Пархатарăм çакă пултăр

28 Раштав, 2015
Нимле те мар çанталăк пуличчен
Мĕнле çанталăк пулнă халиччен
Çавăн пекех хивре вăл тăтăр-и,
Çавăн пекех хитре вăл тăтăр-и, –
 
Мехел çитсе чĕлхеçĕм çитиччен
Юрлас юррăмсенче вăл юлтăр-и.

Çапла çырнăччĕ эпĕ Ленид Яковлевич Тянгова парнеленĕ хамăн кĕнекемре. Чăнах та, икĕ ĕмĕр хушшинче, саманисем улшăннă вăхăтра, пурăнса куртăмăр. Вăрçă тата вăрçă хыççăнхи выççăварлă вăхăта чăтса ирттертĕмĕр. Паллах, хитре кунсем те пулман мар пирĕн пурнăçра. Ан тив хивре пултăр самани, çил-тăвăллă, йĕпе-сапаллă пултăр çанталăкĕ, анчах пурнас кунсем васкаса ан сÿнччĕр. Кам маларах, кам каярах каять çак тĕнчерен, çапах ăна хăварасах пулать. Ыр çынсен асĕнче ырă ятпах юласчĕ тесе çех шухăшлатăн. Пархатарăмăр çавă пултăр.

Леонид Яковлевича пĕлмен çын та çукчĕ пулĕ. Эпĕ унпа коопераци институтĕнче куçа-куçăн паллашнăччĕ. Вăл - проректор, эпĕ - кафедра пуçлăхĕ. Сăпайлă та çынна хисеплесе калаçакан çын. Сăнÿкерчĕк çаптартăмăр. Эпир пĕр-пĕрне тахçанах пĕлнĕ иккен. Леонид Яковлевич ун чухне обком секретарĕ, эпĕ ирĕклĕ çыравçă пулнă. "Молодой коммунист" хаçатра пичетленнĕ "Метель" ятлă сăвва пăхмасăр каласа пачĕ. Чăвашларан ăна А. Смолин питĕ ăнăçлă куçарнăччĕ. "Чăвашла еплерех янăрать-ха", - терĕ вăл мана куçран пăхса. Эпĕ хамăн сăвăсене пуçласа вĕçне çитичченех пĕлместĕп. Çак намăсран мана хăй хăтарчĕ - тÿрех чăвашла калама пуçларĕ:

Арпашать çут тĕнче: умăмра те тăшман,
Те çăлма тухакан хурăнташ-хунтăш ман…
Саккăрла явăнса çаврăнать çил-тăман,
Вăй та çук, май та çук ăна хирĕç тăма.
 
Урам урлă йĕркен выртса тухнă кĕртсем –
Картишне кĕреймен вилнĕ шурă хурсем.
… Тен, çапла ир енне майĕпен вăй пĕтсен,
Ÿкĕп те нихăçан та тăраймăп, туссем.
 
Саккăрла явăнса çаврăнан самана
Унчченхи çул çине кăларать-ши мана?
Шурă-шурă кĕртсем, вилнĕ шурă хурсем –
Сăввăма кĕреймен шурă шухăшăмсем…

 

Поэзи техĕмне чухлакан çын иккен, - шухăшларăм эпĕ, - апла хăй те сăвăсем çырнах ĕнтĕ. Тен, тĕнче тĕрĕсмарлăхне те чăтса курнă? Ахальтен мар аса илсе юлнă вăл çак сăвва.

Нумай çул хушши пĕрле ĕçлерĕмĕр Леонид Яковлевичпа, пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитрĕмĕр. Таса чунлă та ăслă çынпа калаçма та кăмăллăччĕ.

Студентсем ăна чăннипех те хисеплетчĕç. Каярахпа мана, кафедра пуçлăхĕ пулнă май, хутран-ситрен унăн лекцисене итлеме лекетчĕ. Анлă тавракурăмлăччĕ вăл, кăткăс ыйтусене ансат чĕлхепе ăнлантарса паратчĕ. Уйрăмах социологипе политологи ыйтăвĕсене хальхи саманапа çыхăнтарса каласа пани кăмăла каятчĕ. Студентсен зачеткисенче "виççĕ" паллă курнине астумастăп. Çирĕп ыйтнă, анчах пĕлÿ виçине те шеллемен. "Виççĕпе" "тăваттă" хушшинче иккĕленетĕн пулсан, "тăваттă" лартмалла, - тетчĕ Леонид Яковлевич.

