ПАН УЛМИ УКСУСНЕ ТĔТТĔМРЕ УПРАÇÇĔ

18 Авăн, 2014

Кăçал чылай тăрăхра пан улми çав тери ăнса пулнă. Пахчаçăсем улмуççисем турачĕсене аран йăтса ларни пирки пĕлтереççĕ. Çак ырлăхпа туллин усă курса юлма тăрăшмалла. Сывлăхшăн питĕ паха уксус хатĕрлесен аван.

Килти меслет

Килте уксус хатĕрлеме лайăх пиçсе çитнĕ е тăкăннă пан улмине çумалла, питĕ вĕтĕ вакламалла. Эмальленĕ кастрюле хумалла. Пан улми пылак пулсан - 1 килограмм çимĕç пуçне 50 грамм сахăр, йÿçĕ пулсан 1 килограмм çимĕç пуçне 100 грамм сахăр хушмалла. 70 градус таран вĕрилентернĕ шыв пан улмине 4 сантиметр хупламалăх ямалла.

Кастрюле ăшă, анчах хĕвел лекмен вырăна лартмалла. Лайăх йÿçтĕр тата пан улмин çÿлти сийĕ ан типтĕр тесе ăна кунне 2 хут пăтратмалла.

2 эрнерен уксуса икĕ-виçĕ сий марля витĕр асăрханса сăрăхтармалла, кĕленче банкăсене малалла йÿçме ямалла. Савăтсене ăна хĕрринченех тултармалла мар, анине çитиччен 5-7 сантиметр хăвармалла, унсăрăн йÿçнĕ май тăкăнма пултарать.

Уксуса тата 2 эрне лартмалла, ун хыççăн вăл усă курма хатĕр. Шĕвеке пăтранасран асăрханса ятарласа хатĕрленĕ кĕленчесене куçармалла. Тĕпне ларни банкăрах юлтăр. Уксуслă кĕленчесене çăтă пăкăламалла, сывлăш кĕресрен парафин сĕрме те юрать. Упрама пÿлĕмри тĕттĕм вырăна лартмалла.

 

Сиплев

Ыйхă вĕçсен. Кашни кун çывăрма выртас умĕн 2-3 чей кашăкĕ пан улми уксусĕпе пыл хутăшне /3 пай уксус - 1 пай пыл/ ĕçмелле.

Сыпăсем ыратсан. Кунне 3 хут 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ пан улми уксусĕ ярса ĕçмелле. Сывлăх лайăхлансан кунне 1 стакан ĕçсен те çитет. Юрасан 1-1,5 чей кашăкĕ çутă пыл хушăр. Курс - 1-2 уйăх.

Артрита пула ыратнинчен кашни кун 2 чей кашăкĕ пан улми уксусне 2 чей кашăкĕ томат сĕткенĕпе хутăштарса ĕçме сĕнеççĕ.

Çĕрлене хирĕç ыратакан сыпă çине çакăн пек пашалу хумалла. Пĕр виçепе илнĕ ыраш çăнăхне, сахăр пудрине тата пыла хутăштармалла. Марльăпа чĕркесе ыратакан тĕле хумалла, бинтпа çирĕплетмелле. Ирхине илмелле те сыппа пан улми уксусĕпе сăтăрмалла.

Венăсем варикозла сарăлсан. Кашни каç çывăрма выртас умĕн пан улми уксусĕпе сарăлнă венăсене сăтăрмалла. Çав вăхăтрах сывлăх лайăхланиччен кунне 2 хут 1 стакан ăшă шыва 1 чей кашăкĕ пан улми уксусĕ ярса ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.