Олимпиадăн чăваш çăлтăрĕсем

«Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ Сочирен таврăнчĕ. Республикăри чи пултаруллă коллективсенчен пĕри Хĕллехи XXII Олимп вăййисен лапамĕсенче чăваш культурипе паллаштарнă. Тăван кĕвĕ-çемĕпе чăваш тренерĕсем те киленме пултарнă.

Гастроль пирки коллектив ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Лилия Прокопьева каласа кăтартрĕ,

- Хумхануллă çав самантра республика чысне хÿтĕлеме пире шаннăшăн чунран тав тăватпăр. Чĕрери туйăмсене сăмахпа палăртса çитерме çук. Олимп ялне килнĕ коллективсене асăнса тухма та вăхăт самай кирлĕ. Кам кăна пулмарĕ-ши унта. Мари, Тутарстан, Пушкăртстан, Удмурт, Якут, Чукотка, Вятка, Чĕмпĕр, Кубань... артисчĕсем.

Çанталăк та пире пулăшса пычĕ, кăнтăр хĕвелĕ чунсене ăшăтса тăчĕ. Ансамбль «Анастасия» пысăк теплоход çинче пурăнчĕ. Условисем питĕ лайăхчĕ, апла пулин çав тери ывăнаттăмăр. Кунне икĕ-виçĕ концерт кăтартаттăмăр. Сăмах май, пĕр концертра çĕр-шыври паллă «На-На» поп-ушкăнпа юнашар ĕçлеме тиврĕ. Олимпиадăна тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр, çĕнĕ тум çĕлеттертĕмĕр. Вăл чăваш халăх хăй евĕрлĕхĕпе палăрса тăрать. Çапла тума наци инструменчĕсем те пулăшрĕç. Пушă вăхăт питĕ сахал пулсан та Олимп паркĕнче уçăлса çÿреме май тупрăмăр, Хĕрлĕ уçланкăри канат çулĕпе ярăнса килентĕмĕр. Паллах, хамăрăн спортсменсемшĕн те «чирлесе» илтĕмĕр. Чи пĕлтерĕшли - Сочи Олимпиадин картти çинче Чăваш Енĕн «çулăмне» хăварни.


Мария МИТИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.