«Патварта» вăй виçрĕç паттăрсем

9 Раштав, 2014

«Хыпар» хаçат парнисемшĕн - 31-мĕш хут

Раштавăн 6-7-мĕшĕсенче "Хыпар" хаçат тимĕр вăййипе туслисене Пĕтĕм Раççейри XXXI турнира йыхравларĕ. Ку хутĕнче ăмăрту Йĕпреçри "Патвар" физкультурăпа спорт керменĕнче иртрĕ.

Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спортсменсемпе тренерсене ЧР ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Йĕпреç район пуçлăхĕ Александр Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов тата сумлă ăмăртăвăн тĕп судйи Борис Глинкин саламларĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тимĕр вăййи хальхи вăхăтра та вăйлисемпе хăюллисене илĕртнишĕн хĕпĕртерĕ. "Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан тата спортпа туслă çыннăн сывлăхĕ ялан çирĕп, вăл нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Тимĕр вăййипе кăсăкланакан вара илемлĕ, вăйлă, ĕçре хастар, вĕренÿре тăрăшуллă. Кире пуканĕн спорчĕпе чылай çын интересленет: вĕсен йышĕнче эпир арçынсене кăна мар, хÿхĕм пикесемпе маттур хĕрарăмсене, пултаруллă яшсемпе сумлă ветерансене куратпăр", - терĕ Юрий Алексеевич турнирсенче пĕрре мар мала тухнă спортсменсене - Елчĕк каччине Александр Павлова, Йĕпреç пикине Марина Федоровăна тата Юрий Карпова - "2014 çулхи чи лайăх спортсмен" дипломсемпе чысланă май.

"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай та спорт уявĕпе хавхаланнине палăртрĕ. "Чăваш халăхĕн паттăр арĕсем авалтан кире пуканĕн спорчĕпе туслă. Паян та вĕсем пирĕн халăх ят-сумне çÿле çĕклеççĕ: маттур спортсменсем республика чысне тĕнче, Европа, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртура тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ. Малашне те хастарлă та хыт утăмлă пулăр, кунçул уттинчен ан юлăр!" - терĕ Валерий Владимирович спортсменсене ăнăçу сунса. ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков "Хыпар" хаçат тухма пуçланăранпах сывă пурнăç йĕркине сарас тата физкультурăпа спорт аталанăвне çутатас енĕпе тăрăшнине, кашни кăларăмра тĕрлĕ ăмăртура палăрнă спортсменсемпе вĕсен пултаруллă вĕрентекенĕсем çинчен çырнине каларĕ. Район ертÿçисем турнир Йĕпреç тăрăхĕнче иртнишĕн савăннине, паянхи ăмăрту та çĕнĕ çитĕнÿсемпе тата паттăр чемпионсемпе палăрса юлассине пĕлтерчĕç.

Ăмăртăва çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен 150 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Елчĕк, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Улатăр, Йĕпреç, Вăрнар, Куславкка, Çĕрпÿ, Тăвай тăрăхĕнчи паттăрсемпе вăй виçме помост çине Тутар, Мордва тата Мари республикисенчен килнĕ чи вăйлă атлетсем тухрĕç. Турнирăн пĕрремĕш кунĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем, яшсемпе арçынсем тупăшрĕç, тепĕр кун ветерансем ăмăртрĕç тата командăсен эстафети иртрĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем хăпарчĕç, Елчĕкпе Улатăр пăхаттирĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Тĕплĕнрех - çитес кăларăмра.

А.МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.