Регион проекчĕсем çĕршыв стратегине тĕревлĕç

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен комитетсен йышне çирĕплетрĕç, республикăра федераци шайĕнчи программăсене пурнăçламалли наци проекчĕсене тишкерчĕç.
Раççей Президенчĕн кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă, çĕршывăн наци тĕллевĕсем çинчен калакан указне пурнăçлас енĕпе федераци шайĕнче анлă программăсем хатĕрлес ĕç пуçарни паллă. Вĕсем валли пĕтĕмпе 9 триллион тенкĕ уйăраççĕ. Республика шайĕнче те тивĕçлĕ программăсене пурнăçлĕç — 17,6 миллиард тенкĕлĕх. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх, çак укçан пысăк пайне бюджет проектне кĕртнĕ ĕнтĕ. Палăртакан ĕçсене пурнăçлани, иккĕленмест Михаил Васильевич, «Чăваш Ен халăхĕн пурнăç пахалăхне лайăхлатма, республикăри тăнăçлăха çирĕплетме пулăшмалла — çынсен ĕç укçине пысăклатасси таранах».
Проектсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен комитетсен йышĕнче вăл чăннипех ĕçлеме пултаракан çынсене курасшăн — «вĕсем — ĕç тăвакан органсем, савăнăçлă пуху мар…» Тепĕр енчен, указри демографипе, сывлăх сыхлавĕпе, экологипе, ыттипе çыхăннă тĕллевсене укçа çинче кăна никĕслеме ăнтăлни те вырăнсăр. «Спорт обьекчĕсене нумай укçа хывнă, татах миллиардсем уйăраймастпăр, — терĕ регион ертÿçи. — Çынсене сопортпа туслаштарас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле — ку енĕпе çитĕнÿ тума майсем пур».
Асăннă указра стратеги аталанăвĕн 12 çул-йĕрне палăртнă. Кашни енĕпех пысăк тĕллевсем тăраççĕ, пирĕн федераци шайĕнчи проектсене хамăрăн республика проекчĕсемпе кĕмелле. Пурне те кĕреймĕн, сăмахран, Байкал кÿллине упрассипе çыхăнни, çавнашкал ытти хăш-пĕр проект Чăваш Ене пырса тивмеççĕ. Анчах чылай енĕпе çивĕч ыйтусене татса памалли чăннипех лайăх майсем уçăлаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, авă, чĕрепе юн тымарĕсен, онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли çул-йĕрсене «çÿлте» çирĕплетни пирки каларĕ. Арçынсен сывлăхне упрамалли, вĕсем хастар пурнăçпа вăрах пурăнассине тивĕçтермелли проект валли те 582 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă — арçынсен кăмăллă пулма сăлтав пур.
Вĕрентĕве илес тĕк — кадрсем хатĕрлессин, вĕсен пĕлĕвне ÿстерессин пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов пытармасть: учительсем республикăри шкулсенчен пăрахса кайнипе çыхăннă туртăм вăй илни палăрать, çак условисенче хайхи проект шанăç кÿрет.
Строительство министрĕ Владимир Михайлов указ вăйра пулмалли 2024 çулчченхи тапхăрта республика пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне 1 миллион тăваткал метра çитермелли пирки каларĕ. Чăн та, Михаил Игнатьев 1 миллион тĕп тĕллев пулманни пирки асăрхаттарчĕ, чи малтан çынсене пурăнмалли туянма май пур тăваткал метрсемпе тивĕçтерессине тĕпе хумалла. Ку енĕпе çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçлани чăннипех пысăк ĕç пулчĕ, анчах «авари шайĕнчи» çуртсем халь каллех тупăнаççĕ иккен. Çакна тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков та, ытти хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем те çирĕплетрĕç. Канашра, сăмахран, 9 çурт унчченхи программăна кĕмесĕр юлнă, Улатăрта — 3 çурт…
Çĕмĕрле пирки сăмах пуçарсан вара Михаил Игнатьев çак хула влаçĕсене унти çĕнĕ котельнăйсене харпăрлăха регистрацилес ыйтусене татса парассине тăсса янăшăн ÿпкелерĕ, администраци пуçлăхне çапалах каларĕ: «Хăвăрăн заместительсемпе йĕрке тăвăр, хăшĕсене вырăнтан сиктермелле пулсан — сиктерĕр…» Хула сити-менеджерĕ айăпа заместительсем çине йăвантарманни чыса тивĕç, «пуриншĕн те эпĕ яваплă» терĕ, çапах асăннă ыйтусене татса памаллах.
Наци тĕллевĕсене тÿрре кăлармалли проектсене пурнăçласси, паллах, çине тăрса ĕçлеме хистет. Михаил Игнатьев çакна ăнланнине палăртнă май «ĕç кăтартăвĕсемшĕн халăх пиртен, влаçран, ыйтасси» пирки асăрхаттарчĕ: влаçăн шанăçа - çынсем кĕтнине —тÿрре кăлармалла.
Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас