Раççейри чи лайăх хушма хуçалăх

31 Кăрлач, 2015

Ялта выльăх усракан сахаллансах пырать паян. Ĕне тытакан та, сысна ĕрчетекен те йышлах мар. Пĕрисене выльăх апачĕн хакĕ ÿссех пыни хăратать, теприсем утă-улăм хатĕрлессинчен шикленеççĕ. Виççĕмĕшсене ÿркев пусать ахăртнех. Етĕрне районĕнчи Мăн Пакăшри Ивановсем вара витери йыша пачах та чакарасшăн мар. «Пĕрре хăнăхнă та - нимĕн йывăрри те çук. Хуçалăхри ĕçе техника çăмăллатать. Выльăх нумай тесе килтен тухмасăрах лармастпăр. Тăрăшсан, ÿркенмесен таçта та ĕлкĕрме пулать. Мăйракаллисен шутне чакарма вара шел», - килти хуçалăхпа паллаштараççĕ Ивановсем. Паянхи саманара тенкĕ çумне пус хушма пĕлеççĕ вĕсем. Ахальтен мар çакăн чухлĕ выльăх тытаççĕ-и? Тупăш та, киленÿ те кÿни куçкĕрет. Халĕ вĕсен 10 ĕне, тепĕр иккĕшĕ пĕрремĕш çул пăрулаканнисем, 13 пуç пăру, вăкăрсем, 6 сысна амипе пĕр сысна аçи, качакасем, чăх-чĕп. Вăхăтĕнче çемье 20-шер сысна усрани те пулнă. Ивановсен çемйи Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне - 2013» агропромышленноç 15-мĕш куравне хутшăнса «Чи лайăх хушма хуçалăх» номинацире çĕнтернĕ.

«Ĕнисене алăпа сума та хирĕç мар, нимле йывăрлăх та туймастăп, вăхăта анчах шел. Аппарата хăнăхнă ĕнтĕ, ансат тата хăвăрт пулать. 1 литр сĕте 18-19 тенкĕпе илсе каяççĕ паян», - ăшшăн калаçать кил хуçи арăмĕ.

Эпир Елизавета Ивановнăпа шăкăл-шăкăл калаçса ларнă хушăра кил хуçи те шкултан çитрĕ. Пĕрмаях выльăх шăварнă вăхăта таврăнать-мĕн ĕçрен. Иккĕн ĕç те кал-кал пырать, çавна май витене яланах мăшăрĕпе пĕрле тухаççĕ. Александр Иванович Кивĕ Тинкеш вăтам шкулĕнче ачасене технологи, ОБЖ предмечĕсене вĕрентет, ÿнер ăсталăхне алла илме пулăшать.

Çынран мĕнпе кая?

«Ал ĕçĕпе эпĕ мĕн ачаран кăсăкланнă. Ÿсерехпе пур ĕçе те тытăнса пăхас килетчĕ. Çын тума пултарайсан эпĕ унран мĕнпе кая-ха теттĕм те алла пăчкă-пуртă, мăлатук тытаттăм», - каласа кăтартать Александр Иванович. Килти, шкулти мĕнпур сĕтел-пукана хăй ăсталанă. Эрешлĕ дивансемпе креслосем, çÿлĕксем, çывăрмалли пÿлĕмри краватьсем, тĕрлĕ савăт-сапа тĕлĕнмелле хитре. Пÿртне пахча варрине купаланă, çавна май кил умĕнче хитре сад чĕртнĕ, пушă вăхăтра çемьепе канмашкăн ытармалла мар беседка ăсталанă. Ытти мĕнпур çыннăнни пек шăнкăрч йăвине асилтерекен пÿрт мар вĕсен, ăна урлă лартнă, сылтăмра та, сулахайра та верандăсем. Шалта та хăтлă, аялти хутра - вырăс кăмакиллĕ кухня. Чăн-чăн ăста кăна çакнашкал кермен хăпартма пултарать.

Александр Иванович 30 çула яхăн шкулта тăрăшать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна темиçе хутчен те дипломсемпе, хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă. Республика, район шайĕнчи конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ вăл. Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ чухне вĕренекенсемпе пĕрле йывăçран вазăсем те ăсталаса сутнă, çапла майпа шкул валли чылай тупăш тунă. Ĕç вырăнне улăштарма юратманран унăн пĕр хăнăхнă çĕртен ниçта та каясси килмен. «Юл яла, ватлăхра пире кам пăхать?» - амăшĕ чĕнсен çапах та çуралнă кĕтесе таврăннă. Уншăн ÿкĕнмест вăл. Хулара пурăнас пулсан вăхăта мĕнле ирттермеллине те пĕлмест халĕ.

«Шкулта станокне те хамах ăсталанăччĕ. Чулхулана кайса йывăçа каскалама, ÿкерсе илемлетме вĕренни те пурнăçра чылай пулăшрĕ. Тĕрĕссипе, çын тума пĕлмен ĕç пулма пултараймасть, кахалланмалла мар çеç. Атте те ылтăн алăллăччĕ, пур ĕçе те типтерлĕ, çынна килĕшмелле ăсталама тăрăшатчĕ», - каласа кăтартать Александр Иванов.

Ир-ирех ура çинче

«Ытла ир тăмастпăр эпир, выльăх патне кашни кун 4 сехетре тухатпăр. Сĕт пуçтарма киличчен выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма та, витене тасатма та ĕлкĕретпĕр. Каçхине 3 сехетсенче ĕçе пуçăнатпăр», - теççĕ Ивановсем.

Хĕл хырăмĕ аслă. Картиш тулли выльăх валли апачĕ те нумай кирлĕ. Çуллахи вăхăтра капанĕ-капанĕпе утă хатĕрлеççĕ, ăна йăлтах анкартине купалаççĕ. Техника енчен чăрмав çук вĕсен, çавăнпа та ĕçĕ кал-кал пулса пырать. Ывăлĕпе хĕрĕ те ашшĕ-амăшне чылай пулăшаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ, пĕри тухтăр, тепри строитель пуласшăн.

Ветеринара вĕренмен пулин те выльăх чирĕсем çинчен йăлтах пĕлеççĕ Ивановсем. Ĕне чирлесен те аптрамаççĕ, уколне те хăйсемех тăваççĕ, çийĕнчех эмелне те ĕçтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă мĕнпур вăрттăнлăха пĕлсе тăраççĕ. Пăруланă чухне пулăшу параканĕсем те хăйсемех.

Пушă вăхăтра кăçатă та йăвалаççĕ Ивановсем. Ку ĕç те киленÿ кÿрет вĕсене. Елизавета Ивановна çăм арлама, çыхма ăста. Çав вăхăтрах Шупашкара театра, кинона кайма та вăхăт тупаççĕ. Пысăк хуçалăха пăрахса хăварса пĕр çулхине çемьепе пĕрле Хура тинĕс хĕррине те кайса килме пултарнă. Çу вăхăтĕнче епле вăхăт тупнинчен, çавăн чухлĕ выльăха пăрахса тухса кайнинчен вара паянхи кун хăйсем те тĕлĕнеççĕ.

Лайăх пурăнма пур услови те пур Ивановсен. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ Александр Ивановичпа Елизавета Ивановна. Пÿртре таса та хăтлă. Выльăх пăхасси те юратнă ĕç кăна вĕсемшĕн. Районта иртнĕ «Çулталăкри чи лайăх та ĕçчен çемье» ята ахальтен тивĕçмен Ивановсем.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.