Пĕрремĕш орденоносец

7 Нарăс, 2018

Андрей Иванович Михайлов журналист-тавра пĕлÿçĕ «Тăван ялăм Хачăк, вăлах Ямпах » ятпа 2010 çулта кăларнă кĕнекере çапла йĕркесем пур: «Георгий Филиппович Мольков — Хачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕрремĕш орденоносец. 1935-1938 çулсенче Георгий Филиппович Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă. 1936-1937 çулсенче Лăпкă океана çул хывас экспедицие хутшăнма тÿр килнĕ ăна. Правительствăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, яваплă хушăвне пурнăçланăшăн экспедицие хутшăннисене СССР орденĕсемпе, медалĕсемпе наградăланă. Г.Ф.Мольков «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ.

1938-1941 çулсенче Георгий Мольков МОПР организацийĕн Чăваш уйрăмĕнче, ВЛКСМăн Шупашкар тата облаç комитечĕсенче ĕçленĕ. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче çамрăк коммунист политбоецсен шучĕпе фронта ăсаннă, хаяр çапăçусенчен пĕринче вилмеллех аманнă».

Ялтан фронта кайнă 204 çынран кашни пирки пысăках мар кĕнекере тĕплĕн каласа пама май пулман авторăн. Ентеш-фронтовиксен кун-çулĕ мана та яланах кăсăклантарнă. Çав тĕллевпе Аслă Çĕнтерÿ 30 çул тултарас умĕн килĕрен киле çÿресе чылай асаилÿ çырса илтĕм, сăн ÿкерчĕксем турăм. Уйрăмах маншăн атте, Иван Ананьевич Мокин, хăйĕн тантăшĕ Георгий Мольков çинчен каласа пани хаклă пулчĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, ентешĕ службăна ăçта ирттернине никам та пĕлмен. 1939 çулхи кĕркунне аттене, Шупашкарти шалти ĕçсен органĕнчи милиционера, ыттисемпе пĕрле чукун çул вокзалне дежурствăна илсе пыраççĕ. Кĕçех пуйăс килсе çитет. Оркестр кĕвĕ янăратать. Кăкăрĕсем çине орденсемпе медальсем çакнă çынсем вакунсенчен тухаççĕ. Килсе çитнисен хушшинче Георгий Мольков та пулнă. Атте тантăшĕн тумĕ çинче «Хисеп Палли » ордена асăрханă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.