Палăк пулса таврăнĕ

18 Авăн, 2015

ЧНК президиумĕн черетлĕ ларăвĕнче Геннадий Волков ăсчахăн палăкне Беларуç çĕршывĕнчен илсе килсе вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухнă. Палăка туса çитерме тепĕр 200 пин тенкĕ кирлĕ. Николай Угаслов президент хăй шутĕнчен 100 пин тенкĕ парассине пĕлтернĕ. Ыттисем те укçа тĕлĕшпе пулăшма шантарнă. Палăка хатĕрлесе çитерме Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çирĕп ыйту тăратнă.

Президиум ларăвĕсенче çавăн пекех чăваш чĕлхин орфографи правили çинчен çырнă уçă çырăва, ноябрь уйăхĕнче пĕтĕм Раççейри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен форумне ирттерессине пăхса тухнă. Йĕркелÿ ушкăнне туса хунă. Унта ЧНК хастарĕсемсĕр пуçне ЧР вĕренÿ министерствин ĕçченĕсене те кĕртме йышăннă.

Рубрика: