«Палăк лартнă хыççăн тин чĕре лăпланчĕ»

21 Чÿк, 2019

Муркаш районĕнчи Илпешре пурăнакан 15-ри Даниилпа 13-ри Даша амăшĕн ăшшисĕрех ÿсеççĕ. Вĕсене асламăшĕ Валентина Захарова çитĕнтерет. 39-ти ывăлĕ Женя халĕ команди-ровкăра — Чечняра.

Чире çĕнтереймен

«Ачасене пĕрре те хурламастăп. Шкулта шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренместчĕç пулин те килти хуçалăхра вĕсем туман ĕç пулман. Женя — асли. Вăл тăхăр çул тултарсан ашшĕ пурнăçран уйрăлчĕ. Виçĕ ачапа пĕччен тăрса юлтăм. 7-ри Çерушпа 3-ри Лена та мана куçран пăхатчĕç. Çурма тăлăхсене чун каниччен ачашласа ÿстереймерĕм. Яланах ĕç малти вырăнта пулнă, совхозра вăй хунă. Ирпе тăрса ĕçе пикеннĕ, çĕрлесĕр те çывăрма выртман. Шăпах çĕнĕ пÿрт çĕклеме пуçланăччĕ. Ачасене те йывăр ĕç нумай тиенчĕ. Ялта шыв çукчĕ, выльăх-чĕрлĕхе ĕçтерме те кирлĕ-çке. Урамра хĕлле-и, çулла-и — ачасем кÿршĕ яла Йÿçкассине васкарĕç. Женьăпа Çеруш иккĕшех шыв турттарчĕç», — аса илчĕ Валентина Михайловна. 29-ти хĕрарăма пиччĕшĕ чылай пулăшнă. Арçын аллисĕр пÿрт çĕклеймĕн-çке.
Женя ачаранах милиционер пулма ĕмĕтленнĕ. Тĕслĕхĕ те куç умĕнчех — йыснăшĕ çар званийĕпе çÿренĕ. Çеруш вара пĕчĕкрен турпасран хÿшĕ тунă, строитель пуласшăн тăрăшнă. Арçын ачасен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Валентина Михайловна ывăлĕсен çулне пÿлмен. Асли аттестат илсен водителе вĕреннĕ. Унтан Женьăн салтака каймашкăн ят тухнă. Йĕрке хуралçин ретне тăрас кăмăллăскер пĕрре те иккĕленмен — повестка илсенех военкомата çул тытнă. Ставрополь крайĕнче икĕ çул службăра тăр-сан Женя хĕсметре контракт мелĕпе юлнă. Ывăлĕ Чечняна каясса пĕлсен Валентина Михайловна кулянса ÿкнĕ. «Аннеçĕм, Турă çырнинчен иртеймĕн. Инкекĕ килте те пулĕ, чĕрĕ-сывах таврăнăп», — тенĕ вăл. Женя пилĕк çуллăха командировкăна кайнă.
Чăваш Республикинчи 3997-мĕш çар чаçĕнче ĕçлекен Женя Шупашкар районĕнчи Ваçликасси хĕрне Наташăна килĕштернĕ. Йăваш пике пулас хунямăшĕн кăмăлне кайнă. Валентина Михайловна кинне хăйĕн хĕрĕ пекех йышăннă. Наташа ĕçе тиркемен: кил-çуртра тирпейленĕ, тĕпелте те аппаланнă. Амăшĕ ывăлĕ ырă та сăпайлă арăм тупнăшăн хĕпĕртесе тăранайман. Çамрăк çемье Шупашкарта тĕпленнĕ. Женя чылай вăхăт командировкăра пулнă самантра чуна уçса калаçмашкăн çын пулнă. Ывăлĕпе кинĕ Валентина Михайловнăна савăнтарсах тăнă. Çамрăк çемье часах йыш хушнă: Даниил çуралнă. Икĕ çултанах Даша çут тĕнчене килнĕ. Пурнăçпа савăнса пурăнмалла çеç пек, анчах Наташа чирлесе ÿкнĕ. Йывăр та хăрушă чир çамрăк амăшне ураран ÿкернĕ. Малтанах вăл Шупашкарти ва-скавлă медицина пулăшăвĕн больницинче выртнă. Хăйне лайăхрах туйма пуçласан унтан тухнă, анчах нумайлăха мар. Наташа республикăри онкологи диспансерĕнче выртнине пĕлсен Валентина Михайловна веçех ăнланнă. Çамрăк хĕрарăм ракпа чирленине уяр кун аçа çапнă евĕрех йышăннă. Тăванĕсем 5-ри тата 3-ри ачасен амăшĕ сывалтăр тесе кĕлĕ тунă. Наташа хăй те ура çине тăрса ывăлĕпе хĕрне упăшкипе пĕрле ÿстерме ĕмĕтленнĕ. Хими терапийĕн курсĕ витĕр тухнăскерĕн çÿçĕ юлман. Шанчăк нихăçан та сÿнмен, пурте Наташа хăрушă чире çĕнтерессе ĕненнĕ. Анализсем лайăхланнă, хĕрарăма кăларма хатĕрленнĕ. Тăванĕсем тинех хаш! сывланă. Пĕр ирхине Женя амăшĕ патне шăнкăравланă та арăмĕ вилнине пĕлтернĕ. Захаровсен çемйишĕн акан 29-мĕшĕ хура кун пулса тăнă.

Каппайчăксемпе явăçасран

Арăмне тăпрапа хупласан ачасене кукашшĕпе кукамăшĕ илсе юласшăн пулнă. «Хамран хăвармастăп», — çирĕп шухăшне палăртнă ашшĕ. Арçынна кÿршисемпе йăмăкĕ пулăшнă. Валентина Михайловна хистенипех мăнукĕсене яла пурăнма илсе килнĕ. Асламăшне вĕсемпе лăпкă. Иккĕшĕ те Йÿçкассинчи вăтам шкулта пĕлÿ пухаççĕ. Валентина Михайловна чĕркуççине операци тусан мăнукĕсем хуçалăхри ĕçсене тунă. Женя çаплах командировкăсене çÿрет. Хальхи контракт — виçĕ çуллăха. Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче арçын отпуска килнĕ. Женя ывăлĕпе хĕрне çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче шкула ăсатас тесе ятарласа çитнĕ. Çурма тăлăх ÿсекен ачасен справка тăратсан тÿлевсĕр апатланма май пур. Анчах Женя кунашкал çăмăллăхпа усă курасшăн мар. Ачасем хăйсене ыттисенчен катăк ан туйччăр тет. Хăй те пĕчĕк чухне тÿлевсĕр апатланнăшăн тантăшĕсене куçран пăхма вăтаннă. Çавăншăнах ывăлĕсем шкулта выçă çÿренине амăшĕ нумаях пулмасть кăна пĕлнĕ.
Даниилпа Даша амăшне астăваççĕ. Хулари хваттере çитсен тÿрех сăн ÿкерчĕксен альбомне алла тытаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.