ПĔЛŸ ПУХМА ШĂНКĂРАВ ЙЫХРАВЛĔ

1 Авăн, 2014

Хăмăр кĕпен пĕрмисене сăмса тăррине тар тухиччен якатнă, крахмалланă шап-шурă çухине çĕлесе хунă, сумкăна тетрадь-ручка чиксе хатĕрленĕ, ирхине çывăрса тăрсан пÿрт умĕнчи пахчаран чи хитре чечексенчен уяв çыххи хатĕрлесси кăна юлать. Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕнхи куна çапла миçе хутчен чăтăмсăррăн кĕтмен-ши! Шкул сукмакне такăрлатма пăрахнăранпа кăна мар, аслă вĕренÿ заведенийĕн сакки çинчен тăнăранпа та чылай вăхăт иртрĕ пулин те авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ килсе çитмессерен чуна ырă варкăш кăтăклать. Юратнă вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем аса килеççĕ. Сăрă шăрши сирĕлмен икĕ хутлă йывăç шкул куç умне тухать. Акă ывăлăм та, виççĕмĕш класа куçнăскер, хальтерех туяннă çĕнĕ тум-тирне, пушмакне шкапран миçе хутчен кăларса тăхăнса пăхмарĕ-ши: пурте килĕшÿллĕ пулнине татăклăн пĕлесшĕн. Калаçăвĕ те шкулти тусĕсем çитĕнсе кайни, вĕрентекенĕ хăйсене мĕнлерех хаваслă кĕтсе илесси çинчен анчах. Йĕркеллĕ кашни çемьерех çакăн пек ÿкерчĕк хуçаланни пирки иккĕленместĕп.

Уяв - хавхалану кÿрекен ырă пулăм. Анчах хăвăрт иртсе каять те кулленхи ĕçлĕ пурнăç малалла пырать. Вĕренÿ тытăмĕнче çивĕч ыйтусем вăхăт тата этемлĕх улшăнса пынине кура яланах пур. Чуна ыраттараканнисен ушкăнĕнче - ял шкулĕсенче ача шучĕ чакни, çавна май пĕлÿ çурчĕсене пĕрлештерме тивни. Сахал вĕренекенлĕ шкулта пĕр педагогах темиçе предметпа уроксем ирттерни /пĕлÿ пани темешкĕн темшĕн чĕлхе çаврăнасшăн мар кун пек чухне/ паян никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Малашлăхĕ тĕтреллĕ тĕк яла çамрăк специалист килессе те кĕтсе илеймĕн: дипломлă хĕре е каччăна хăйĕн пурнăçне йĕркелесе ямашкăн условисем кирлĕ. Утас çулĕ çине ылтăн купаласа хумасан та хăйне аталанмалли майсем пурри-çуккине тĕпчесе пĕлет вăл ĕç вырăнĕ суйланă чухне. Çавăнпах республикăри аслă шкулсенчен пин-пин çамрăк вĕрентекен çуллен тухать пулин те ялсенче кăна мар, хуласенче те педагог çитменнинчен тĕлĕнмĕпĕр. Экспертсен ĕнентерĕвĕ тăрăх - хальхи вăхăтра Чăваш Енре ытларах ют чĕлхе, истори, вырăс чĕлхипе литератури, кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем çитмеççĕ. Республикăра наци кадрĕсемпе тивĕçтерекен икĕ аслă шкул пур çĕртех хăш-пĕр шкулта чăваш чĕлхипе литератури учителĕ те çитменни тĕлĕнтерет те, кулянтарать те.

Пытарма кирлĕ мар: кадрсен ыйтăвĕ кăткăсланни юлашки çулсенче чи лайăх вĕренекенсем професси илме Мускава, Питĕре, Хусана кайма тăрăшнипе те çыхăннă. ППЭ чи лайăх кăтартăвĕсемлĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пĕрре куçран вĕçертрĕмĕр тĕк... Шел, каялла таврăнма ÿкĕте кĕртес тесен, вĕсен тăван кĕтеспе çыхăннă туйăмĕ «çывăрать» тĕк, илĕртмелли мелсем хавшакрах çав. Танлаштарма вара пĕр тĕслĕхпе кăна паллаштарам. Кăçал Шупашкарти 46-мĕш лицейран вĕренсе тухнă Руслан Лукин химипе иртекен пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Мускав патшалăх университечĕпе Хусанти хими-технологи университетĕнчен хăшне суйласси пирки чылайччен пуç ватнă вăл. Хусансем пулас студента 25 пин тенкĕлĕх стипенди сĕннĕ, тÿрех виççĕмĕш курса йышăнма шантарнă, вĕренсе пĕтерсен нефть компанине ĕçе вырнаçтарма пулнă.

Чăн та, кашни педагог «вундеркинд» пулаймĕ. Çапах квалификаци ыйтăвĕ - çивĕччисен шутĕнчех. Çакăн пирки нумаях пулмасть республикăри педагогсен конференцийĕнче сăмах хускатрĕç. Акă Евгения Лаптева, 4-мĕш лицейри хими вĕрентекенĕ, Республикăри вĕренÿ институтĕнче ятарлă курсра пулни кăна учительшĕн çителĕксĕр тесе шухăшлать. Паян шкулсенче чăн наукăсемпе математика-физикăна çул паратпăр пулсан - пушшех. «Пирĕн вĕренекенсем нанотехнологисене хута янă çĕре те хутшăнма пултарччăр тесен хальхи вăхăтра эпир вĕсене паракан никĕс çителĕксĕр. Эппин, самана çĕнĕлĕхĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пырас шутпа вĕрентекенĕн хăйĕн те вĕренмелле. Çак тĕллеве пурнăçлама хамăрăн республикăрах ăслăлăх шкулĕ уçсан меллĕ пулĕччĕ», - терĕ пултаруллă педагог.

Вĕренÿ тытăмĕнче тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ кăткăслăх сиксе тухĕ - тĕп вырăнта шкул ачи пулнине манас марччĕ. Ăна пĕлÿ тĕнчине хистемесĕр, хăйĕн кăмăлĕпе илентересчĕ - педагогăн чи пысăк çитĕнĕвĕ çакă пулĕччĕ-и тен. Професси вăрттăнлăхĕсене чăннипех ăша хывнă вĕрентекен çумĕнче ача килĕнчи «тетте» - компьютер - пирки аса та илмĕ. Шăнкăрав сассине вара ун пек ачасем вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче çеç мар, кашни урок умĕн янăрамассерен хавхаланса итлĕччĕç.

 Ирина ПУШКИНА

Теги: