ЖКХ

5 Çĕртме, 2020

Ыйту çивĕчлĕхĕ паллă

Республикăра пурăнакан çынсем регион операторĕ çӳп-çап пухнăшăн тӳлемелли ятсăр-шывсăр квитанцисем ярса пани, çавăн пекех çуртсăр-йĕрсĕр çĕр лаптăкĕсемшĕн те укçа илни пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева социаллă сетьсем урлă та, тĕлпулусенче те пĕр хутчен çеç мар пĕлтернĕ.

13 Ака, 2020

Пенясене хальлĕхе шутламаççĕ, анчах — пăрахăçламаççĕ

Эпидеми лару-тăрăвне шута илсе халăха пулăшас тĕллевпе Чăваш энергосбыт компанийĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ чухнехи тапхăрта 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен потребительсен мĕн пур категорийĕ тĕлĕшпе электроэнергишĕн тӳлемелли парăмсемшĕн штраф санкцийĕсем — пенясем — шутласа палăртмĕ.

Çавăн пекех çулталăк вĕçлениччен республикăра пурăнакан парăмлă çынсене электроэнерги парса тăрассине те чармĕ. Çак йышăну юридици тытăмĕсене пырса тивмест.

1 Ака, 2020

Штраф санкцийĕсем пулмĕç

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса РусГидро ушкăнне кĕрекен, ресурссемпе тивĕçтерекен компанисем электроэнергишĕн вăхăтра тӳлеменшĕн потребительсем тĕлĕшпе пĕр уйăх штраф санкцийĕсемпе — пенясемпе — усă курмĕç.

1 Нарăс, 2019

Чи лайăх урам тирпейлÿçине палăртĕç

Шупашкарта чи лайăх урам тирпейлÿçисене палăртĕç. Çулленех иртекен конкурс çĕнтерÿçисене преми парса хавхалантарĕç.

Чи малтанах, нарăсăн 4-мĕшĕнче, тĕп хулари Мускав районĕнче чи лайăх урам тирпейлÿçине палăртĕç. Нарăсăн 11-мĕшĕнче Ленин тата Калинин районĕсенче те конкурса пĕтĕмлетĕç.

Pages