“Пĕртен пĕр Нарспи”

20 Раштав, 2013

Вăл - Пинерпи те /«Айтар»/, Лисук та /«Кушар»/, Лариса та /«Парнесĕр хĕр»/, Лидия Павловна та /«Аркатакансем»/, Акулина та /«Çын куççулĕ çĕре ÿкмест»/, Селиме те /«Хура çăкăр»/, Эрпике те /«Тутимĕр»/, Илем те /«Телейпе Илем»/, Форд миссис та /«Ашкăнчăк инкесем»/... РСФСР артистки, Чăваш АССР халăх артистки, К.В.Иванов ячĕллĕ преми лауреачĕ Нина Григорьева калăпланă сăнарсен черечĕ пысăк. Çак кунсенче Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки, Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкассинче çуралса ÿснĕскер, 75 çул тултарчĕ. Сумлă çак уява паллă тума театра ĕçтешĕсем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем, унăн пултарулăхне кăмăллакансем пухăнчĕç.

Нина Григорьевăн пултарулăхĕнчи чи пĕрремĕш утăм - Джульетта сăнарĕ. Чăваш халăхĕ ăна ытларах Нарспи пек пĕлет. «Чăваш театрĕн историйĕнче пĕр сăнарпа мар, вунă сăнарпа кĕрсе юлатăн. Хальлĕхе эсĕ - пĕртен пĕр Нарспи», - çапла палăртрĕ СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев режиссер. Вăл Нина Григорьева калăпланă сăнар куракансен чĕри витĕр тухнине, чылай роль куççульлентернине сăмахсемпе çирĕплетрĕ. Пĕррехинче театр труппи Çтерлĕ хулине гастроле кайнă. Спектакль вĕçленсен пĕр хĕрарăм сцена çине тухса хăйĕн çинчи чаплă тутăра салтнă та Нина Григорьевăна парнеленĕ. Ун чухне çавнашкаллине шыраса тупма йывăр пулнă. Тепрехинче, Анат Кама хулинче, спектакль хыççăн сцена çине пĕр хĕрарăм хăпарнă. Куçĕ макăрнăран шыçăннă. «Мана нимĕн те кирлĕ мар. Сире алăпа тытса пăхасчĕ çеç», - тенĕ вăл чăваш артисткине Нина Ильиничнăна. Çаксем Нина Григорьевăн пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине, ăна халăх чунран юратнине çирĕплетеççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов Михаил Игнатьев ятĕнчен артисткăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕ. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов та Нина Григорьева пултарулăх анинче пысăк çитĕнÿсем тунине палăртрĕ. ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев Нина Ильиничнăна чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕшĕн Тав хучĕ пачĕ. Пултаруллă артисткăна саламлакансем ăна сцена çинче чăваш халăхне тата нумай çул савăнтарма çирĕп сывлăх сунчĕç. Чăнах та, çын чирлемесен, пуç усмасан малаллах талпăнать. Çавăнпа Нина Ильиничнăна мăшăрĕ Николай Григорьев сывлăх, сывлăх тата сывлăх çеç сунчĕ.

Нина Григорьевăн репертуарĕ паян та пуян: «Хурлăхлă хурама сасси», «Укçа чул кастарать», «Евчĕ», «Ку хĕр ачара темĕн пурах», «Шанель пике», «Чухăнлăх инкек мар», «Юратупа кавăн». Çак сăнарсенче артисткăн пултарулăхĕ иксĕлменни, вăл кашни роле чунран калăплани палăрать. Уяв хыççăн куракансем Александр Пăртта пьеси тăрăх лартнă «Укçа чул кастарать» спектакльпе киленчĕç. Унта Нина Григорьева Альтук сăнарне уçса парать.

Нина Григорьева вун-вун çамрăка театр тĕнчине ертсе кĕнĕ, артист пултарулăхĕпе çывăхлатнă. Куракансем унран малашне те çĕнĕ рольсем кĕтĕç. Театра чунпа парăннă артистсем калăплакан рольсене чăваш халăхĕ яланах тарават йышăннă, йышăнĕ те. Чун витĕр кăларнă сăнарсем ĕмĕрсем иртсен те манăçа тухмĕç.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.