Паха апат кaмaллать

28 Чÿк, 2014

Качака туянтăм. Йĕркеллех пăхатăп темелле, анчах хăш-пĕр чухне апат çиесшĕн мар, тиркет пулас. Мĕнле пăхмалла-ши ăна. Качакан ăшчик чирĕсем çинчен пĕлес килет.

Л.СЕМЕНОВА.

Елчĕк районĕ.

Качакана тĕрĕс пăхсан вăл питех чирлемест. Апла пулин те хуçан чирлĕ выльăха сыввинчен уйăрса илме пĕлмелле. Кирлĕ чухне сиплемелле.

Сывă качака апат лайăх çиет, йăрă. Чĕре таппи минутра 70-80 хут, 15-20 хут сывласа кăларать. #т температури 39-40 градус. Температурăна кутанаран виçеççĕ.

Выльăх инфекци чирĕпе аптранин симптомĕсем,

- Хăвăрт-хăвăрт сывлать, хăш чухне пÿлĕнет.

- Чĕре таппи минутра çĕре яхăн пулать, ÿт температури 41-42 градуса çити ÿсет.

- Хăлхисем тата урисем сивĕ.

- Апат çимест.

- Сĕт палăрмаллах чакать.

Çилĕ тăртанни ытларах пăранланă хыççăн пулать. Качака тăракан çĕрте çил вылясан, айсарăмĕ нÿрĕк, урайĕ сивĕ пулсан çилĕ шыçать. Çак вăхăтра качакана тимлĕх уйăрăр. Сĕт лайăх антарма пулăшакан апат пама юрамасть. Çилĕ тата хытăрах карăнать, тăртанать. Çемçе утă пани çителĕклĕ. Комбикорм, пахча çимĕç юрамасть. Сиплев вăхăтĕнче выльăх вар-хырăмне çемçетмешкĕн 100 грамм тип çу пама юрать. Çилĕн чирлĕ енне уксус хушнă тăм ирĕлчĕкĕ сĕрмелле /1 литр шыв пуçне 2 апат кашăкĕ 70: уксус хушмалла/. Çакăн хыççăн вĕтетнĕ пиçенрен /бодяк/ компресс тума юрать.

Выльăха чирлесен ветеринара кăтартма тăрăшăр. Тухтăр тĕрĕс диагноз лартĕ, кирлĕ пек сиплеме канаш парĕ.

Тепĕр чухне качакан вар-хырăмĕ пăсăлать. Хырăмлăха йÿçĕ газ пуçтарăнать. Кун пек чухне чĕрчун апат çимест, тарлать, хырăмлăхри апат ирĕлмест, пыршăлăхра куçмасть. Качакана салтак тÿми /ромашка/ шывĕ е йĕтĕн вăрри /25 грамм/, глаубер тăварне /15 грамм/ пани çăмăллăх кÿрет. Чĕрчун хырăмне ăшă тытни те пулăшать /кивĕ çăм тутăрпа, ăшă грелкăпа çыхма юрать/.

Килте тăнă вăхăтра качака кÿпĕнмест. Çулла уйра çÿренĕ чухне хырăмлăхра вăйлă йÿçекен сĕтеклĕ курăк ытлашши çисен аптăрама пултарать.

Качака хырăмлăх, пыршă чирĕсемпе /гастроэнтерит/ аптрани тĕл пулать. Ку чирĕн сăлтавĕ выльăха пахалăхсăр апат çитерни. Кăвакарнă кĕрпе-çăнăх, утă, çĕрĕк кăшман е çĕрулми. Чĕрчун апат япăх çиет, йывăррăн кавлет. Хырăмне /уйрăмах сылтăм енчи лупашка тĕлне/ пуссан канăçсăрланать. Качакан вар-хырăмĕ е хытса ларать, е чĕкĕрепе аптăрать. Чĕкĕре питĕ шăршлă, хăш-пĕр чухне кăштах юнлă та пулма пултарать.

Сиплеве диета çинче никĕслемелле. Малтанах чĕрчун ăшчикне тасатма вар-хырăма çемçетекен эмел памалла /40-80 грамм глаубер тăварĕн 8 процентлă шĕвекне/. Унтан ăшчике дезинфекцилекен эмел - салол. Ăна 2-8 грамм илмелле, салтак тÿми шывĕпе хутăштарса памалла. Çакăн хыççăн - вар-хырăм ĕçне лайăхлатакан эмел. Çирĕк вăрри, юман хуппи шывĕ вĕретсе парсан аван.

Ас тăвăр. Выльăх ытларах апат пахалăхĕ япăх пулсассăн чирлет. Качака таса апата кăмăллать, пахалăхсăр апата тиркет. Ку выльăха чирлесрен упранма пулăшать те. Качака путекĕсене те шăнасран, йÿçĕ е таса мар сĕт парасран асăрханăр. Сывă, çирĕп выльăх лайăх çитĕнет, сĕт те тулăх парать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.