Пуриншĕн те пултăр ăнăçу!

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ — çамрăксем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнине систерекен пысăк уяв. Пĕрремĕш шăнкăрав сассипе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе, кашнин чун-чĕринче асаилÿ хумне вылянтарса иртсе кайрĕ вăл…

Пĕлÿ кунĕ шкул ачисемшĕн çеç мар, студентсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Технологи тата управлени академийĕнче вĕренекен çамрăксем те çак кун савăнăçлă уява пухăнчĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ линейкăна академи ректорĕ Иван Селиванов профессор уçрĕ:

— Паян пуриншĕн те уяв. Пирĕнтен кашнийĕншĕн шкулти, институтри, ĕçри пурнăç пуçламăшĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕпе çыхăннă. Пĕлÿ илни кăна çителĕксĕр, унпа тивĕçлĕ усă курма та пĕлмелле. Çынна чи малтанах унăн ĕçне кура хаклаççĕ. Студентсене вĕренÿре, ăслăлăх ĕçĕнче, культура, спорт пурнăçĕнче хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма ыр сунатăп. Преподавательсемпе профессорсем вĕсене çул кăтартса, пулăшса пырĕç.

Технологи тата управлени академийĕ çамрăк ăрăва вĕрентес тата воспитани парас енĕпе 19 çул ытла ĕçлет. Çак тапхăрта учреждени тытăмĕ те, ячĕ те темиçе хутчен те улшăннă. Йывăр та тумхахлă аталану çулĕпе утса академи ят-сумне çирĕплетме, вăй-хăватне ÿстерме кăна пултарнă. Çулсерен кунтан ăста специалистсем çĕршерĕн вĕренсе тухаççĕ, апат-çимĕç промышленноçĕнче, банк тытăмĕнче, право хуралĕн органĕсенче, хăрушсăрлăх службисенче ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тăваççĕ. Кăçал акă, сăмахран, академире тĕрлĕ специальноçсемпе 460 студент, çак шутран 180-шĕ пĕрремĕш курссем, вĕренме пуçланă. Çак йыш — çĕршыв, республика аталанăвне пысăк тÿпе хывма тивĕç çамрăксем.

Çав вăхăтрах — Çĕнĕ Шупашкарăн малашлăхĕ те. Диплом илнĕ хыççăн вĕсем спутник хула экономикине çĕклес енĕпе ĕçлессине шаннине уява килнĕ хăнасем те — Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Тимофеева, Çĕнĕ Шупашкар хула больницин тĕп тухтăрĕ Константин Белов, РФ МЧС Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти надзор тата профилактика ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Николай Миронов, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи прокуратурăн аслă канашçи Юрий Михайлов полковник тата ыттисем те — палăртрĕç. «Пирĕн юратнă хулан малашлăхри сăн-сăпачĕ вĕсенчен нумай килет. Академин мал курăмлă студенчĕсем вăй хунипе вăл хăтлăрах та илемлĕрех пуласси иккĕлентермест», — терĕ Татьяна Тимофеева.

Вĕренÿ учрежденийĕнчи уявсене, мероприятисене хулари предприяти-организаци представителĕсем хутшăнни ăнсăртран мар. Академире социаллă ĕçтешлĕх принципĕсене пысăка хураççĕ. Кунта вĕренекенсем Çĕнĕ Шупашкарти предприяти-организацире производство практикине ирттереççĕ, каярахпа унтах ĕçе те вырнаçма пултараççĕ. Вĕренÿ организацийĕ ют çĕршывсемпе те çыхăну йĕркеленĕ, унти вĕренÿ организацийĕсемпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас, студентсен пĕлĕвне тарăнлатас енĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Умра — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Малта — çĕнĕлĕхсемпе тата кĕтменлĕхсемпе пуян тапхăр. «Пĕрле малашлăха çирĕп утăмсемпе утассине, çапла майпа хамăрăн академие пуянрах, илемлĕрех тăвассине, унăн ят-сумне тата та çÿлерех çĕклессине шанса тăратăп», — терĕ Иван Селиванов ректор уяв хыççăн преподавательсемпе профессорсемшĕн ĕçлĕ кунсем, студентсемшĕн хĕрÿ вĕренÿ тапхăрĕ пуçланнине палăртса.

 Валентина БАГАДЕРОВА

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.