Владимир Путин: Малалла утсан ăнăçу пулатех!

4 Раштав, 2015

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер Федераци Пухăвĕн ячĕпе çыракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕ, регионсен саккун кăларакан пухăвĕсен ертÿçисем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем тата ыттисем - пĕтĕмпе пин çын ытла - пухăннă. «Хыпар» хаçат Çырăвăн чи пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарать. Хăйĕн сăмахне Владимир Путин терроризм хăрушлăхĕпе çыхăннă темăран, террористсене пула пурнăçĕ татăлнă салтаксене, Раççей гражданĕсене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтнинчен пуçларĕ.

 Терроризм çинчен

Раççей тахçантанпах террора хирĕç кĕрешĕвĕн малти рубежĕнче. Эпир çĕршывсен хушшинчи терроризм мĕнне пĕлетпĕр. Буденовскри, Бесланри, Мускаври, ытти çĕрти терактсем пин-пин çын пурнăçне татнă. Çак хуйхă яланах пирĕн чĕрере.

Хурахсен ĕнсине хуçма вунă çула яхăн кирлĕ пулчĕ. Эпир террористсене Раççейрен хĕссе кăларма пултартăмăр, анчах вĕсен юлашкисемпе паян кунчченех кĕрешме тивет. Тĕнче шайĕнчи терроризма пĕр çĕршыв вăйĕпе кăна çĕнтерме çук. Терроризм хăрушлăхĕ ÿссех пырать. Афганистанри çивĕчлĕхе те сирмен, çав вăхăтрах Ирак, Ливи, Сири арпашупа анархи зонине çаврăнчĕç. Хăйсене килĕшмен режимсене камсем тĕп тăвас тенине пĕлетпĕр. Мĕн пулса тухрĕ-ха? Патшалăх тытăмне аркатрĕç, çынсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе ячĕç, çапла майпа радикалсем, экстремистсем, террористсем валли çул уçрĕç.

Сирире капланнă боевиксем пирĕншĕн пушшех хăрушă. Вĕсен ретĕнче Раççейрен, НППП çĕршывĕсенчен тухнă çын та сахал мар. Вĕсене укçа, хĕç-пăшал параççĕ - вăй пухаççĕ. Унта çĕнтерчĕç-тĕк пирĕн пата та килĕç, сирпĕтме-вĕлерме пуçлĕç. Пирĕн вĕсене унтах тĕп тумалла. Акă мĕншĕн Сири влаçĕсем ыйтнипе унта çар операцийĕ ирттерме йышăнтăмăр. Сирире пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсем чи малтанах Раççейшĕн çапăçаççĕ, пирĕн граждансен хăрушсăрлăхне хÿтĕлеççĕ.

XX ĕмĕрте нацизма хирĕç вăхăтра вăйсене пĕтĕçтерме кăмăл туманшăн вун-вун миллион çын пурнăçĕпе тÿлеме тивнĕ. Паян мĕнпур тавлашăва айккине сирсе террористсене хирĕç пĕрлехи фронт йĕркелемелле, вăл ПНО ялавĕ айĕнче пултăр. Цивилизациллĕ кашни патшалăхшăн террористсене аркатас ĕçе хăйсен тÿпине хывмалла. Иккĕлле стандартсем пулмалла мар. Террористсемпе çыхăнса юнлă бизнеспа аппаланасси ан пултăр. Эпир Турцире камсем пуйнине, Сирирен вăрлакан нефте сутса террористсене камсем пуйтарнине пĕлетпĕр. Çав укçапа хурахсем наемниксене тара тытаççĕ, хĕç-пăшал туянаççĕ. Эпир шăпах Турцире пирĕн Çурçĕр Кавказра иртĕхнĕ боевиксене пытанма пулăшнине, хавхалантарса пынине те астăватпăр.

Çав вăхăтрах турккăсем - ырă, ĕçчен халăх. Вĕсен пĕлмелле: эпир турккă халăхне тата паян ертÿçĕсен йышĕнчи хăш-пĕр çынна, Сирире пирĕн çар служащийĕсем вилнĕшĕн яваплăскерсене, пĕр шая лартмастпăр. Эпир вĕсем террористсене пулăшнине манмастпăр. Сутăнчăклăх - чи намăс пулăм. Пирĕн летчиксене çурăмран перекенсем çакна пĕлсе тăччăр. Вĕсем мĕншĕн çапла хăтланнине Аллах кăна пĕлет-тĕр. Эпир хĕç-пăшалпа хăмсармăпăр. Анчах хăшĕсем нĕрсĕр çар преступленийĕшĕн помидорсемпе е строительствăпа çыхăннă хăш-пĕр чарусемпе кăна явап тытмалла пулĕ тесе шутлаççĕ-тĕк - йăнăшаççĕ. Вĕсем куншăн пĕрре кăна мар ÿкĕнĕç-ха. Эпир мĕн тумаллине пĕлетпĕр.

