Рита АРТИ. Куçăхнă телей.

31 Утă, 2015

Калав

Тем татах йÿçĕк тутă килнипе вăранса кайрĕ Алюш. Чĕри сиксе тухасла тапать. Шалта тем ыратать. Пĕлмест çав арçын ача мĕн ыратнине - шалта темĕн те пур та унта: ÿпки те, пÿри те, пĕверĕ те... Пулас ашшĕ каланинчен вĕсем унăн шăпах халĕ йĕркеленсе пынине кăна пĕлет. Анчах хăшĕ ăçта - çакна шарламастчĕ лешĕ. Çавăнпа хăйĕн ăçта мĕн ыратнине ăнкараймасть Алюш. Ăнкарсан та - кама каламалла? Никам та илтмест ăна пурпĕр, унăн хуйхине никам та ăнланмасть. Тепĕр тесен, ăна никам та курмасть те хальлĕхе. Ыратнине чăтаймасăр тутине пăркаларĕ арçын ача, чĕлхипе чаплаттарчĕ. Тапкалашма, çапкалашма хăтланчĕ - анчах та ăна ури те, алли те итлемерĕ. Нăйкăшма хăтланчĕ - сасси тухмарĕ...

Çак тутă çине-çинех килме пуçларĕ юлашки вăхăтра. Юратмасть ăна пĕчĕк каччă. Анчах та пулас амăшĕ унран ыйтса тăмасть çав. Юлашки вăхăтра хĕрарăм тăтăшах хаваслă ушкăнсенче савăнма юратать. Кун пек самантсенче варти пепки пирки шухăш та çук унăн. Малтанхи вăхăтра пăртак аванмарланма хăтланатчĕ-ха вăл. Анчах кĕçех хăнăхрĕ. Çын мĕн калассинчен шикленми пулчĕ. Тĕрĕссипе, пĕтĕм тĕнче çине алă сулса пуçĕпех ĕçке ярăнчĕ.

* * *

...Хăй хăçан тĕвĕленнине астумасть Алюш. Çутçанталăк ирĕкĕ çапла, нимĕн те тăваймăн. Анчах, пĕчĕк пулин те, хăй юратурах тĕвĕленнине тĕшмĕртет. Ара, тахçан унăн та пулас ашшĕ пурччĕ. Алюша вăл, хăрах куçпа та курман пулин те, юрататчĕ. Çакă хĕрарăм хырăмĕ тăрăх ачашшăн шăвакан арçын аллинчен палăратчĕ. Тем мăкăртататчĕ вăл çав вăхăтра, савăнăçлăн тем ĕнĕрлетчĕ, варти ачапа калаçма хăтланатчĕ. Хăйĕн юратăвĕ çинчен каласа кăтартатчĕ. Алюш пĕлет: çак самантра унăн алли мăшăрĕн хырăмне ачашшăн сĕртĕннĕ майăн куçĕ ăшăлăх сапалатчĕ, арăмне савса пăхатчĕ. Хăйĕн телейĕ çинчен мĕнпур вăйран кăшкăрса пĕтĕм тĕнчене пĕлтерме хатĕрччĕ арçын. Акă, вăхăт нумай та иртмĕ - ашшĕ пулса тăрĕ вăл. Çакăншăн - йăха тăсассишĕн, ачисене ыр кунçул парнелессишĕн, вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе анлă та такăр, вăрăм çул çине кăларассишĕн - пурăнмасть-и-ха этем тени? Акă, вĕсем, телейлĕ виçĕ чун, алла аллăн çавăтăнса, савăнăçлăн кулса улăх тăрăх чупаççĕ. Таврара сарă кун шевли вылять. Сăмсана пин-пин чечек шăрши ыррăн кăтăклать. Тÿпери хĕвел пĕр шелсĕр çунтарать. Унсăр та май çук-çке çулла - çырлин пиçмелле, пахчаçимĕçĕн ÿсмелле... Пурне те кирлĕ хĕвел çути, ăшши. Пур чун та ун патнелле, çÿлелле, туртăнать. Ашшĕпе ывăлĕ курăк çине йăванса кайса чунтан алхасаççĕ, кĕрешем пекки тăваççĕ. Арçын, акă, ачине парăнтарма пуçлать. Мĕн тăвăн - асли аслиех, вăйĕ ытларах. Анчах пĕчĕкки те парăнасшăн мар, кур-ха. Эхлете-эхлете, çĕлен пек авкаланса ашшĕ айĕнчен шуса тухма хăтланать. Малтанах: «Çи-пуçăра йăлт вараласа пĕтеретĕр, кайран манăн вĕсене мĕнле çуса тасатас?» - тесе хăтăрма пăхрĕ-ха амăшĕ. Анчах унăн сăмахĕсене икĕ арçын, пĕчĕккипе асли, хăлхана та чикмерĕç темелле. Пĕлеççĕ-çке, хĕрарăм ахаль кăна мăкăртатанçи тăвать. Хĕрарăм вĕт-ха вăл - унăн мăкăртатмалла. Çакна Алюш ашшĕ каланинчен пĕлет.