Раççейри коопераци университечĕ тытăмĕнче пирĕн институт чи асли те, чи пысăкки. Эпĕ астăвасса, мана шанса панă факультетра кăна виçĕ пин çурă ытла студент веренетчĕ. Эпир "Студенческий вестник" хаçат пуçласа яраканнисем пултăмăр. Эпĕ - тĕп редактор, Леонид Тянговпа Василий Кервен доцентсем - ман заместительсем. Хаçачĕ пысăках мар пулсан та ĕçĕ яваплă та нумайччĕ. Кĕнеке калăплассин, журнал хатĕрлессин, хаçат пуçтарассин - хăйсен йĕрки-виçи. Пытармасăр каласан, Леонид Яковлевич чăн-чăн хаçатçă пек пур ĕçне те пĕлетчĕ, макетĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех тирпейлесе çитеретчĕ. Студентсем те, преподавательсем те каçса кайса вулатчĕç ăна. Вуламасăр! - пĕрер-пĕрер лаптăкрах, пысăках мар фотоÿкерчĕксенче институт пурнăçĕ курăнса тăратчĕ.

Леонид Яковлевичăн юлташĕсем нумайччĕ. Ку вăл унччен пысăк вырăнта ĕçленинчен çеç килмен. Çынни хăй çавăн пек уçă кăмăллă пулнинчен килнĕ ĕнтĕ вăл. Уяв ячĕпе е çуралнă кун ячĕпе шăнкăравласа та пулсан саламлатчĕ. Юлташĕсене пулăшасси, çынна ырă тăвасси унăн чун сипечĕ пулнă. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Пĕр çулхине эпĕ "Тăватйĕркен" кĕнеке кăларнăччĕ. "Ку кĕнеке Патшалăх премине тивĕçлĕ", - терĕ вăл ăна вуласа тухсан. Кăмăл çĕкленнĕ вăхăтра - килĕшрĕм. Тепĕр кунне ирхине шăнкăрав сасси вăратрĕ мана. Кам ирхине ирех шăнкăравлать тетĕп, ĕнерхи калаçăва манса кайнă ĕнтĕ эпĕ. Документсем памалли çав-çав числара срукĕ тухать иккен. Кун хыççăн кун иртет. Эпĕ вара кашни ирхине сăмах паратăп. Йăли ман çавăн пек - ĕçе юлашки куна хăварасси. Леонид Яковлевичран аван мар тесех документсене хатĕрлеме пуçларăм. Пурте хатĕр ĕнтĕ, вĕсене кирлĕ çĕре çитермелли çеç юлнă, ырана хăварсан - кая юлатăп. "Ман Советсен çурчĕ еннелле каймалли пур, атя çул май кайса парар", - терĕ вăл мана шахвăртса. Преми пама йышăннине пĕлсен эпĕ савăн- тăм-ши е Леонид Яковлевич манран ытларах савăнчĕ-ши?..

Пурнан пурнăç инкек-синкексĕр, çухатусăр пулмасть. Пурăннă пулсан пирĕн тусăмăр кăçал 75 çул тултаратчĕ. Мĕнпе, мĕнле ырă сăмахпа асăнам сумлă юлташăма. Лидия Федоровна пире мăшăрăмпа иксĕмĕре килсе курма чĕнчĕ. Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕнче халь пĕчченех пурăнать. Юрать-ха чун йăпатмăш хĕрĕсем, мăнукĕсем Мускавран, Санкт-Петербургран тăтăшах килсе çÿреççĕ. Пĕр пÿлĕмĕнче мăшăрĕн сăнÿкерчĕкĕсем, авторĕсем парнеленĕ кĕнекисене уйăрса хунă. Ю. Айдаш "Атнер" кĕнеки çине 1999 çулта çапла çырса хуни пур: "Ентешĕме, тăван халăх пĕрлĕхĕшĕн, чысĕшĕн кунсерен ырми-канми тăрăшакан хисеплĕ çынна, ырă кăмăллă тусăма ăнăçу та çирĕп сывлăх сунса, чунтан сума суса". Айдаш сăмах ваклама юратман, ăна çил çине вĕçтерекен çын марччĕ. Ун сăмахĕпе чăннипех те килĕшмелле.