Коррупци çинчен

Килес çул Патшалăх Думин суйлавĕ иртет. Суйлав умĕнхи конкуренци тÿрĕ кăмăллă тата уçă, саккунпа килĕшÿллĕ пулмалла. Ман шутпа, кандидатсен программисенче коррупципе кĕрешес ыйтусем тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла. Коррупци - Раççей аталанăвне ура хуракан чăрмав.

Паян чиновниксем, судьясем, право хуралĕн ĕçченĕсем, мĕнпур шайри депутатсем хăйсен тупăшĕсемпе тăкакĕсем, пурлăхĕ çинчен деклараци пама тивĕç. Малашне вара патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем хăйсен тăванĕсен, тусĕсен тата çывăх çыннисен фирмисемпе тума палăртакан контрактсем, подрядсем çинчен калакан информацие те уçмалла. Çыннăн хăйĕн интересĕсем пуррине кăтартакан паллăсене тĕрĕслев тата право хуралĕн органĕсем çийĕнчех асăрхаççĕ.

Çак кунсенче кăна-ха Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне хутшăнакансем йĕркене пăснă тĕслĕхсем пирки мана пĕлтерчĕç. Генпрокуратурăран, тивĕçлĕ органсенчен çакнашкал информацие пĕр тăхтамасăр шута илме ыйтатăп. Кам ятарласа йывăр преступлени тунă - вĕсем тĕлĕшпе саккун хаяр пулмалла. Паян суда çитекен кашни иккĕмĕш уголовлă ĕç вак-тĕвек преступленипе çыхăннă, çынсем, çав шутра çамрăксем тĕрмене лекеççĕ. Ку вара вĕсен шăпине витĕм кÿрет, каллех преступлени тăвасси патне илсе пырать. Патшалăх Думинчен РФ Аслă сучĕ Уголовлă кодексăн хăш-пĕр статйине декриминализацилеме сĕннине ырламашкăн ыйтатăп. Хăрушă мар хăш-пĕр преступление административлă тĕслĕхсен шутне кĕртмелле, анчах çын иккĕмĕш хут çапла тунине уголовлă майпа хакламалла.

Экономика çинчен

Иртнĕ çул экономикăра пысăк чăрмавсем тухса тăчĕç. Нефть, экспортпа ăсатакан ытти тавар хакĕсем чакса кайрĕç. Çавна май паян нумайăшне çăмăл маррине пĕлетĕп. Экономикăри йывăрлăхсем пирĕн çынсен пурнăç шайне витĕм кÿреççĕ. Вĕсем «йывăрлăхсене хăçан çĕнтерĕпĕр?» тесе ыйтнине те ăнланатăп.

Лару-тăру чăннипех çивĕч, анчах - хăрушă мар. Ырă туртăмсем палăраççĕ те ĕнтĕ. Промышленноç производстви, наци валютин курсĕ тĕлĕшпе тĕпрен илсен тăнăçлăх йĕркеленчĕ, инфляци чакать. Анчах ку лăпланмаллине пĕлтермест. Чĕртавар хакĕсем пĕчĕк чухнехи тапхăрта çĕршыв тулашĕнчи чарусем вăрахлăха пулма пултараççĕ. Хамăр нимĕн те улăштармасан резервсене çисе

яма пултаратпăр, экономикăра та ÿсĕм пулмĕ. Паян çĕршывсен ĕç валеçĕвĕн анлăшĕнчи позицийĕсем çирĕпленеççĕ. Пирĕн хавшак пулма ирĕк çук. Паянхи меллĕ майсемпе усă курса юлмалла.

Конкурентлă производство хальлĕхе чĕртавар секторĕнче кăна. Экономика тытăмне улăштарсан çеç аталану тĕллевĕсене пурнăçлайăпăр. Мĕнпур отрасльте ăнăçлă ĕçлекен компанисен шутне ÿстермелле. Чылай отрасль йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ.

Строительство, автомобильсем, чукун çул машинисем тăвасси, çăмăл промышленноç - правительствăн вĕсене пулăшмалли ятарлă программăсем хатĕрлемелле.

Пĕчĕк тупăшлă çынсене пулăшмалла, социаллă пулăшăва вăл кама кирлĕ - шăпах çавсене памалла. Демографи, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ енĕпе нумай турăмăр. Тĕп ориентирсене эпĕ 2012 çулхи çу уйăхĕнче кăларнă указсенче палăртнăччĕ. Пурнăç тÿрлетÿсем кĕртет, анчах паянхи кăткăс лару-тăрура çынсен ырлăхĕпе çыхăннă яваплăх пушшех ÿсет, çавăнпа асăннă указсем тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулма ыйтатăп.

Бюджет шайлашулăхне ти¬вĕçтермелле. Патшалăх укçине ăна илекенсене казначейство шучĕсем урлă кăна куçарса памалла. Патшалăх тупăшĕ касса айккипе каймалла мар. Таможня тÿлевĕсемпе, алкоголь, табак, çунтармалли-сĕрмелли материалсен акцизĕсемпе çыхăннă тÿлевсен «вăрттăн схемисене» пула бюджет çуллен çĕр-çĕр миллиард тенкĕ çухатать. Ку - тÿрремĕнех вăрлани.

Ыйтăмсем предпринимательсем тĕрĕслев тата надзор ведомствисен ĕçĕнче ырă улшăнусем курманнине çирĕплетеççĕ. Кун пирки мĕн чухлĕ каланă ĕнтĕ, полномочисене чакаратпăр. Анчах хăш-пĕр çĕрте вĕсем каллех пысăкланаççĕ. Контролерсен пысăк çарĕ тÿрĕ кăмăллă бизнеса ĕçлеме çав-çавах чăрмантарать. Правительствăн тивĕçлĕ комиссийĕнчен 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен тĕрĕслев-надзор органĕсен ытлашши функцийĕсене пĕтермелли сĕнÿсем кĕтетĕп.

Бизнес çинчен

Пĕлтĕр следстви органĕсем экономикăпа çыхăннă 200 пине яхăн уголовлă ĕç пуçарнă. Суда 46 пинĕ кăна çитнĕ, тата 15 пинĕ судра пĕтнĕ. Çапла вара çак ĕçсен 15: кăна приговорпа вĕçленнĕ. Эппин, нумай предприниматель сăлтавсăрах хăйсен бизнесĕсĕр юлнă - вĕсене хĕстернĕ, тустарнă, ирĕке янă. Следстви органĕсен ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Прокуратурăн следстви пахалăхне тĕрĕслесе тăмалли инструментсемпе анлăрах усă курмалла. Экономикăпа çыхăннă ĕçсене тĕпченĕ чухне çынна хупса хурассипе сайрарах усă курмалла, салук, килти арест мелĕсем вырăнлăрах.

Пĕлтĕр эпир Раççее каялла таврăнакан капитала амнистилесси пирки пĕлтернĕччĕ. Бизнес çак майпа усă курма васкамасть-ха. Эппин, процедура кăткăс, гарантисем çителĕксĕр. Правительствăран тивĕçлĕ консультацисем ирттерме, хайхи сĕнÿсене тÿрлетÿсем кĕртме ыйтатăп, амнистие вара тата çур çуллăха тăсма сĕнетĕп.

Импорта хамăрăн продукципе улăштармалли проектсене укçа хывма хатĕр инвесторсем валли илĕртÿллĕ майсем сĕнетпĕр. Çакна ятарлă инвестици контракчĕ текен механизмпа çирĕплетнĕ. Çакнашкал контрактсемпе килĕшÿллĕн регионсене тупăшран илекен налук виçине нуль таран пĕчĕклетмелли право памашкăн сĕнетĕп. Федераци субћекчĕсен хăйсен экономика никĕсне çирĕплетме хавхалану пулмалла. Çавăнпа та асăннă йышши проектсене пурнăçланă май регионсене паракан федераци субсидийĕсем пĕчĕкленмелле мар. Раççее çĕршыва паха продукципе тивĕçтерме пултаракансем кăна мар, тĕнче рынокĕнче ăнтарма пултаракан компанисем кирлĕ. Çавна май чĕртавар шутланман продукци экспорчĕн ÿсĕмне кура отрасльсен ведомствисен, пĕтĕм Правительствăн ĕçне хаклама ыйтатăп.

Ял хуçалăхĕ çинчен

Малалла утсан ăнăçу пулатех. Çакăн тĕслĕхĕ - пирĕн ял хуçалăхĕ. Вунă çул каялла кăна-ха апат-çимĕçĕн çуррине чикĕ леш енчен кÿреттĕмĕр, импорта парăннăччĕ. Халь вара Раççей - экспортерсен шутĕнче. Пĕлтĕр Раççейĕн ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ 20 млрд доллара яхăн пулнă. Ку - хĕç-пăшал сутса илнĕ тупăшран чĕрĕк чухлĕ пысăкрах, е - газ экспорчĕн 1/3 пайне яхăн. Ял çыннисене пысăк тав.

2020 çул тĕлне шалти рынока хамăр çĕршывра туса илекен апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерессине наци шайĕнчи тĕллев вырăнне палăртмалла тесе шухăшлатăп. Çĕр, шыв, ресурссен пуянлăхне кура эпир хамăра тăрантарма пултаратпăр кăна мар, тĕнчери экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха апат-çимĕçпе тивĕçтерекен пысăк çĕршыв пулса тăраятпăр. Çак тĕллевпе чи малтанах тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсене пулăшмалла. АПКна аталантармалли программăна та çак принципсем çинче никĕслемелле.

Миллион-миллион гектар çĕре суха çаврăнăшне тавăрмалла. Вĕсем паян пушă выртаççĕ, пысăк çĕр хуçисен аллинче, çав хуçасем вара ял хуçалăхĕпе ĕçлеме васкамаççĕ. Итлĕр-ха, кун пирки миçе çул калаçатпăр, анчах лавĕ халĕ те вырăнтах. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен хуçасенчен ял хуçалăх çĕрĕсене туртса илме, кам ĕçлесшĕн - лаптăксене аукцион урлă вĕсене сутма сĕнетĕп. Правительствăран 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме ыйтатăп. Çитес çул норма акчĕсен проекчĕсене хатĕрлемелле, Федераци Пухăвĕн кĕркуннехи сессийĕнче тивĕçлĕ саккунсене йышăнмалла.

Ĕçтешлĕх çинчен

Пирĕн чикĕ леш енчи ĕç¬тешсемпе çирĕп çыхăну йĕркелемелле, эпир Раççей рынокне вăрахлăха килекен инвесторсене хапăл тăватпăр. Еврази экономика союзĕн шайĕнче пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине çĕнĕ шая çĕклерĕмĕр. Çитес çул Сочире Раççей-АСЕАН саммитне ирттеретпĕр, пуриншĕн те тупăшлă ĕçтешлĕхĕн кун йĕркине палăртма пултарăпăр. Еврази экономика союзĕнчи ĕçтешсемпе пĕрле ШОС тата АСЕАН членĕсемпе экономика ĕçтешлĕхĕ йĕркелес енĕпе консультацисем пуçарма сĕнетĕп. Пĕрле пирĕн çĕршывсем тавар туянма пултарассин кăтартăвĕсемпе тĕнче экономикин виççĕмĕш пайĕ пулса тăраççĕ. Çак ĕçтешлĕхе пĕртанлăх принципĕсем çинче никĕслемелле. Ку Раççее хамăрăн продукцие Азипе Лăпкă океан регионне илсе тухма май парĕ.

Транспорт инфратытăмне çĕнетес енĕпе малалла ĕçлĕпĕр. Азипе Хура тинĕс, Мурманск транспорт узелĕсене, Балтикăри, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи портсене аталантарăпăр, Патшалăх Канашĕн çитес ларăвĕсенчен пĕринче шалти юханшыв çулĕсен ыйтăвне тĕплĕн сÿтсе явăпăр. Çурçĕр тинĕс çулĕ Европăпа АТРа çыхăнтаракан сыпăк пулмалла. Инçет Хĕвелтухăç регионĕн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне çĕклени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Сывлăх сыхлавĕ çинчен

Раççейре виççĕмĕш çул ĕнтĕ халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пынине шута илетпĕр. Ÿсĕм, чăн та, пысăк мар, анчах вăл пур. Прогнозсем тăрăх пирĕн çĕнĕ «демографи шăтăкне» ÿкмеллеччĕ, анчах апла пулмарĕ. Чи малтанах çакă тин çуралнă пепкесен çурри çемьесенчи иккĕмĕш, виççĕмĕш тата вĕсен хыççăнхи ачасем пулнипе сăлтавланнă. Çемьесем ытларах ача çуратса ÿстересшĕн, патшалăх пулăшасса шанаççĕ.

Çитес çул амăшĕн капиталĕн программи вĕçленет. Унпа 6,5 млн ытла çемье усă курнă. Анчах çакă демографи суранне сиплеме çителĕксĕррине ăнланатпăр. Ку бюджетшăн çăмăл пулмĕ - пысăк укçа. Апла пулин те амăшĕн капиталĕн программине сахалтан та икĕ çуллăха тăсмалла тесе шутлатăп.

Демографи политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ мерисенчен пĕри - шкулчченхи вĕрентĕве аталантарасси. Юлашки виçĕ çулта ача сачĕсенче 800 пине яхăн хушма вырăн уçнă. Çапах уйрăм çемьесемшĕн пепкисене садиксене вырнаçтарас енĕпе чăрмавсем пур-ха. Правительствăран, регионсен ертÿçисенчен ку енĕпе тимлĕ пулма ыйтатăп.

Пирĕн сывлăх сыхлавĕнчи политикăн тĕп кăтартăвĕ - çынсен пурнăçĕн тăршшĕ ÿсни. Вунă çулта вăл пилĕк çул ытла хушăнчĕ, кăçал, малтанлăха палăртнă тăрăх, 71 çултан иртет. Çапах çивĕч ыйтусем пур-ха.

Çитес çултан Раççейĕн сывлăх сыхлавĕ туллин страховани принципĕсем çине куçать. Страхлакан организацисен пациентсен прависене хÿтĕлемелле. Пысăк технологиллĕ медпулăшу калăпăшне палăрмаллах ÿстерме пултартăмăр. 2005 çулта çакнашкал операцисен шучĕ 60 пин кăна пулнă, 2014 çулта вара - 715 пин. Анчах çакă та çителĕксĕр. Çынсен нушаланмалла мар, тивĕçлĕ йышăнусем пуличчен пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ валли федераци бюджетĕнчен тÿрремĕнех укçа куçармалла.

«Сывлăх» нацпроектпа ки¬лĕшÿллĕн васкавлă медпулăшу валли çĕнĕ йышши нумай реанимобиль, ытти техника туянтăмăр. Анчах вунă çул иртрĕ, автопарка çĕнетмелле. Ку - федераци субћекчĕсен яваплăхĕ, резервсем тупмалла.

Вунă çул каялла калаçса татăлнине лайăх астăватăп: эпир федераци укçине хывăпăр, кайран вара регионсен ĕç-пуçа тивĕçлĕ шайра тытса тăмалла. Шел, ку тÿрре тухмарĕ. Çынсем чылай чухне вăл е ку больницăсем, шкулсем, культура центрĕсем хупăннине, темиçерен пĕрре тунине ăнланмаççĕ, çакăншăн ÿпкелеççĕ. Акă мĕншĕн питĕ асăрханса мерăсем йышăнмалла, тивĕçлĕ кăтартусене пурнăçламашкăн ялти ФАПа хупни чи лайăх мел мар. Хальлĕхе вара çапла тунине куратпăр. Кайран çынсен медпулăшу илме 100 километр инçĕшне çÿреме тивет.

Çуллен шкул ачисен шучĕ ÿссе пырать, çитес вунă çулта вĕсен шучĕ 3,5 млн та иртĕ. Ку питĕ лайăх, анчах çак ÿсĕм вĕрентÿ пахалăхне япăх витĕм ан кÿтĕр, паянхи шая татах та çĕклемелле. Шкулсенче хушма вырăнсем кирлĕ. Эпĕ хушнипе Правительство регионсемпе пĕрле ятарлă план хатĕрленĕ. Çитес çулах федераци шучĕпе çĕнĕ шкулсем тума, киввисене юсаса реконструкцилеме 50 млрд тенкĕ таран уйăрма йышăнаççĕ.

Анчах лайăх пĕлÿ илме хăтлă шкул çеç çителĕксĕр. Вĕрентекенсем çине тăрса ĕçлени кирлĕ, пултарулăха аталантармалли майсем йĕркелемелле. Унчченхи пионерсен керменĕсенче, тĕрлĕ кружокра лайăххи мĕн пулнă - çавăнпа та усă курмалла.

Пирĕн малашнехи аталану çулне суйламалли самантсем пĕрре кăна мар пулнă. Черетлĕ чикĕ урлă 2014 çулта каçрăмăр - Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешрĕç. Раççей аслă çĕршыв пулнине çирĕп сасăпа пĕлтерчĕ. Паян та çапла çирĕппĕн ĕçлетпĕр. Малалла утăпăр, пĕрле ăнăçу тăватпăр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.