«Пиччепе йăмăк тăшмана çаврăнчĕç»

22 Нарăс, 2018

Сывă-и, редакци!

Сирĕн пата хам ăçта пурăннине кăтартмасăрах — ял-йышран аван марланнипе — çырма шухăшларăм. Тĕрĕссипе, мĕн тумаллине те, камран пулăшу ыйтмаллине те пĕлместĕп-ха. Редакцине вара, тен, хаçата алла илсе вуласан ман пек шăпаллисем татах та тупăнĕç текен шанăçпа шăрçаларăм… <...>

…Ĕçĕ, кĕскен каласан, ак çапла пулса иртрĕ. Манăн пичче тăван çĕртен аякра, çĕршывăн пĕр кĕтессинче ĕçлесе пурăнчĕ. Çемйи те хăйĕнпе пĕрлехчĕ. Шупашкарта вара унăн хваттер пурччĕ. Пурăнмалли кĕтес  ыйтăвне татса пама нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа та, пичче хăй аякра пулнă чухне, унăн хваттерĕнче йăмăк пурăнчĕ.

Вăхăт иртрĕ. Пичче, ачисем те ÿссе çитсен, Шупашкара таврăнма шухăшларĕ. Йăмăкăн, паллах, хваттере пушатма тиврĕ. Унта аслă тăванăм хăйĕн çемйипе тĕпленчĕ. Вăхăт малаллах шурĕ. Кĕçех ахăр самана тапранчĕ…

Пиччен арăмĕ, чăвашла каласан, инке, такам ăс панипе хваттере усал-тĕселрен тасаттарма шухăш тытнă. Çакна каламалла, малтан, йăмăк пурăнма кĕриччен, унта никам та ура ярса пусман — çĕнĕ хваттерччĕ вăл. Инке Венедикт ятлăскерне тупнă. Хайхискер кĕçех ĕçе пикеннĕ. Алăк тăрринче йĕп «тупать» хайхискер. Диван таврашĕнчен «булавка» сиксе тухать. Сывлăш пырса тăракан вентиляци хăвăлĕнчен вара йывăç татăкĕ «туртса кăларать». Кам хума пултарнă? Ара, хваттере ют çын пырса çÿремен...

Çапла пĕр шухăшламан çĕртен йăмăк ĕмĕрлĕхех ВАРАЛАКАН /каçарăр, урăх сăмах тупаймарăм/ пулса юлать. Халĕ ĕнтĕ, çак ĕç-пуçа пула, тăван пиччепе тăван йăмăк пĕр-пĕриншĕн тăшмана çаврăнчĕç.

Манăн вара вĕсене кура чун ыратать. <...> Пичче çемйипе йăмăка мĕнле мирлештермелле-ши? Çак ултавçăран шар курнă çынсем е çемьесем Шупашкарта е урăх çĕрте татах та пурах. Мĕншĕн ултавçă тесе çыратăп? Ара, хамăн йăха пĕлетĕп-çке: йăмăкăм — таса чунлă çын, нихăçан та ун пек ĕçпе аппаланас çук! Ахăртнех, çав тасатакан малтан, никам та та куриччен, хăй аллипех хурать япалисене, кайран тупнă пек тăвать. Çапла шар курнă çынсене сасă пама ыйтатăп. Пĕрле пухăнсан, ман шухăшпа, ултавçа тивĕçлĕ органсем урлă явап тыттарма пулатех. Усал ĕçе тăрă шыв çине кăларма май тупăнатех. <...> Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.