Культура

18 Ака, 2014

Мăнкун çăмартисене хими япалисемсĕр хĕретесси

Тĕс кĕртмелли япаласем,
Тÿнĕ /пресланă/ шпинат - 150 грамм.
Куркума - 2 апат кашăкĕ. Куркума - приправа, ăна кирек хăш пасарта та, хăш-пĕр лавккара та сутаççĕ.
Сухан хуппи - 150 грамм.
Кăшман - 200 грамм.
Уксус - 1 апат кашăкĕ.
17 Ака, 2014

"Хыпар", 70 /26476/ /, 2014, ака, 17

"Сарă прессăн" пушă кĕлтисем
Федерацин МИХĕсен регионти хăш-пĕр кăларăмĕн журналисчĕсем Чăваш Енри ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки "пÿрнерен ĕмсе" çырма тытăннă.
Информаци кунĕнчи тĕл пулусем
17 Ака, 2014

Чăваш Ен çамрăк космонавчĕсем республикăри X слета хутшăнчĕç

2014 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Космонавтика кунĕ ячĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче «Пире космос чĕнет!» ятпа çамрăк космонавтсен X слечĕ иртрĕ. Кăçал ăна Чăваш Ен мухтавлă ывăлĕ А.Г. Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалларăмăр.

16 Ака, 2014

"Пулăшăр, тархасшăн..."

Кунта тĕрлĕ шайри тÿре-шара пÿлĕмĕсем тăрăх çÿресе хăйсен ыйтăвне тивĕçтермелли хурав тупайманнисен чĕринче шанăç, ĕненÿ çуратаççĕ. Çак сăмахсене ĕнер "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн ертÿçин Д.А.Медведевăн Чăваш Республикинчи общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче пулнă Лариса Порфирьева каларĕ. Лариса Николаевна тĕп хулари 46-мĕш вăтам шкулта вĕрентет, мăшăрĕпе 10 ача ÿстереççĕ. Хăйсен çуртĕнче пурăнаççĕ. Йышлă çемьене, паллах, хĕсĕк. Çурчĕ те çĕнех мар. Хĕлле - сивĕ. Ачисем кăçал та тăтăш чирленĕ. Юлашкинчен, çынсене республика Пуçлăхĕ хăй йышăннине пĕлнĕ хыççăн, кунта килнĕ.

Pages