Ирĕксĕрех пĕр паллă юлташăн шăпи аса килчĕ. Вăл вилсен тепĕр çур çултан вăл пурăннă хваттере кĕрсе тухма тĕл килнĕччĕ. Пурте пур, унчченхи пекех таса та çутă пÿлĕмсем. Юлташăн сăнÿкерчĕкĕ анчах çук, шкап тулли кĕнекесемччĕ, халь кĕнекисем те çук, шкапĕ те çук. Элле эп вилсен те ман япаласене çапла кăларса пăрахĕç - шутларăм эпĕ. Лидия Федоровна вара мăшăрне асран кăлармасть. Пурте вырăнта, тирпейлĕ. Акă ун япалисем, кĕнекисем, çуллă сăрăпа ÿкернĕ сăнÿкерчĕкĕсем. Пĕр тĕрке çыру илсе килсе пачĕ. Вĕсене Леонид Яковлевич çамрăк чух çырнă. Кашни çыру вĕçĕнче е вырăсла, е чăвашла шăрçа пек почеркпа йĕркеленĕ сăвă. "Каç выртсан та, ир тăрсан та асăмран тухмасть савнă мăшăрăм. Çемье çынниччĕ вăл, лăпкă, сăпайлă, тирпейлĕ, пурин умĕнче те хăйне тытма пĕлетчĕ. Нихăçан та ĕçсĕр ларман. Каçхине çурçĕрччен ларатчĕ, ирхине паян мĕн-мĕн тумаллине планласа хуратчĕ. Пĕр-икĕ çул маларах Иванькинăра çурт лартнăччĕ - савăнса юлаймарĕ", - каласа парать Лидия Федоровна. Тÿсейменнипе куççулĕ пăчăртанса тухрĕ, юлташăм ятне-сумне упранăшăн алă тытса тав турăм.

Хăйĕн вăхăтне, чун хавалне поэзие панă пулсан, Леонид Яковлевичран лайăх сăвăç пулатчĕ. Ахальтен мар вăл литературăпа искусство çыннисене шутсăр хисеплетчĕ.

 

Николай Исмуков,

философи ăслăлăхĕн докторĕ, профессор

 

 

Леонид ТЯНГОВ

ВĂРНАР ЕНĔН ĔÇЧЕН ÇЫННИСЕМ

Вăрман çийĕн хĕвел хăпарать ярăнса,
Уйсене, хирсене çутатса.
Кар тăрса йышăнаççĕ каçалăк
Вăрнар енĕн маттур çыннисем.
 
Вăрнар енĕм,
Тăван Вăрнар ен,
Сарлака санăн ик çунату.
Хастарлан, Вăрнар ен,
Паттăрлан, Вăрнар ен,
Утнăçем хутшăнать хăвату.
 
Ăмăртса çĕкленеççĕ патвар юмансем,
Пыл сапаççĕ хитре çăкасем.
Çакăнта пурăнаççĕ тăванлăн
Вăрнар енĕн ĕçчен çыннисем.
 
Юрăсем янрасан ытарми садсенче
Юрă пек туйăнать çут тĕнче.
Уявра шăпчăксем пек юрлаççĕ
Вăрнар енĕн хавас çыннисем.

 

***

Çутçанталăк канать. Халь хĕлле…
Пĕтĕмпех шур чаршав, шур чаршав.
Сан пата ман иртсе тĕпеле
Калаçасчĕ чарсах.
 
Юратмастăн пулсассăн, кала,
Вăхăта ан кĕттер, ан тăстар.
Пурнăçра эп пăхман çăмăла,
Халь пушшех шырама кирлĕ мар.
 
Юрату çуралнишĕн хĕлле
Айăплатăн-и, тусăм, мана.
Куçусем сан пĕрех вут-хĕмле
Çунтарать, çунтарать ман чуна.
 
Каç каллех ыйхăра. Халь хĕлле.
Таврара шур чаршав, шур чаршав.
Юратсассăн - юрат вут-хĕмле, –
Ан чарайтăр сивви те шăв-шав.
21.12.1964 ç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.