ОРВИ-пе грипп сарăлнăран

10 Нарăс, 2015

...Республикăри чылай ача садике е шкула çÿреймест. Асăннă чирсемпе Чăваш Енре пурăнакансем йышлăнрах январĕн юлашки кунĕсенче аптăрама тытăннă. Январĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 5-мĕшĕччен пирĕн тăрăхра грипп тата ОРВИ чирĕ 12304 çынна ернине çирĕплетнĕ. Маларахри эрнере тухтăрсем çакнашкал амак 7563 пациентăн пулнине палăртнă. Чирлекенсенчен ытларахăшĕ - 77,5 процент - 17 çула çитмен ачасем.

Асăннă чирĕн иртнĕ эрнери кăтартăвĕ нумай çулхи вăтам шайран 39,4 процент пысăкрах пулнă. Чир-чĕр вăйлă сарăлнине кура грипп тата ОРВИ симптомĕсене май пур таран маларах тупса палăртас тĕллевпе ача сачĕсенче тата шкулсенче ирхи сăнавсем йĕркеленĕ. Куллен шкула вĕренекенсем миçен пынине шута илеççĕ, пÿлĕмсенче дезинфекци ирттереççĕ. Ачасем нумайăн чирленине пула республикăри хăш-пĕр шкул е уйрăм классем карантина хупăннă. Çав шутра - Шупашкарти иккĕ, Çĕнĕ Шупашкарти - тăххăр.

Шупашкарти ача-пăчасен 3-мĕш больницинче чирлисене вырттарма хушма 30 койка вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле республикăра паянхи кун тĕлне стационар инфекци 14 уйрăмĕ ĕçлет, вĕсенче 261 çын вырнаçмалăх вырăн пур. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - сиплев учрежденийĕсенче вируспа кĕрешмелли препаратсем çителĕклĕ.

Анна КУПРИЯНОВА.

Рубрика: