Пурнăçа лайăхлатасси халăхран та килет

18 Кăрлач, 2014

Раççейре пурăнакансен регион тата федераци саккунĕсене лайăхлатас ĕçе хутшăнма май пур. Вĕсем çĕр-шывăн е регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă сĕнĕвĕсене "Раççей общество пуçарăвĕ" портала ярса пама пултараççĕ. Ку Интернет-ресурса 2013 çулхи ака уйăхĕнче Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Асăннă сайтра хăйĕн сĕнĕвне вырнаçтарма, ыттисем лартнă пуçарусемшĕн сасăламашкăн Раççейĕн 18 çул тултарнă кирек хăш гражданинĕ те пултарать. Çапах унăн малтан Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле. "Раççей общество пуçарăвĕ" портал урлă общество пуçарăвĕ мĕнле шайра пулнине, ăна пурнăçа кĕртнин пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллашма май пур. Çак тата ытти самант пирки ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин патшалăх управленийĕн пуçлăхĕ Гюльнара Разумова тата ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Новиков ирттернĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕç. "Раççей общество пуçарăвĕ" сайтăн тĕп тĕллевĕ - граждан обществине аталантарасси тата çирĕплетесси, çын прависене хÿтĕлесси, граждансене патшалăх ĕçĕсене ертсе пырассине хутшăнтарасси", - терĕç.

Ку порталта /roiĕru/ сĕнÿ тăратас ĕмĕтлĕ çыннăн малтан унта çавăн евĕрлĕрех пуçару пурри-çуккипе кăсăкланмалла, хăйĕн çĕнĕлĕхне хăш шайра - федераци, регион е муниципалитет - пăхса тухмаллине кăтартмалла. Вăл е ку пуçарушăн çулталăк сасăлама юрать. Çыннăн пĕр сĕнÿшĕн пĕр хутчен çеç "Çапла" е "Çук" тесе сасăлама ирĕк пур - ку енĕпе "Раççей общество пуçарăвĕ" идентификацин тата аутентификацин пĕрлехи тытăмĕпе /вырăсла ЕСИА теççĕ/ усă курать. Тăратнă сĕнĕве влаç органĕсем пăхса тухчăр тесен кирлĕ чухлĕ сасă пухмалла: федераци шайĕнчин - 100 пин, регион тата муниципалитет шайĕнчисем - вырăнти халăх шучĕн 5 процентĕнчен кая мар. Ун хыççăн çак идея ятарлă эксперт ушкăнне лекет, шăпах вăл ăна пурнăçа кĕртмелли е кĕртмелле марри пирки йышăну тăвать. Чăваш Енре регион шайĕнчи эксперт ушкăнне 2013 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче туса хунă. Çакнашкал ĕç ушкăнĕсене республика муниципалитечĕсенче те йĕркеленĕ. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн - федераци шайĕнчи пуçарусене, асăннă сайтра 100 пин ытла сасă пухнисене, Патшалăх Думин депутачĕсенчен, Федераци Канашĕн членĕсенчен, ĕç тăвакан влаç органĕсен, Общество палатин, бизнес-пĕрлĕхĕн тата общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсенчен тăракан ĕç ушкăнĕ пăхса тухмалла.

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне "Раççей общество пуçарăвĕ" Интернет-портала пĕтĕмпе 3035 пуçару тăратнă. Вĕсенчен 6-шĕн тĕлĕшпе йышăну тунă ĕнтĕ. Çак сĕнÿсенчен пĕри вăл - водительсен юнĕнчи алкоголĕн чи пĕчĕк виçи патне каялла таврăнасси. Чи анлă сарăлнисем - "Манăн çурт - манăн крепоç", сăмах çын çуртне сыхлас тĕллевпе хăйне хÿтĕлесси пирки пырать /89 пин ытла сасă/, çул-йĕр правилисене пăсакансен тĕлĕшпе ĕç пуçарас тенĕ чухне видеоçыравпа усă курма май пурри /71 пин ытла/, абонент килĕшÿ памасăр реклама СМСĕсене яма чарни /39 пин/ т.ыт.те.

Чăваш Енре пурăнакансем пĕтĕмпе 17 сĕнÿ тăратнă, вĕсенчен пĕри çеç регион шайĕнчи, ыттисем - федераци шайĕнчисем. Регионпа çыхăннă сĕнÿ - Шупашкар шыв управĕн шайне 68 метра çитересси. Ун майлă 15 çын сасăланă, хирĕç - никам та. Чăваш Ен çыннисем çавăн пекех пысăках мар лаптăкра çурт хыççăн çурт лартмашкăн /уплотнительная застройка/, тытăмĕнче спирт пур эмелсене аптекăсенче сутма чармашкăн сĕннĕ. Юлашкинчен, кăçал кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче, тăратнă пуçару та кăсăклă - урамсен "революцичченхи" ячĕсене каялла тавăрасси. Автор урамсен СССР вăхăчĕпе çыхăннă ячĕсене Раççей монархĕсен, çар тата искусство деятелĕсен ячĕсемпе улăштарсан аваннине палăртать. Унпа 21 çын килĕшнĕ, хирĕç - 72. Пресс-конференцие йĕркелекенсем Чăваш Енре пурăнакансене хастарлăха ÿстерме чĕнсе каларĕç. Чăн та, кÿршĕ республикăсемпе танлаштарсан пирĕн пуçару нумайрах. Акă Тутарстанран пĕтĕмпе те 2 сĕнÿ çеç вырнаçтарнă, Мари Элтан - 6. Чи хастаррисем - Мускав хулипе облаçĕнче пурăнакансем. Чăваш Ен халăхĕ татах та пуçаруллăрах пуласса шанас килет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.