Пĕчĕк лаптăк – пысăк тухăç

20 Раштав, 2013

Фермерсем ытларах тĕш тырă, аш-какай, сĕт туса илеççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Михаил Михайлов вара теплица хуçалăхне аталантарать. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа илнĕ гранта - 900 пин тенкĕ - производствăна янă. Укçа çителĕксĕррипе банкран 1,5 млн тенкĕ илнĕ. Кĕске хушăра производство объектне туса лартнă.

- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, тыр-пул çитĕнтерме пирĕн çĕр сахалрах. Хуçалăхăн пурĕ 2,5 гектар çеç. Пахча çимĕç туса илме вара çителĕклех.

Ĕçĕ-хĕле механизациленĕ. Çавна май Михаилпа тăванĕсемех ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çу кунĕсенче, ĕç хушăннă май, ял çыннисене те явăçтараççĕ. Çĕнĕ технологипе усă курни тăкака чакарма, тухăçлăха ÿстерме пулăшать.

- Ÿсен-тăрана автомат шăварать. Çавăнпа шыв ытлашши юхмасть, çĕр типсе каймасть. Шăварнă чухне удобрени те хывса хăваратпăр, - каласа парать Михайлов. - Паха сортлă вăрлăх акатпăр.

Вăрлăха ятарлă техникăпа пĕрчĕн-пĕрчĕн акаççĕ. Хăяра вара шпалер сеткипе усă курса çитĕнтереççĕ. Çакă продукци илессине 2-4 хут ÿстерме май парать: çулçăсем йĕпенсе тăмаççĕ, ÿсен-тăран лайăх сывланипе чирлемест. Çимĕçе çанталăк сивĕтсе яричченех пуçтарма пулать.

Çулла хăяр-помидор, пăрăç уçă вырăнта çитĕнеççĕ. Пухнă пахча çимĕçе складсенче тасатса сортлаççĕ, сутма ăсатаççĕ. Складсем хĕлле те пушă мар. Вăрлăха упранипе пĕрлех симĕс сухан ÿстереççĕ кунта. Ешĕл çимĕçе тăпрасăр, тутлăхлă шыв «гидропоника» парса çитĕнтереççĕ.

- Гидропоника пирĕн тăрăхра сарăлайман-ха. Унпа чăрмавĕ, тăкакĕ сахалрах. Ÿсен-тăран тутлăхлă япаласене ирĕлчĕкрен илсе тăрать. Çĕр çинче çитĕнтернĕ чухне урăхларах, - ăнлантарать фермер.

Пирĕн çĕр-шывра çак мелпе 1938-1939 çулсенчех пахча çимĕç туса илме тытăннă-мĕн. Малтан ешĕл çимĕçе шывра çитĕнтерсе пăхнă, унтан ÿсен-тăран тымарне тутлăхлă япаласен ирĕлчĕкне вырнаçтарма тытăннă. Сăнав ăнăçлă иртнĕ.

- Гидропоника технологийĕпе çуртра усă курнă чухне сывлăша, температурăна, нÿрĕклĕхе, çутта йĕркелесе тăма пултаратпăр. Лайăх условисенче ешĕл çимĕç хăвăртрах вăй илет, тухăçĕ пысăк. Ăна пăхма та çăмăл: çимĕçе пылчăк çыпçăнмасть, сăтăрçăсем тапăнмаççĕ, шăрши те лайăх. Хăшĕ-пĕри çакна сывлăхшăн сиенлĕ удобренипе, наркăмăшлă им-çампа усă курса çитĕнтерекен мел тесе шухăшлать. Гидропоника мĕнне йĕркеллĕ пĕлменрен ĕнтĕ, - каласа парать Михаил Владимирович.

Халĕ хуçалăхра хĕрсех ĕçлеççĕ: симĕс сухан çитĕнтермелли хатĕрсене вырнаçтараççĕ. Вĕсене тапхăрăн-тапхăрăн хута яма палăртнă. Пĕрне пуçтарса вырнаçтарма 7-8 кун кирлĕ. Ешĕл сухан çитĕнтермелли 15 установка пулмалла. Материалсене туянса хатĕрленĕ ĕнтĕ.

Ешĕл çимĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе йывăрлăх çук. Хĕл кунĕсенче уйрăмах лайăх сутăнать вăл. Хакĕ те пысăкрах. Халĕ тавара Çĕрпÿри апат-çимĕç предприятийĕсем хапăлласах туянаççĕ. Шупашкарти кафе-столовăйсем те йышăнаççĕ.

- Хĕлле ешĕл çимĕçĕн тăкаклăхĕ пысăкрах. Газ, çутă нумай çунать, анчах тавар ыйтакан та чылай. Хăшĕ-пĕри кунне 100 килограмм таранах туянма хатĕр. Пирĕн вара ун чухлĕ туса илме вăй çитмест. Эрнере 200-300 килограмм пуçтарса илетпĕр: виçĕ установкăпа кăна усă куратпăр-ха. Сутса тунă укçа кредит, шалу тÿлеме, ытти тăкака саплаштарма каять.

Малашне симĕс сухана 3 тоннăран кая мар туса илме палăртнă. Унсăр пуçне укроп, салат, сельдерей, редис та çитĕнтересшĕн.

- Пысăк теплицăра хăяр-помидор, ешĕл çимĕç те çитĕнтерес килет. Ăна валли çĕр çителĕклĕ. Анчах укçа çитменрен хальлĕхе мĕн пуррипех çырлахма тивет. Пĕчĕк лаптăкрах пысăк тухăç илме вĕренмелле, - палăртрĕ фермер.

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.