Пăхаттирсем тĕнче шайне тухаççĕ

1 Чÿк, 2018

Вăтăр пилĕк çул каяллахи кĕркунне кире пуканĕ йăтассипе Липецк облаçĕнче иртнĕ Раççей чемпионатĕнче пирĕн республикăн туслă команди çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăн йышăннă. Командăпа çĕршыв чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ атлетсем Шупашкара таврăннă кунхине «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕпе Д.Ф.Семеновпа тĕл пулнă.

«Чăвашсем йышлă пурăнакан çĕршыври чылай регионта кире пуканĕ йăтасси пысăк хисепре. Çакна шута илсе эпир чăвашсен тĕп хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тимĕр вăййине юратакансен турнирне йĕркелеме сĕнетĕп», — тенĕ республикăри пĕрлештернĕ командин капитанĕ, Раççей чемпионĕ тата рекордсменĕ Альфред Пимулин.
Нумаях та вăхăт иртмен, Альфред Александровичăн сĕнĕвне «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн ре-дакцийĕнче кăна мар, вăл вăхăтри Пĕтĕм Раççейри «Урожай» физкультурăпа спорт обществин ка-нашĕнче тата Чăваш АССР физкультурăпа спорт комитечĕн коллегин ларăвĕнче те ырланă. Çапла майпа Чăваш Енре çĕршыври çĕнĕ турнирăн историйĕ пуçланнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Шупашкарпа Улатăр хулисенче тата Вăрнарпа Кÿкеç поселокĕнче ирттернĕ тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвĕсенче пирĕн республикăри атлетсемсĕр пуçне Мари Эл, Мордва, Тутарстан республикисенчи тата Ульяновск облаçĕнчи 100-е яхăн çитĕннĕ арçынсемпе 18 çултан кĕçĕнрех яшсем вăй виçнĕ. Темиçе çултан Пĕтĕм Раççейри турнира Çурçĕр Кавказ, Уралпа Çĕпĕр регионĕсенчи тата Санкт-Петербург хулинчи атлетсем хутшăнма пуçланă. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа Чăваш Енре ирттерекен ăмăртусенче хĕрарăмсем те тупăшма тытăннă. Помост çине 150 ытла атлет тухни те пулнă.
Чĕрĕк ĕмĕр ытларах каялла пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтассипе çирĕм спорт мастерĕ пурăннă. 1992 çулта «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн турнир ирттерме пуçланă хыççăн чи вăйлă чăваш пăхаттирĕсем — Борис Глинкин, Сергей Кириллов, Джанита Щербина-Павлова, Алексей Иванов тата ыттисем Раççей, Европа чемпионачĕсенче, пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче çĕнтерсе тĕнче класлă спорт мастерĕсем пулса тăчĕç.
Чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн 35- мĕш турнир Шупашкарти чи чаплă спорт çурчĕсенчен пĕринче — виçĕм çул уçăлнă маунтинбайк центрĕнче — ыран уçăлать. Ăмăртăвăн тĕп йĕркелÿçи, кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи юбилейлă турнира 20-е яхăн регионти ик çĕре яхăн атлет хутшăнмалла. Санкт-Петербургран, Киров, Пенза облаçĕсенчен тата Уралпа Çĕпĕр регионĕсенчен спортсменсен чи вăйлă ушкăнĕсем килмелле.

www.hypar.ru

Владислав СИДОРОВ.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.