Горячая линия

9 Авăн, 2016

Алло, «хĕрÿ лини» итлет!

ЧР Общество палати 2015 çулта вăрахлăх «Суйлаври общество сăнавне йĕркелесси» программăна пурнăçа кĕртнĕччĕ. Унăн никĕсĕнче — суйлавçăсемпе çыхăну тытмалли «хĕрÿ лини» технологийĕ. Çулталăк каяллахи суйлавра вăл хăйĕн ăнăçлăхне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çавна май ОП ăна кăçал та уçнă, виçĕмкун «хĕрÿ лини» презентацийĕ пулчĕ.

8 Авăн, 2016

Рейтингра – 27-мĕш

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕн 2016 çулхи çурла уйăхĕнчи черетлĕ рейтингне пичетлесе кăларнă.

Утă уйăхĕнчипе танлаштарсан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн позицийĕ улшăнман теме те пулать. Утă уйăхĕнче вăл «Вăйлă витĕм» ушкăнра 24-мĕш вырăнта пулнă, çурла уйăхĕнче вара кăштах, 3 пункт, аялалла аннă, вăтам 5,42 балпа 27-мĕш вырăн йышăннă /феде¬рацин Атăлçи округĕнче — 5-мĕш вырăнта, утă уйăхĕнчи пекех/.

19 Ака, 2016

Владимир ПУТИН: Телейлĕ кун ытларах пултăр!

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче халăхпа черетлĕ тÿрĕ лини ирттерчĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă калаçура патшалăх пуçлăхĕ 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ.

Pages