Республика Пуçлăхĕ журналистсемпе тĕл пулчĕ

14 Пуш, 2015

Влаçăн тĕрлĕ шайри юппине нумай чухне халăхшăн “тăрăшманшăн” сăмах лекет. Çав вăхăтрах пирĕнтен чылайăшĕ хамăрăн пурнăçа çăмăллăх кÿрекен йышăнусем пирки пĕлмест те. Ыйту: мĕн тумалла? Хуравĕ пĕрре - пурнăçпа тан пырас килсессĕн, паян пулса иртекен улшăнусем пирки вăхăтра пĕлес тесессĕн, паллах, хаçат-журнал вуламалла, радио итлемелле, телекуравпа çывăх пулмалла. Мĕн пытармалли, паян МИХсенче вăй хуракансене те сулмаклă сăмах леккелет вулаканран, итлекенрен, кураканран. Çапах та массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хăйсен тĕп тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ - халăх патне çĕнĕ хыпара вăхăтра илсе çитереççĕ. Чăваш енри паллă журналистсемпе тĕл пулнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах çак ыйтусем тавра сăмах хускатрĕ те.

Хальхинче Михаил Васильевич калем ăстисемпе “Росинка” спорт тата сывлăха пиçĕхтермелли центрта уçă сывлăшра тĕл пулчĕ. Журналистсем яланах влаçпа халăх хушшинчи кĕпер пулнă. Пĕрлехи тата пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçланă ĕç çимĕçне кÿретех. Михаил Игнатьев МИХсен ĕçченĕсене тăрăшулăхшăн, оперативлăхшăн, республика аталанăвне объективлă çутатнăшăн тав турĕ. Журналистсем яланах халăх хушшинче. Çынсене ытларах мĕн хумхантарнине те питĕ лайăх пĕлсе тăраççĕ вĕсем. Тĕлпулупа усă курса хальхинче те республика Пуçлăхне тĕрлĕ ыйтăва хуравлама ыйтрĕç вĕсем. Официаллă мар лару-тăрура хутшăннипе усă курма та манмарĕç - тăван тăрăха тата лайăхрах аталанма пулăшас тĕлĕшпе Пуçлăха сĕнÿсем те пачĕç. Мĕн тăвăн - журналистсем çивĕч чĕлхипе палăрса тăраççĕ. Ертÿçĕн мĕнле ыйту илтес килет, хăшĕ вара уншăн кăмăллах пулманнипе те кăсăкланчĕç: ара, çитес вăхăтрах Михаил Васильевич йăлана кĕнĕ тăрăх пресс-конференцие йыхравлĕ. Республика Пуçлăхĕ кирек хăш ыйтăва та яланхиллех туллин хуравларĕ. Çук, нимĕнле ыйту та хăратмасть - кирек хăш отрасль пирки те уççăн калаçма яланах хатĕр. Министрсене те çапла ĕçлеме çирĕппĕн хистенине палăртрĕ - ведомствăпа çыхăннă ыйтусене унталла-кунталла “хăваламалла” мар, яваплăха хăйсем çине илмелле те татса памалла. Çавăн чухне кăна пулĕ ăнăçу. Тата - ĕçе кашниех юратса пурнăçласан. Журналистсен енчен вара çитменлĕхсене асăрхама пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Кирек хăш шайри ертÿлĕхе те критиклеме хăрамалла мар, чăн та, конструктивлă пулмалла вăл. Юрату тавра сăмах хускалнине кура - ара, журналистсем те çынсемех, çуркунне, уçă сывлăш, уçă калаçу витĕм кÿчĕ ахăртнех - калем ăстисем те çакнах палăртрĕç: “Эпир те... юратса критиклетпĕр”. Влаçпа МИХ ĕçченĕсем пĕр шухăш патне çитсе тухни вара - критикăна йышăнса, ăна шута илсе, çитменлĕхсене тÿрлетсе - малашне те пĕр-пĕрне ăнланса çитĕнÿ çулĕпе çирĕппĕн утасса шанăç кÿрет.

Маргарита ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.