Вĕрентÿ

3 Çурла, 2015

Япăх куракансем валли — вĕренÿ хатĕрĕсем

Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче Чăваш Ен географине вĕренмелли кĕнекесем пур. Вĕсенчен шкул ачисем хамăр тăрăхри çутçанталăк, хуçалăх, экологи, халăхсен уйрăмлăхĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултараççĕ. Шел, пурте мар. Сăмахран, япăх куракансемшĕн çакнашкал май çук. Малашне ку çитменлĕх Чăваш Республикинчи вĕренекенсемшĕн сирĕлĕ.

31 Утă, 2015

Хуран куклипе, хĕр сăри ташшипе асра юлĕ «Эткер»

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан пултаруллă чăваш ачисемшĕн «Эткер» лагерь çуллахи канăвне ирттермелли чи юратнă вырăн пулса тăчĕ. Кăçал вуннăмĕш хут уçăлчĕ Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Наци вĕренÿ центрĕ пуçарнипе йĕркеленекен смена.

30 Утă, 2015

«Пур предмет та пурнăçра кирлĕ пулĕ…»

Чи малтанах туртăм кирлĕ. Вăл пулсан ĕçе юратса пурнăçлатăн, тĕллев патне хăвăртрах çитетĕн. Вĕренÿ пирки те çавнах каламалла. Учитель ача ăс-тăнне хисте-хисте çĕнĕ пĕлÿпе пуянлатма тăрăшнинчен ытларах ача хăй вĕренесшĕн çунни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне учитель ĕçĕ те сая каймасть, вăл тăрăшни те куçкĕретех.

Татьяна Лубашкина шкулта «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Кашни предметпа аван ĕлкĕрсе пыма, паллах, çăмăл мар. Анчах каларăмăр вĕт-ха, туртăм пулсан умри пăтăрмахсем те сисĕнмеççĕ. Таня вара питĕ хастар хĕрача.

24 Утă, 2015

Суйласа илĕç

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Шупашкарти хăшпĕр шкулта 10-мĕш классем пулмĕç. Çакна 9-мĕш класран вĕренсе тухнисенчен ытларахăшĕ колледжсемпе техникумсене вĕренме кайнипе сăлтавлаççĕ. Итрнĕ çул çавнашкаллисен шучĕ 53 процентпа танлашнă.

24 Утă, 2015

Вĕренÿ çулне хатĕрленсе

Кăçалхи июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне еплерех хатĕрле- нине тĕрĕслеме тытăннă. Çак ĕç августăн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Асăннă учрежденисене юсама, тирпей-илем кĕртме бюджетран 670 млн ытла тенкĕ тăкакланă. Ытларах шкул ачисене учебниксемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕх уйăрнине палăртнă ЧР вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов. Çак тĕллеве пурнăçлама юлашки 4 çулта 550 млн тенкĕ расхутланă, кăçал вара - 64 млн ытла тенкĕ. Вĕренекенсем учебниксене тÿлевсĕр тивĕçĕç.

Pages