Пĕррехинче, Питравра…

Этем пурнăçĕ те, çут çанталăк пулăмĕсем пекех, шав малалла шăвать. Иртнĕ кун нихăçан та каялла таврăнмĕ. Кирлех-ши таврăнни? Ку е вăл çын утса тухнă кун-çул сукмакĕ — унăн пуянлăхĕ.

Манăн пăянам Анна Васильевна Павлова 1920 çулта Пăлаçи Атăк ялĕнче чухăн çемьере çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи йышлă ача-пăчаллă пулнă. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 20 çулти хĕр пулнă. Тылри халăхпа пĕрле вăрман каснă, сулă юхтарнă, тырă вырса çапнă. Мускав хули çывăхĕнче торф та кăларнă. Шартлама сивĕ çанталăкра хăмаран çапса тунă бараксенче пурăннине аса илетчĕ вăл час-часах. Уринчи йĕпе çăпатине те ниçта типĕтеймен. Çапах çамрăксем пуç усман: чăтнă, тÿснĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Яла таврăнсан фронт валли ăшă çи-пуç хатĕрленĕ. Вăрçă хыççăн та юхăннă хуçалăха ура çине тăратма хастар хутшăннă.
1948 çулта Анна Васильевна Нăрваш Шăхаль каччипе пĕрлешнĕ. Анчах телейĕ нумая пыман. 1953 çулхи Питрав кунĕнче упăшки килне çĕнĕ арăм илсе килнĕ. Хунямана вара 4 çулти ывăлĕпе тата 2 çулти хĕрачипе мунчана хупса хунă. Чÿречипе алăкне хăмапа çапса питĕрнĕ. Пÿртĕнче упăшки çĕнĕ арăмĕпе туй тунă. Мунчари мăшăрĕпе ачисем çинчен никам та аса илмен. Мĕнле чăтса ирттернĕ- ши çак хуйха пăянам?
Туй хыççăн упăшки çуртри мĕн пур савăт-сапана, тÿшек-минтере йăлтах илсе тухса кайнă. Килĕнче апат çиме савăт юлманни çинчен пăшăрханса аса илетчĕ вăл. Çак йывăрлăхра кÿрши-арши, тус-юлташĕ ăна пулăшма тăрăшнă. Икĕ ачине выçă лартас мар тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă Анна Васильевна. Çак хуйха-суйха çĕнтерме мĕн чухлĕ вăй-хал кирлĕ пулнă? Чăтнă, тÿснĕ вăл.
Çĕнĕ мăшăр эрех-сăрапа туслашнă. Ĕçкĕ ырă патне илсе пымасть çав. Арçынна вĕрентекенрен хăтарнă. Çакăн хыççăн вăл çĕнĕ арăмĕпе Иркутск облаçне тухса кайнă. Унта та эрехпе иртĕхнĕ вĕсем. Каярахпа мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ. Ăçта каймалла- ха Виталий Яковлевичăн? Вăл ирĕксĕрех малтанхи арăмĕ патне çул тытнă.
Нуша-терт курнă хуняма упăшкине йышăнман. Çавна май ачасен ашшĕ каялла ют тăрăха тухса кайнă. Мăнукĕсем патне ăшă саламсем яратчĕ вăл. Ватлăхра тăван кĕтес ытларах аса килнĕ пулĕ çав. Иртсе кайнă пурнăçа тем пекех каялла тавăрас тесен те тавăраймăн. Ахальтен каламан: «Чавса çывăх та çыртма çук». Виталий Яковлевич хăйĕн ĕмĕрне ют тăрăхрах пурăнса ирттерчĕ, унтах пурнăçран уйрăлчĕ. Халĕ пăянам та пирĕн хушăмăрта текех çук. Малалла вулас...

* Сылтăм енчи сăн ÿкерчĕкре - Анна Павлова ывăлĕн çемйипе

*  Сулахай енчи сăн ÿкерчĕкре - Аннăпа Виталий Павловсем

www.hypar.ru

Роза ПАВЛОВА, Патăрьел районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.