Пулас амăшĕ питĕ ырă чунлă унăн. Тепĕр чух ячĕшĕн тенĕ пек кăна кăшт мăкăртатанçи туса илет - унсăрăн ăна килте йĕрке çук пек туйăнать пулмалла. Акă, хĕрарăм та чăтса тăраймарĕ, ывăлне шеллерĕ курăнать, тĕрмешекен купа патне чупса пырса арçынна тĕккелеме пуçларĕ. Ачине çĕнтерме пулăшас килет-çке унăн. Анчах çамрăк та вăй питти арçынна ача та, хĕрарăм та парăнтараймарĕç. Ашшĕ, улăп пек сарлака хул-çурăмлăскер, упа пек вăйлăччĕ çав. Аллине хыçалалла ярса арăмне ачашшăн ярса илчĕ те хайхи ачи çумне тăсса хучĕ. Унтан иккĕшне те харăс çупăрласа ăçтан лекет çавăнтан чуптума пуçларĕ. Тавралăх савăнăçлă кулăпа тулчĕ. Татах та вăйлăрах, татах та инçерех янăрарĕ хаваслă шăв-шав...

Çакăн пек куратчĕ малашлăха пулас ашшĕ. Çакăн çинчен Алюша тăтăшах кала-кала кăтартатчĕ. «Тух хăвăртрах. Мĕнле лайăх кунта! Эсĕ халĕ чечек шăршипе те, сар хĕвел куллипе киленсе курман-ха. Манăн сана хăвăртрах курас килет. Манăн санпа хăвăртрах выляс килет, аллăм çине илсе чĕрем çумне çупăрлас килет. Эсĕ санăн пулас аннÿ мĕн тери илемлĕ иккенне те пĕлместĕн-ха, пĕчĕк те айванскерĕм. Ахальтен мар ĕнтĕ эпĕ ăна пĕрре курсах пуçа çухатрăм. Пĕрре курсах чунăма ĕмĕрлĕх тыткăнларĕ вăл. Хам валли тÿрех картса хутăм вара - ку хĕр манăн пулать, ăна никама та памăп терĕм. Сăмахăма тытрăм - хĕртен арăм турăм. Акă, кĕçех эсĕ çут тĕнчене килĕн те - пирĕн телей тата туллирех пулĕ».

Çакăн хыççăн пулас ашшĕ Алюша пулас амăшĕн илемĕ, хăйĕн юратăвĕ çинчен каласа кăтартма тытăнатчĕ. Пулас амăшĕ вара арçынна çăра та хытă çÿçĕнчен ачашласа кула-кула, телейпе çиçсе киленсе итлесе ларатчĕ.

* * *

Пулас ашшĕ пулас амăшне шкултан йĕркеллĕ вĕренсе те тухма паманни çинчен Алюш темиçе хут та илтнĕ-ха. Тĕлĕнмелле хитре пулнă çав пике. Таврара та ун пекки текех çукки пирки арçын варти пепке илтмеллех вĕçĕмех калать. Кинори пек, юрăри пек - сарă çÿçлĕ, кăн-кăвак пысăк куçлă. Унран та ытла кăмăлĕ - сар çу пек. Халиччен те никама та кÿрентерсе курман. Кам çине те пулин сиввĕн пăхма лексен малтан хăй чупса пырать те кÿрентернĕ çынна ыталаса каçару ыйтать. Хăйне çиллентерсен те каçару ыйтакан - вăлах: ăна пула теприн тарăхма тивнĕшĕн. Çынна кÿрентерме-и унта? Пÿлĕме шăна таврашĕ лексен ăна тытмасăр та чарăнмасть хĕрарăм. Анчах та çаклансан ыттисем пек урайне çавăрса çапмасть, чÿречерен кăларса ярать.

