Культура

6 Авăн, 2014

Вăл пĕлĕте çĕрпе çывăхлатнă

СССР икĕ хут Геройне Андриян Николаев летчик космонавта чăваш халăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта хресчен çемйинче çуралнă вăл. Пурăннă пулсан çак кунсенче 85 çул тултаратчĕ.

6 Авăн, 2014

Пушкăртра та юратса вулаççĕ

Вера Артемьева почтальон ытти мĕн пур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпа вăранать. Ĕнине суса кĕтĕве хăваланă хыççăн сумкине йăтса Треппел почта уйрăмне васкать. Кашни кунах çапла. Таврари виçĕ яла уйăрса панă ăна. Çулĕ вăрăм, утса ывăнмалăх пур. Эрнере виçĕ кун хаçат валеçет вăл. Унсăр пуçне ялти ватăсене пăхать.

6 Авăн, 2014

Çуралсанах куç хывнă та...

Çĕрпÿри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи, депутат, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн пуçлăхĕ Наталья Михайловна çут тĕнчене хĕлле килнĕ. Ача çуратмалли çуртран илсе тухнăскерне çийĕнчех киле илсе çитереймен. Çула юр хÿсе лартнăран ăшăнмашкăн Тĕнсĕрти Ильинсем патне илсе кĕнĕ ăна.

6 Авăн, 2014

Интернет пулсан... савăшу кирлĕ мар

Интернет пирки вунă çул каялла çеç-ха ватăсем мар, çамрăксем те сахал пĕлеттĕмĕр. Унпа еплерех усă курмаллине хăнăхса çитеймессĕнех туйăнатчĕ. Пурнăç вара малаллах шăвать, общество та прогресс утăмсене аванах хăнăхнине куратпăр. Халĕ акă кинемейсемпе мучисем те компьютер умне ларчĕç, кĕсье телефонĕпе çыхăну йĕркелесси те вĕсемшĕн кăткăслăх çуратмасть. Пепкисем калаçма вĕреничченех компьютер çутса килĕшекен мультфильм яма пĕлнишĕн мухтанать ашшĕ-амăшĕ. Шкул ачисем пирки калама та кирлĕ мар: планшет, нетбук урокра та вĕсен аллинчен каймасть.

6 Авăн, 2014

Аслисенчен вĕренеççĕ

Пурнăçа юратакансем тата кĕнекепе туслашнисем кирек мĕнле çанталăкра та Вăрмарти тĕп библиотекăна пуçтарăнаççĕ. Çакăнта хĕрарăмсен "Сударушка" пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Унăн ертÿçи Светлана Щербакова пурне те ырă сунса кĕтсе илет.

Pages