕ парнесемпе чыслатпăр. Малтанхи çулсенче ăмăрту логотипне ÿкернĕ ялавпа, значокпа тата ытти япалапа наградăланă. Иртнĕ çул чĕре евĕр янтăланă икерчĕпе хăналарăмăр. Кăçал çăматăпа хавхалантарас тетпĕр», - пĕлтерчĕ спорт пайĕн ертÿçи Искандер Мингалеев /сăнÿкерчĕкре/.

Тепĕр пысăк ăмăрту вăл - конькипе чупакансен Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн шанăç» турнирĕ. Çак ăмăрту çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртет, унта вуншар спортсмен вăй виçет. Пирĕн республикăра вăл Çĕнĕ Шупашкарти А.Николаев ячĕллĕ стадионта вырăн тупнă. ЧР коньки спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Александр Никандров пĕлтернĕ тăрăх - февралĕн 7-мĕшĕнче старта 250 яхăн çын тухĕ, вĕсем ÿсĕмне кура 50 тата 100 метрлă дистанцисене парăнтарĕç. Положенипе килĕшÿллĕн 1-2, 3-5, 6-8, 9-11 классенче вĕренекенсем, 1989-1996 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем тата 27 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем уйрăммăн ăмăртĕç. «Чи пултаруллисемпе чи вăйлисем, районти тапхăрсенче çĕнтернĕскерсем хутшăнаççĕ. Çавăнпа тупăшусем питĕ хĕрÿ пулĕç», - пĕлтерчĕ Александр Валентинович. Конькипе ярăнма юратакансем те яланхи пекех пăр çине тухма пултарĕç, вĕсене унтах конькипе тивĕçтерĕç. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Алексей Соловьев та уява хатĕр пулнине çирĕплетрĕ.

«Пĕтĕм Раççейри хĕллехи спортăн кунĕ» спорт уявне вара пурне те хапăл туса кĕтсе илĕç. Савăнăçлă праçник февралĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта 16 сехетре пуçланать. «Уява спорт судйисемпе волонтерсене, Сочие çитсе курнисене, Олимп чемпионĕсене, Олимп çулăмĕн эстафетине хутшăннисене пухасшăн. Вĕсемпе пĕрле хĕллехи Олимпиадăн чи кăсăклă саманчĕсене тепĕр хут аса илесшĕн», - терĕ Сергей Шелтуков. Куракансене çамрăк фигуристсем, конькиçĕсем, хоккеистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Çавăн пекех паллă спортсменсемпе тренерсем ăсталăх сехечĕсем ирттерĕç. Хастаррисем тĕрлĕ вăййа хутшăнма, конкурссенче хăйсене тĕрĕслеме пултарĕç. Юлашкинчен пурин валли те пăр çинче дискотека иртĕ. Никамăн та çак уявсенчен юлас марччĕ. Спортпа туслă пуласчĕ!

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: