Публицист шухăшĕ

18 Чÿк, 2019

Тĕнче курма… тĕнчене тухмалла

Выртан каска мăкалнă теççĕ. Те çав халех мăкалас мар туйăм хăвалать — таçта та çитсе темĕн те курас килет. Раççей тĕп хулине çула пуçтарăннă чух нимех те курса тĕлĕнме шухăшламан паллах. Ара, пурте пĕр çĕршыврах пурăнатпăр, саккунĕсем те пĕрех. Уйрăмлăхĕ те — шалура кăна. Анчах та унта та ăна пурте кĕреçепе хырмаççĕ. Топ шайĕнчи менеджерсен ĕç укçи вара тахçанах — вăрттăнлăх мар. Çав шутра — вĕсем çав пукансене мĕнле майпа йышăнни те.

23 Юпа, 2019

Наци проекчĕ: «Хресчен сасси» 40 (2779) № 23.10.2019

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер çитес çул 100 çул тултарать. Апла пулсан та пархатарлă ĕçе çамрăксемпе пĕрле хутшăнма кăмăл тунă вăл.

21 Çу, 2019

Интернет урлă туянма меллĕ, çапах...

«Интернет-лавкка урлă хама валли кĕпе туянтăм. Киле килсех пачĕç, ахаль лавккаринчен чылай сахалрах укçа тÿлерĕм. Питĕ меллĕ! Тумтир сутакан ятарлă лавккасене, пасар таврашне каймасăрах, хама мĕн кирлине шыраса вăхăт ирттермесĕрех гардероба пуянлатрăм», — хавхаланса каласа кăтартать тантăшăм. Тепĕр пĕлĕш ачисене кирлĕ кĕпе-йĕме, теттесене интернет урлă саккас парать. Виççĕмĕшĕ çак мелпе усă курса сехет, телефон, хитре пушмак илнĕшĕн хĕпĕртет.

18 Нарăс, 2019

Микрофон умĕнче — театр…

Нумай япала, пулăм çинче никĕсленет çын пурнăçĕ. «Хырăм тутă, çи-пуç питĕ — урăх мĕн кирлĕ?» — текен каларăш пур чăвашăн. Анчах та лайăх шухăшласа пăхсассăн — кирлĕ-мĕн. Чун тени канăç памасть кун пек чухне. Тĕлĕнмелле, куçа та курăнмасть вăл, тытса пăхма та çук ăна, анчах та çав вăхăтрах тунсăхлать, макăрать, савăнать, кулать… «Хырăм выçă чухне чун пирки шухăшлама-и?» — тесшĕн-и? Анчах вăл пире кĕтсе лармасть, хăйĕн пирки аса илтерсех тăрать. Чунра лайăх пулсан кăна хамăра тулли телейлĕ туймастпăр-и вара эпир?

Pages