Пĕччен хĕрарăм 4 ача çуратма, çурт хăпартма хăраман

Канаш районĕнчи Энтрияльте виçĕм çул çÿллĕ те капмар çурт çĕкленсе ларнă. Унта Анжела Мефодьева амăшĕпе Светлана Георгиевнăпа тата тăватă ачипе пурăнать. «Пирĕн кил хуçи çеç çук, ытти веçех пур», — терĕç хĕрарăмсем.

Тăваншăн тăван кермен хывнă

9-мĕш класран вĕренсе тухсан Анжела Канашри колледжа вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ çеç — аслă ывăлĕ Илюш çуралнă. Çамрăк амăшĕ çемье çавăрма васкаман. Ачан ашшĕ эрех-сăра тăтăш сыпкалани сисчĕвлентернĕ. «Çемье пуласлăхĕ пирки шухăшламан арçынпа хут уйăрттариччен пĕччен пурăнăп терĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ Анжела. Пĕчĕк пепкеллĕскер арçынран пулăшу кĕтмен — тăван яла таврăннă. Амăшĕ хĕрне йывăрлăхра пăрахман, мăнукне ÿстерме пулăшнă. Илюш аталанса вăй илнĕ çеç — Катюша кун çути курнă. Ывăлпа хĕре пĕчченех ура çине тăратасси Анжелăна хăратман. Хĕрарăм вĕсен пуласлăхĕшĕн талпăнма шут тытнă, Энтрияль вăтам шкулне тирпейлÿçе ĕçлеме вырнаçнă. 5 çул каялла Аня çуралсан Анжелăна ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем чĕнсе илнĕ. Нумай ачаллă амăшне документсем пухма, ялта ĕçлесе пурăнакансен «Пурăнмалли çурт-йĕр» патшалăх программине хутшăнма сĕннĕ.
Канаш районĕн администрацийĕ, вырăнти специалистсем пулăшнипе кирлĕ хутсене пухнă Анжела. Черетре нумай тăман — 2018 çулта 590 пин тенкĕлĕх сертификат илнĕ. Унсăр пуçне унăн Амăшĕн капиталĕн, республикăри амăшĕн капиталĕн сертификачĕсем пулнă. Çавсемпе усă курса, тăвансем пулăшнипе самаях пысăк çурт çĕклесе лартнă Анжела.
Пысăк ĕçе пуçăниччен çĕр-çĕр ыйту тухса тăнă çамрăк хĕрарăм умĕнче: пултарайăп-ши? Çурта ăçта тата мĕнрен çĕклемелле? Нухрат çитĕ-ши?.. Пушă çĕр лаптăкĕ юнашарах пулнă. Документсене йĕркелесе çитернĕ хыççăн унта никĕс чавнă. Пÿрте çĕнĕ йышши материалтан тума шут тытнă. Силикатлă блоксемпе усă курса стенасене хăвăртах çĕкленĕ. Вĕсем ăшă лайăх тытаççĕ иккен. Ĕçе пуçăннă çеç — эрнерен пÿрт кăшкарне çĕкленĕ те. Строительство енĕпе ĕçлекен тăванĕсем виçĕ ача амăшне пысăк пулăшу кÿнĕ. Чÿречесене Мускавран илсе килсе лартнă. Пÿрте тăрăласан хаш! сывланă Анжела. Шалти ĕçсем юлнă: урай сарнă, мачча тунă. Туалетпа ваннăй та çуртрах. Авăн уйăхĕнче çемье çĕнĕ пÿртре пурăнма пуçланă. Ачасем икĕ хутлă çурта куçнăшăн питĕ савăннă — унта чупмалăх, сикмелĕх, тăраниччен вылямалăх вырăн тем чухлех! Кашнин хăйĕн пÿлĕмĕ. Халĕ ачасене çăвăнтармашкăн мунча хутмалла мар. Вĕсем кашни каç ваннăйĕнче шăмпăлтатаççĕ. Ача япалине çумашкăн шыв йăтмалла мар, çырма хĕрне утмалла мар. Шыв пÿртех кĕрет, юхса тухать. Анжела хулари пекех ыр курса пурăннăшăн савăнать.
«Ĕçе вĕçне çитернĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Пăшăрхантаракан ыйту нумайччĕ. Вĕсем пурте хыçа юлчĕç. Тăваншăн тăван кермен хывать теççĕ. Çывăх çынсем йывăр тапхăрта хăвармарĕç, алă пачĕç», — калаçу çăмхи малалла сÿтĕлчĕ. Анжела пытармасть, шалти ĕçсем вĕçленмен-ха: обой çыпăçтармалла, алăксем лартмалла, чÿрече каррисем çĕлемелле, сĕтел-пукан туянмалла, пÿлĕмсене илем кĕртмелле… Пурăна киле вĕсем те пулĕç-ха.

Ывăлĕ автомашина айне пулнă

Амăшĕ ачисене телейлĕ пулма пиллет. Светлана Мефодьева хĕрĕн пурнăçне çăмăллатасшăн тăрăшать. Çур ĕмĕр хыçа хăварнăскер 20 çул тирпейлÿçĕре ĕçленĕ. Ирхи улттăра шкула çитнĕ те пĕрремĕш урокчен ĕçе вĕçленĕ. Хĕрарăм ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Тĕпкĕчĕн пурнăçĕ кĕске пулнă — Алеша 18 çултах çут тĕнчепе сыв пуллашнă. «Ывăлăм сусăрччĕ, психика тĕлĕшĕнчен сывă марччĕ. Уроксене йывăррăн вĕренетчĕ. 3-мĕш класс хыççăн Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри коррекци шкулĕнче вĕренме пуçларĕ», — терĕ Светлана Георгиевна. Шкултан вĕренсе тухнăскер салтак ретне тăрайман. 18-ти Алеша куккăшĕ патне Мускава ĕçлеме кайнă. Амăшĕ ывăлĕшĕн савăннă, пурнăçра хăй вырăнне тупĕ тенĕ. Анчах çемьене пысăк инкек çапса хуçнă. Пĕр уйăх Мускавра тар тăкнă Алеша çул урлă каçма пуçланă та çăмăл автомашина айне пулнă. Каччă йывăр сурансене чăтайман — çавăнтах вилнĕ. Алюш юраман çĕрте çул урлă каçса вăхăта перекетлес тенĕ, анчах йĕркене пăсни хакла ларнă. Унăн тепĕр енче вырнаçнă çурт патне çитмелле пулнă çеç.
Тĕпренчĕкне çухатнă амăшĕшĕн мăнукĕсем чăн-чăн савăнăç. Хăй вăхăтĕнче ывăлĕпе хĕрĕ епле ÿснине сиссе юлманскер халĕ мăнукĕсемпе ларать. Çулталăкри Кольăна /Анжелăн 4-мĕш пепки/ куçран вĕçертмест. Пĕчĕкскер таçта та çитет, алла мĕн тытнине çăвара хыпать. Уçă та хытă саслă Светлана Георгиевна шăпăрлансене ытлашши иртĕнтермест. Вăл калани саккун евĕр. Анжела та ачасен воспитанийĕнче çирĕплĕх кирлине палăртать. Шкулта ĕçленĕрен Илюшпа Катюша мĕнле ĕлкĕрсе пынине тĕрĕслесех тăрать. Вĕрентекенсен сăмахне итлеменнине курсан асăрхаттарма васкать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.