Ытла та пирĕшти пек пулнăшăн Алюшăн пулас асламăшĕ хăраса кăна тăрать. Ара, кун пекки кинора кăна пулать. Кинĕ вĕсен килне чăн чĕрĕлĕх илсе кĕчĕ вĕт. Сыпкалама пуçланă ывăлĕ халĕ эрех-сăра шăршине чăтма та пултараймасть. Кăнтăрла - диван, каçхине инке-арăмсене хураллама хăнăхнăскер халĕ пĕр чарăнми тем шаккать хуçалăхра, тем юсать. Чалăшма пуçланă сарай мĕн хушăра тÿрленсе ларнине сиссе те юлаймарĕ ватти. Шыв яма пуçланă пÿрт тăрри тем хушăра сапланчĕ. Тĕпелте плита умĕнче кăштăртатакан арăмне час кĕрсе алă çинче çĕкле-çĕкле тухать арçын, пукане пекскерне юратса вăр та вăр хăй тавра çавăрать. Лешĕн именнипе пичĕ çырла пек хĕрелет. Мăшăрĕн амăшĕ пÿртрех иккенне курсан арçынна хăтăрам, кăкăрĕнчен тĕртем пек тăвать. Унтан иккĕшĕ те каçса кайса кулма пуçлаççĕ. Телейпе тулчĕ вĕсен кил-çурчĕ. Телейĕ тулса тăкăнса тăрать. “Ан куçăхтăрччĕ, ах, ан куçăхтăрччĕ кăна ачамсен телейĕ...” - вĕçĕмсĕр Турра кĕлĕ тăвать ватти.

Вĕсем мĕнле паллашнине те, пулас амăшĕ мĕншĕн çав тери ырă кăмăллине те пĕлет Алюш. Хăйне нихăçан та курма пÿрмен кукашшĕпе кукамăшĕ çапла ырă чунлă пулнă унăн. Хĕрне те çаплах вĕрентнĕ - ырра та, усала та ырăпа кăна тавăрмалла. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах юратнă та мăшăр çак туйăма мĕн пурнăç вĕçĕчченех упраса çитернĕ. Кун пек çынсене инкек сиксе тухсан пĕр-пĕринсĕр пурăнма питĕ йывăр теççĕ. Çаплах пулса тухнă та. Пурнăç арканса кайнăччĕ ун чухне. Завод-фабрикăсем пĕрин хыççăн тепри хупăнма пуçланăччĕ. Ĕçлекенсем те шалăва уйăхĕ-уйăхĕпе кураймастчĕç. Анчах та çăкăр çимелле, ачасене ура çине тăратмалла. Шăп çав вăхăтра çынсем ĕçрен пăраха-пăраха кайса пасара тухса тăма тытăнчĕç. Таварĕ патне Мускава та, ытти çĕршыва çÿрекен те пурччĕ. Алюшăн пулайман кукамăшĕпе кукашшĕ те пĕр-пĕринпе калаçнă хыççăн çак çулпах утма тĕв турĕç. Май килчĕ вĕсен. Ырă кăмăллăскерсем патне туянакан туртăнчĕ. Çапла кĕске вăхăтрах çемье машина туянма пултарчĕ. Ялти шкулта аслă классенче вĕренекен хĕрĕ валли хулара хваттер туянас шухăшĕ те пурччĕ-ха малтан. “Ĕлкĕрĕпĕр”, - терĕç. Хулине паян-ыранах каймалла мар. Шкултан вĕренсе тухнă тĕлелле шăпах пуçтарса çитерĕç укçи-тенкине. Анчах палăртни пурнăçланмарĕ.

Машина туяннă хыççăн тавар патне хăйсен транспорчĕпех çÿреме пуçланăччĕ мăшăр. Меллĕ капла. Никама та кĕтсе тăмалла мар. Челноксене турттаракан автобусран юлас хăрушлăх та çук. Кăмăлна каякан тавара суйла та суйла. Тем пулчĕ çав кун, ирех такăнмалли тупăнчĕ. “Те ăнăçлă пулать ĕнтĕ?” шухăшпа канăçсăрлансах çула тухрĕ мăшăр. Республика чиккинчен каçса ĕлкĕрнĕччĕ кăна - тем хушăра машина выляса кайрĕ, йывăр груз турттаракан транспорт туса янă тарăн йĕре çакланчĕ, унтан тухиччен хăрах урапипе шăтăка лекрĕ. Машинăна транспорт хирĕç килекен енне ывăтрĕ - шăп КАМаз айне... Мĕн пулса иртнине ăнланса та юлаймарĕç, ахăр, мăнтарăнсем. Машинăран тимĕр купи кăна тăрса юлнине те чухлаймарĕç. Çапла Алюшăн пулас амăшĕ тăлăха кăна мар, нимсĕр-мĕнсĕр тенĕ пек тăрса юлчĕ. Юрать-ха, ялти çурчĕ çирĕпчĕ.

/Малалли пулать/.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.